Пилсемпе кӗлӗсем

Улах ларми

Чӑвашӑн ӗҫсӗр кун та, каҫ та иртмен. Уй-хир нуши вӗҫленсен, тыр-пул тирпейленсен яш-кӗрӗм улахсемпе лармасене пӗрле пухӑнма тытӑннӑ.

Улах тесен XXI ӗмӗрти ҫынсем яш-кӗрӗм ӗҫсӗр савӑшса ларнӑ тесе ӑнланаҫҫӗ. Ҫапла шутлани пачах тӗрӗс мар.

Улах ларми — чӑваш ҫамрӑкӗсен ӗҫе, хутшӑнӑва, пурнӑҫа вӗренмелли шкулӗ. Этем пурнӑҫӗнче мӗн кирлӗ — улахра ҫавӑ йӑлтах палӑрнӑ. Унтах шутлама, вулама, ӳкерме, выляма, юрлама, калаҫма, ташлама тата ытти ӑсталӑха вӗреннӗ. Унтах кашни хӑй ӗҫне ӳркенми ӗҫленӗ. Аслисем е ашшӗ-амӑше улаха пырса тӗрӗслесе ҫӳремен, анчах ал ӗҫӗ тӑрӑхах улах усӑллӑ е усӑсӑр иртнине пӗлсе тӑнӑ. Улах — ларма валли пысӑк, таса, ӑшӑ мунчасене, пуян, ҫутӑ пӳртсене уйӑрса панӑ. Кил хуҫи кирек хӑҫан та улах йӗркелӳҫисене кӗлӗ е пил каласа хӑварнӑ.

Пил е хушу сӑмахӗнче мӗн-мӗн тума юраманнине хытӑ палӑртса каланӑ. Ҫав сӑмаха пӑсакана улах алӑкне урӑхран уҫса кӗртмен.

Чӑваш улахне Д.Месарош ӑшӑ сӑмахсемпе ҫырса кӑтартнӑ: «Каччӑсемпе хӗрсем каҫсерен пӗр-пӗр ҫурта пухӑнаҫҫӗ, хӗрсем пӗрле йӗке е тӗрӗ илеҫҫӗ, каччисем — кам ҫӑпата хуҫать, кам сӗрме купӑс, кӗсле илсе пынӑ. Ҫип авӑрланӑ, юрлаҫҫӗ, пурте пӗрле выляҫҫӗ. Туптармӑшсем калаҫҫӗ, юмах яраҫҫӗ, йӗкӗтсем пикесемпе паллашаҫҫӗ. Туслашаҫҫӗ, чӑваш хӗрӗн хитре хӑмӑр куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ, вара урамра ҫил-тӑман кӗрленӗ чухне пӳртре, ӑшӑ-хӳтӗре, этем чунӗн ӗмӗрхи туйӑмӗсем ҫинчен пин-пин юрӑ ҫуралать...».

Г. Т. Тимофеев улах хӗрӗсем унтах ҫывӑрма юлаҫҫӗ тесе ҫырнӑ. Ку, ахӑртнех, тутарсен витӗмӗ пулас. Вирьял хӗрӗсем улахра ҫывӑрма юлнине сивленӗ.

Улах ҫуртӗнче кил хуҫи вырӑнне юлнӑ хӗрсем кӑна ҫӗр каҫма пултарнӑ.

 

443

Маҫаксам, мамаксам! Ҫӳлти торӑсам! Апи пере виҫӗ каҫ ӗҫлеме, виҫӗ каҫ савӑнма, виҫӗ каҫ олах ларма хошса хӑварчӗ. Пичия пӳрт-ҫорта пӑхса тӑрма, мана тус-тантӑша ӑшӑтса тӑрма каларӗ. Пере инкек-синкек корасран, осал ӗҫ килсе тохасран опра, Торӑ.

Кам та кам осал шохӑшпа осал ӗҫ тӑвать полсан, кам та кам пӗрлехи олаха ят ярать полсан вӗсен ячӗсене Анекла Евроҫа вӑй киллине тепӗр кон ирех ҫырса пӑрахма каларӗ. Торӑ корать, Торӑ каҫармасть терӗ.

Ларма валли сӑра вӗретрӗм. Ҫавна пӗрер корка алла илӗр-ха...Ваттисен йоррине йорласа олах ларма поҫлӑпӑр, сарӑ мӑйӑр катӑпӑр, попльӑпӑр та ташлӑпӑр...

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр