Пилсемпе кӗлӗсем

Вирӗм

Сурхури ярӑмӗпе иртекен вирӗм каҫӗсем — ҫурхи Мӑнкун вӑхӑтӗнчи Сӗренӗн хӗллехи тӗсӗ. Сӗрен вӑхӑтӗнчи пекех, ача-пӑчапа яш-кӗрӗм кӑвайт хурать, апат-ҫимӗҫ пухать, касран каса, килӗрен киле кӗрсе ҫӳрет.

Сӗрен те, вирӗм те, тӗпрен илсен, ҫӗршыв хуралҫисене чысласа ирттерекен уявсем. Ҫавӑнпа унта вӑйпитти арҫынсем, каччӑсем ҫӳреҫҫӗ, ватӑ салтаксем пил параҫҫӗ, утаман суйлама пулӑшаҫҫӗ.

Ача-пӑча пиччӗшсем хушнине итлесе ӑна-кӑна туса пулӑшать, пӗрнепе апат-ҫимӗҫ йӑтатъ.

Вирӗм ачисен сӑнӑсем, шатӑрмасем, питлӗхсем, туя-патаксем («хӗҫ-пӑшал») пулаҫҫӗ. Вӗсем чӳрече е алӑк умне ҫитсен виҫӗ хутчен: «Вирӗм! Вирӗм! Вирӗм!» — тесе кӑшкӑрса чӗнеҫҫӗ. Ҫакӑ салтак пулнӑ ҫынсене мухтани шутланнӑ.

Килте калаҫу пуҫланиччен несел-ӑру паттӑрӗсене ятран асӑнса, пурӑнакан салтаксене хисеп-чыс туса кӗлӗ е сӑмах калаҫҫӗ. Салтак ятне янӑ ҫынна утаман айӑпласа сӑмах каласан пилеш хуллипе хӗнесе илни те пулать. Анчах ун пек чухне салтакӑн кӗпине хывса хӑйӗнех патак айне тӑмалла. Хӑй ирӗкӗпе вирӗм патакӗ айне салтак айӑпне йышӑнса е ӑна хирӗҫлесе тӑма пултаратъ. Ӑна утаманӑн ҫапма та, каҫарма та ирӗк пур. Кун хыҫҫӑн салтака ҫак сӑлтавпа урӑхран никам та ӳпкелеме е сӑмахпа тӗртме пултараймастъ.

Вирӗм ачисем урамра е ҫырмара тӗл пулнӑ е курнӑ ҫынна хӑваласа тытаҫҫӗ, хулӑпа ҫунтарса илеҫҫӗ. Уйрӑмах салтак тивӗҫӗллӗ ҫын тарса кайма шут тытнине пӗлсен шеллесе каҫармаҫҫӗ.

Уяв хыҫҫӑн ял ҫумӗнчи ҫырмара, кӑвайт умӗнче, паттӑр салтаксене «вирӗм параҫҫӗ». Юлашки тапхӑрта ҫырса илнӗ тӗслӗхсенче православи витӗмӗ ытларах палӑрать, салтаксене асӑнни сахалланса юлни курӑнать.

 

455

Аван-и, ырӑ хуҫа. Пирӗн килес! Авалхи йӑлапа вирӗм чупатпӑр, вӗтке таватпӑр. Кивӗ ҫулхи усал-тӗселе, тусан-пусана, чир-чӗре, ҫӗтӗк-ҫатӑка раштав сиввине пушӑ вӗҫӗпе, путӑш-кулӑшпа хӑваласа кӑларма ятарласа тухрӑмӑр. Ача-пӑчана ҫак парнесене парам, ватти-латтине ак ҫакӑ парне пултӑр. Пирӗн салама ыр сунса йышӑнтӑр. Халӗ тулта тӑракан хӑнасене чӗнсе кӗртем-ха. Кам та кам ҫавсене палласа илет, ӑна шӑнчас паратӑп.

456

Вирӗм чупма пилеш хулӑсем касмашкӑн вӑрмана каяҫҫӗ. Хӗрарӑмсем вӑл кун вирӗм ачисем валли кукӑль-ҫӑмах туса хатӗрлесе хураҫҫӗ. Тата ҫав ачасем валлиех пӗрер чӗрес сӑра пылласа лартаҫҫӗ. Пӳрте кӗнӗ чухне вӗсем юрласа кӗреҫҫӗ. Вӗсен юрри ак ҫапла: «Вирӗм, вирӗм вирила, вирила та Кирила; кӗҫӗр те вирӗм тиятпӑр, ыран та Мӑнкун тиятпӑр. Кӗҫӗр йӑва ҫиятпӑр, виҫмине яшка ҫиятпӑр. Тавай та пире сӑрине, тавай та пире сӑрине, тавай пире сахӑрне, шипкӑ та пива не надо!»

Пӳрт алӑкне уҫаҫҫӗ те пурте харӑс: «Вирӗм!» — тесе кӑшкӑрса яраҫҫӗ. Хулӑсемпе выляса пӗтерсен ялта пурӑнса вилнӗ ҫынсене хываҫҫӗ... Ӑна ак ҫапла хываҫҫӗ… Алӑк патӗнчи сак ҫине икӗ алтӑр лартаҫҫӗ; пӗрин ҫине сӑра хываҫҫӗ, теприн ҫине кукӑль, йӑва, ҫӑмарта хываҫҫӗ. Ялти аслӑ ҫын ячӗпе пӗрене ҫумне ҫурта лартаҫҫӗ тата тӗпелтен сӗтел илсе пырса лартаҫҫӗ. Сӗтел ҫине вара хывма мӗн кирлӗ, ҫавна пурне те хураҫҫӗ. Кил хуҫи хӑй пирвай хывать. Сӗтел ҫинчен пӗр кукӑльне илет те ак ҫапла каласа алтӑр тӗпне хурать: «Хамӑр ялти аслӑ ҫынсем, ак сире пӗр кукӑль, тытӑр уна, хусамӑр пӗлнӗ пек уйӑрса илӗр», — тет. Унтан сӗтел ҫинчен хуть кукӑль, хуть йӑва хуть ҫӑмарта илет те ячӗсене каласа хывать: «Ак Анчӑк Якур, Мӗтӗк старик, Ентӗршке старик, Мишутка пичи, Матер Ентӗри, Исаку, Тимухха Ентери, Танька, Ярушка, Уртеми, Микуш, Тетер старик вӑйпернийӗ, Шуҫ Якку тата Тинехпи вахтӑр, пурте ывӑнта пулччӑр!» — тет. Пӗрне-пӗрне маннӑ пулсан: «Эх, тата Утриван шушчӑка, самӑй хаяррине, ял ҫинче ҫӳрекенскерне, манса хӑварнӑ; эппин, ан ҫиллен-ха, ывӑнта пултӑр», — тесе пӗр татӑк татса пӑрахать.

«Эппин, пире чипер усрӑр, ак ҫак ачасем сирӗн авалхи йӑлапа усалсене пилеш хулӗпе хӑваласа ҫӳреҫҫӗ. Вӗсене чипер ачаллӑ-пӑчаллӑ, ывӑллӑ-хӗрлӗ ту! Ӗнтӗ чипер ӗҫсе-ҫисе кайӑр!», — тет. Кил хуҫи ҫапла хӑй хывса пӗтерсен сӗтел хушшине кӗрсе ларать те: «Ачамсем, килӗр, мучӑрсене таткаласа пӑрахӑр», — тет. Ачасем те ҫавӑн пекех пирвай апачӗпе хываҫҫӗ, унтан сӑрапа хываҫҫӗ. Ҫапла вара пурте хывса пӗтереҫҫӗ. Хывса пӗтерсен пӑртак тата сӑра ӗҫкелесе лараҫҫӗ. Тухса каяс чухне ачасем пилеш хуллисемпе пӳртри ҫынсене, тумтирсене, вырӑнсене: «Усалли, тар, ырри, кил», — тесе хӗртеҫҫӗ. Ҫапла туса пӗтерсен вирӗм ачисене пӗрер ҫӑмарта, виҫшер йӑва параҫҫӗ те вирӗм юррине юрласа тухса каяҫҫӗ. Хуҫи вара пӗрене ҫумӗнчи ҫуртана илет те кукӑль татӑкӗпе чӑркаласа алтӑр ҫине ак ҫапла каласа хурать: «Ак сире ҫурта ҫутса кайма, ан ҫухатӑр!» — тет. Унтан ик алтӑрне ик аллипе илет те тата тепри ун хыҫӗнчен пӗр курка шыв ӑсса тухать те урама юпа кутне: «Чипер ӗҫсе-ҫисе кайӑр», — тесе тӑкать. Уна йытӑ ҫисе ярсан вӑл вилнӗ ҫынсене леҫсе парать теҫҫӗ. Ачасем тепӗр ҫын патне кӗрсе каяҫҫӗ. Ун патӗнче те пирвайхи пӳртре мӗн-мӗн тунӑ, ҫавна пӗтӗмпех тӑваҫҫӗ. Ҫапла вара килтен киле хӑйсем ҫӳремелли таран так кӗрсе ҫӳреҫҫӗ. Пӗр-пӗри вӗсене кӗртмесен ӑна вара тӑшман туса пӳрт кӗтессине хулӑ вӗҫесем, йӑвасем, ҫӑмартасем чиксе хӑвараҫҫӗ. Ҫапла чиксен вӑл ҫын патне пур усал юлать те вӑл вара ӗмӗрне те ыр курса пурӑнмасть теҫҫӗ.

Хӑйсем кӗмелли килсене ҫӳресе пӗтерсен шыв хӗрне вирӗм пӑрахма каяҫҫӗ. Вирӗм пӑрахнӑ чух мӗнпур хуллине пӗр ҫӗре ҫыхаҫҫӗ, тепӗр вунӑ йӑва, виҫӗ ҫӑмарта ҫыхаҫҫӗ те: «Ялти чир-чӗр, пур усал сывлӑш ҫак хулӑсемпе, йӑвасемпе юхса кайччӑр», — теҫҫӗ.

457

Малтан ачасем пилеш хулӑ касма каяҫҫӗ. Хуллине касса килсен пурте пӗрле пухӑнса ҫапла юрласа ҫӳреҫҫӗ: «Кӗҫӗр те вирӗм терӗмӗр те, ыран та Мӑнкун тейӗпӗр. Вӑрӑ та карак тееҫҫӗ те, тӳми те ҫухи латти ҫук!»

Ачасем пӳрте кӗрсен ҫапла кӑшкӑраҫҫӗ: «Вирӗм, чир-чӗр кайтӑр!» — тесе хуҫисене ҫапаҫҫӗ.

Пухнӑ кӗрпипе, ҫупа тата ҫӑмартапа пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ. Пӑтти пиҫнӗ вӑхӑтра сӑра ӗҫсе шӑпӑрпа ташлаҫҫӗ. Пӑтти пиҫсен вирӗм пуҫӗ калпакне хул хушшине хӗстерсе ҫапла кӗлтӑвать: «Эй, Вирӗм Турӑшӗ, ҫырлах пире. Тепӗр Вирӗмччен тикӗс пурӑнма пар пире!», — тет те ҫиме лараҫҫӗ. Ҫисе тӑрансан ачасем уя хулӑ пӑрахма каяҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр