Пилсемпе кӗлӗсем

Сурхурире каланӑ сунӑмсем

 

446

Мэ-э-э! Сурӑхсем путек туччӑр, хӗрсем хӗсӗр пулччӑр, арӑмсем ача туччӑр! Пӑрҫа ҫакӑн ҫӳллӗш пултӑр! Пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ пултӑр!

447

Пӑрҫа ҫӳллӗ пултӑр! Тырӑ лайӑх пултӑр! Тавтапуҫ хуҫана! Пире панӑ вырӑнне Турӑ сире хушса патӑр: пӗр пӗрчӗрен пин пӗрче ҫитертӗр. Сак тулли ачи пултӑр, урай тулли путек пултӑр, карта тулли выльӑх пултӑр: пӗр вӗҫӗ картара пултӑр, тепӗр вӗҫӗ шывра пултӑр: алӑк патӗнче кӗрӳ пултӑр! Тӗпелӗнче кин пултӑр!

448

Пӑтӑ пиҫсе сивӗниччен йӗркипе ташлаттараҫҫӗ, ташласа пӗтерсен пӗр ватӑ ҫынна чӗнеҫҫӗ, ватӑ ҫын пырсан ларас умӗн кӗлле тӑраҫҫӗ, ак ҫапла кӗлтӑваҫҫӗ:

Турӑ, ҫак хӗле лайӑх каҫса ҫӑва тухма пар, качча каймаллисем качча кайччӑр, авланманнисем авланччӑр.

449

Сурӑхӗсем ывӑҫри пӑрҫа пек йышлӑ, шӳтернӗ пӑрҫа пек мӑнтӑр, ӑшаланӑ пӑрҫа пек пиҫӗ пулччӑр.

450

Виҫӗ картара виҫӗ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗх тытмалла пултӑр, пӗр вӗҫӗ картара пултӑр та тепӗр вӗҫӗ шыв патӗнче пултӑр. Тӗкӗнчен-ҫӑмӗнчен тӳлесе тӑтӑр, ӗне хыҫҫӑн тына пӑру ертмелле пултӑр, чун ҫумне чун хушӑнса пытӑр. Ҫиес ҫимеллисем тутлӑхлӑ пулччӑр, ӗҫес шывӗсем тӑрӑ пулччӑр.

451

Хӗрарӑмсем ача туччӑр, сурӑх путек тутӑр, арҫынсем арӑм тӗл пулччӑр. Тырӑ-пулӑ лайӑх пултӑр, хӳкӗм ирттермелле пултӑр.

452

Пӗр тӗттӗмленсен ҫамрӑксем пӗр виҫҫӗн-тӑваттӑн пуҫтарӑнса качча каяссипе-авланасси ҫинчен пӗлме тем те хӑтланаҫҫӗ.

Чи малтанах пӗр ик-виҫ хӗр, сурӑх картине кӗрсе сурӑхсене пӗри мӑйӗнчен, тепри уринчен, виҫҫӗмӗш кайри уринчен ҫыхаҫҫӗ. Вара ирхине кам мӗнле сурӑха ҫыхнине пӑхаҫҫӗ. Камӑн ҫыхнӑ сурӑхӗ ҫамрӑк, ҫамрӑка качча каять теҫҫӗ. Сурӑхӗ вӑтӑ пулсан — ватта каять тет. Тата сурӑха ҫыхнӑ чух сурӑхӗ макӑрсан мӑшӑрӗ усал пулать тет. Кун хыҫҫӑн кашта ҫинче чипер ларакан чӑххине сӗтре-сӗтре кӗреҫҫӗ. Пӳртре чӑхсем умне ҫак япаласене хураҫҫӗ: кӗл, укҫа, шыв, тырӑ, куҫлӑх, кӑмрӑк тата тӑвар, унтан чӑхха урай варне яраҫҫӗ. Чӑххи ҫӳресен-ҫӳресен пӗрерӗшне пырса сӑхать. Кӗл сӑхсан чухӑна каять тет. Укҫа сӑхсассӑн пуяна каять тет. Чӑххи шыв ӗҫсен упӑшки ӗҫекенни пулать, тыр сӑхсан пуян пулать, куҫлӑх ҫине пӑхсан — чипер пулать, кӑмрӑк сӑхсан — хура пулать, тӑвар сӑхсан — старикки хаяр пулать теҫҫӗ. Чӑххи сӑхса ҫӳренӗ хушӑра юрласан, старикки уҫӑ пулать теҫҫӗ. Чӑххисем сӑхса пӗтерсен кашни хӗрӗ хӑй чӑххине уринчен ҫыхса сак уринчен ҫыхаҫҫӗ. Чӑххи хӑш еннелле туртӑнать, ҫав еннелле каять.

Тата хапхана уҫса яраҫҫӗ те пуҫ ҫине пӑтавкка тӑхӑнса хапхаран пӗрерӗн тухасшӑн. Ҫавӑн пек пӑтавкка тӑхӑннӑ ҫын хапхаран тухсан хӗр пулсан качча каять, арҫын пулсан авланать теҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ыттисем пуслӑха тӑратса пӑхаҫҫӗ. Пуслӑх хӑш еннелле ӳкет, ҫав еннелле каять тет.

Хӗрсем каяссипе-каймассине пӗлсен кил хушшине тухса хапха урлӑ сарӑ ывӑтаҫҫӗ. Камӑн сарри аяккарах ӳкет, вӑл маларах каять теҫҫӗ. Арҫынсем хӗрсем качча кайтӑр тесе уй хапхи тӑрне улӑхса ҫак сӑвва калаҫҫӗ:

Иккӗ, иккӗ хӑтана кил, пирӗн хӗрсене илсе кай, хӗрсене илсе каймасан уй хапхинчен кӑлармастпӑр... Тьху, тьху, тьху!

Ҫак шӳтле кӗлле уй хапхи тӑрне виҫ хутчен улӑхса сӗрлеҫҫӗ тет, вара ҫав ҫул хӗрсем пит качча каяҫҫӗ. Ан илтӗр тесе юрласан каймаҫҫӗ тет.

Ҫавӑн пек каҫпа пӗр ывӑҫ улӑм илсе уя кайса лартаҫҫӗ. Вара никам тӑриччен кайса пӑхаҫҫӗ. Ыраш пӗрчисем тӑкӑнман пулсан ачи пуян пулать, тӑкӑнсан е йыт пырса шӑрсан чухӑн пулать теҫҫӗ.

Самӑй ҫурма ҫӗр тӗлӗнче хӗрсем сӗтел хушшине ларса юмӑҫ яраҫҫӗ. Ҫутӑ, таса стакана тӑрӑ шыв яраҫҫӗ. Стакана пӗрер хӗрӗ ҫӗрӗ илсе хӑйӗн ҫӳҫӗпе ярать. Стакан икӗ енчен те ҫурта ҫутаҫҫӗ. Вара пӗр куҫ хупмасӑр ҫав шыва чӳхӗнтермесӗр пӑхас пулать. Пӑхсан-пӑхсан ҫӗрӗ варринче ача курӑнать теҫҫӗ. Ҫав курнӑ ачи пулас упӑшки тет.

Хӗрсем упӑшки епле пулассине пӗлме вут шаршанӗнчен вут пуленкисем вӑрлама каяҫҫӗ. Илнӗ чухне суйласа илме юрамасть, мӗнле алла лекнӗ, ҫавна илмелле тет. Вара кашни пуленки вӑрӑм, туратсӑр пулсан савни вӑрӑм, илемлӗ пулать теҫҫӗ. Пуленки туратлӑ пулсан упӑшки чипер мар пулать тет.

453

Ӳте кӗнӗ кун (Христос ҫуралнӑ кун) каҫпа ачасем килрен киле кӗрсе ҫӳреҫҫӗ. Вара такмакпа хутаҫ тупса тухаҫҫӗ те урамӑн чӑн хӗрӗнчи пӳртрен пуҫласа килрен киле кӗрсе ҫӳреҫҫӗ. Ҫӳренӗ чух ӗлӗкрех:

«Сурӑх ури, сурӑхсам питек туччӑр-и, арӑмсам ача туччӑр-и, хӗрсем хӗсӗр пулч-чӑр-и!» — тесе кӑшкӑратчӗҫ. Халӗ пирӗн апла кӑшкӑрма пӑрахнӑ. Пӳрт умне ҫитсен унта сикеҫҫӗ, тӗпӗртетеҫҫӗ. Вара пӳрте кӗреҫҫӗ те тропарьпе кондак юрлаҫҫӗ, ӗлӗкрех апла юрламастчӗҫ. Юрласа пӗтерсессӗн: «Пӑрҫа ҫакӑн ҫӳллӗш пултӑр», — тесе пӑрҫасене чӑштӑр-чаштӑр ҫӳлелле сапаҫҫӗ. Пӳртре кӗҫӗн ҫын пулсан ӑна та пӑрҫапа сапаҫҫӗ. «Кӗрпе пур-и? Ҫу пур-и? Тӑвар пур-и?» — тесе ыйтаҫҫӗ. Вара вӗсене пӑрҫа, кӗрпе, тӑвар тата хӑшӗ ҫу параҫҫӗ. Тухса кайнӑ чух Сурхури ачисем: «Сак тулли ачи-пӑчи, урай тулли питекки, пӗр вӗҫӗ шывра, тепӗр вӗҫӗ картара», — теҫҫӗ: Пур ҫын патне те кӗрсе пӗтерсен пӗрин патне килеҫҫӗ те пӑрҫапа пӑтӑ пӗҫерме тапратаҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр