Хӗр сӑри (кӗпшинкке)
460
Тавах ӗнтӗ сире, атьсемри, пире курма чӗннӗшӗн. Хӗр умӗнче каччӑ тӑтӑр, каччӑ ҫумӗнче хӗр тӑтӑр, ар ҫумӗнче арӑм пултӑр! Ҫитес ҫулччен ҫичӗ арӑм пултӑр! Ҫичӗ хӗр качча памалла пултӑр! Ҫичӗ ывӑл авлантармалла пултӑр! Ҫичӗ киле кин кӗртмелле пултӑр, ҫичӗ киле кӗрӳ кӗртмелле пултӑр. Мӑшарланса пурӑнасси пиртен тухнӑ йӑла мар. Карта юпи те мӑшӑрлӑ пулать, вӗҫен кайӑк та мӑшӑрланса йӑва ҫавӑрса пурӑнать. Эсир те пирӗн пекех мӑшӑрланса, тӑмана пек тӗкленсе, хур аҫипе хур ами пек шӑкӑлтатса килӗштерсе пурӑнӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен