Вӗтке, аппаланчӑк, элемет
Сурхури эрнисен пилсемпе кӗлӗсене хирӗҫле ӗҫӗ-хӗлӗ те кӑсӑк. Кӗлӗсене ватӑсем кӑнтӑрла ирттереҫҫӗ, аппаланчӑк вӗтке-элемете яшсем каҫхине тӑваҫҫӗ. Кунта Киреметпе Эсремет, Турӑпа Шуйттан ӑмӑртӑвӗ пулса иртет.
Вӗтке вӑййисем темиҫе эрнене тӑсӑлма пултараҫҫӗ. Тӗрӗссипе, ҫакӑ вӑл халӑх театрӗн пӗр тӗсӗ, камичӗ-шӳчӗ. Вӗтке ҫимӗҫӗсенчен пӗри — шӳтернӗ е ӑшаланӑ пӑрҫа, выляканесенчен паллӑраххи — Катемпи карчӑкӗпе Чике сухал карчӗ. Халӗ вӗтке ушкӑнӗсем Ҫӗн ҫул тӗлне тапранса тухаҫҫӗ. Хӗл мучипе Юр пике те ӗнтӗ ветке-элемет ачисем пулса кайрӗҫ. Вӗтке (святки, коляда) тӗрлӗ халӑхсен пур. Ӑна чи авалхи йӑласен шутне кӗртеҫҫӗ.
Ҫумпайсем
Вӗтке вӑййисем (458)
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен