Пукра (тӑпрас) ӑшши
Юпа уйӑхӗн варринче ялан тенӗ пекех ҫӗр ҫине юр ларать. Юр лариччен ҫурт-йӗре питӗрме, ӑшӑ тытма васканӑ. Шӑтӑк-ҫурӑка мӑкпа, сӳспе, ҫӗтӗкпе, тӑмпа, тӑпрапа сапланӑ. Сарай, пӳрт никӗсӗсене хӑпартнӑ, тӑпраса каялла купаланӑ.
Пукрара хӑна пухнӑ, хӑнана кайнӑ. Час-часах: «Урапапа кайса ҫунапа таврӑнтӑмӑр», — тенине илтме пулнӑ.
Пукра кӗллисем йышлӑ мар. Вӗсем ҫурт-йӗр тата кил-йыш кӗллисемпе ҫывӑх.
441
Эй, Турӑ! Паянтан вара хӗл сивви хӗсепӗ каять. Ун чухне те ӑшӑра пурӑнма пар пире, ҫак мӗнпур ӑшша тытса тӑр.
442
Эй, Турӑ! Паянтан пуҫласа хӗл сивви пуҫланса каять. Хӗл чухне те ӑшӑра пурӑнма пар пире. Ҫак мӑк пур ӑшша та тытса тӑтӑр. — Ку мӑка мӗн тума хушатӑн? — Хӗл каҫипех ӑшӑтма хушатӑп.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен