Ҫӑварни эрни
Хӗллехи уявсен вӗҫӗ — Ҫӑварни (ҫу эрни) уявне ял-йышпа хаваслӑн ирттерни. Тепӗр чухне вӑл икӗ эрне таранах тӑсӑлнӑ. Вара малтанхине «авалхи ҫӑварни», тепӗрне «кӗҫӗн ҫӑварни» тенӗ. Вӑхӑчӗ — хӗле ӑсатса ҫурхи ӑшӑ кунсене кӗтсе илни. Кунпа ҫӗр танлашнӑ кунсем. Сурхурирен Ҫӑварние ҫичӗ эрне, Ҫӑварнирен Калӑма (Мӑнкуна) татах ҫичӗ эрне шутланӑ. Ҫӑварнире тулӑх апат-ҫимӗҫ, икерчӗ, пӗлӗм, йӑва пӗҫернӗ.Ҫӑварни пуҫланӑ чухне халӑх тӑвайккине е пӑр ҫине тухса ярӑннӑ, Ҫӑварни карчӑкӗн кӗлеткине туса лартнӑ, лашасемпе ҫӑварни чупнӑ, ӑмӑртнӑ, кӗрешнӗ. Тӑвайккире ярӑнакан ача-пӑча пӗрчӗ тырӑ, уйрӑмах кантӑр вӑрри сапнӑ, ҫерҫи-кӑсӑясене «ятланӑ».
Кирек хӑш уяври пекех, кунта та ваттисене асӑннӑ, турӑсене тав тунӑ, тыр-пула мухтанӑ, кӗлӗ каланӑ, ырӑ суннӑ. Катемпи карчӑкне (сивӗ хӗл паллине) лартнӑ чухне те, кайран ҫунтарса янӑ чухне те ӑрӑмлӑ сӑмах каланӑ.
Ҫӑварние халӗ те анлӑ ирттереҫҫӗ. Унта пултарулӑх ушкӑнӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартаҫҫӗ, спорт вӑййисем ирттереҫҫӗ. Ҫӑварни хыҫҫӑн авалах «нарӑс» (Ҫӗн ҫул) кунне палӑртнӑ, мӗншӗн тесен ӗнтӗ Ҫуллахи ҫул пуҫланнӑ.
Ҫумпайсем
Ачасен Ҫӑварнири сунӑмӗ (461)
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен