Пилсемпе кӗлӗсем

Нартухан (Нартукан)

Нартухан (Нартукан) — Сурхури ярӑмӗн пӗр каҫӗ, хӗллехи вирӗм умӗнхи уяв. Халӗ вӑл Ҫӗнӗ ҫул кӗтсе илнӗ вӑхӑта лекет. Сурхурире, Нартуканра, Вирӗмре ҫарпа хурал ӗҫӗн йӑлисем упранса юлнӑ. Нартухан пӗтӗмпех яш-кӗрӗм хавасӗ, улах каччисемпе хӗрӗсен шӑв-шавӗ. Вӑл хӑйӗн Сурхури лармисемпе, вӑййисемпе ҫуллахи Мӑнкун эрнинчи йӑласене аса илтерет. Нартукана карта (хӗл турханӗ), карчӑкӗпе хӗрӗ (катемпипе юрпике) ертсе пыраҫҫӗ, вӗсем халӑха иртнӗ ҫулла хӑпартнӑ ҫӗнӗ ҫурта пухаҫҫӗ.

Нартуканра ытларах шӳт, юрӑ, вӑлту, камит янӑрать. Кӗлӗсем унта уява пуҫласа янипе, ҫырмана кайса таса шыв ӑсса килнипе, уява вӗҫленипе ҫыхӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах кунта шахвӑртса, ылмаштарса, тӑрӑхласа каланӑ кӗлӗ евӗрлӗ шӳтлӗ тӑкӑлтӑксем те пулма пултараҫҫӗ.

Нартухан тӗшши — хӗрсем пысӑк савӑта хӑйсен «тӗрӗс ҫӗррисемпе» «суя ҫӗррисене» ярса шӑпа ҫырнине, пулас телее, пурнӑҫ хӗвелне пӗлме ӑнтӑлни. Туптармӑшсен пӗлтерӗшне тупма пӗлекен, юрӑ сӑмахӗсене лайӑх чухлакан хӗр Нартуханра намӑса е хурлӑха юлмасть — ҫын тӑрӑшнине, ӑс-тӑнне, ҫивӗчлӗхне ҫыпӑҫтарсан ҫӗрӗсем телейлӗ малашлӑх сунаҫҫӗ!

Нартухан (Нартукан) сӑмах пӗлтерӗшне тӗрлӗрен ӑнлантараҫҫӗ. Г.И.Комиссаров «нарс» (уйӑх) тата «туган» (ҫурални) сӑмахсенчен, В.Г.Егоров «нар» (хӗвел) тата «туган» (тӑван) сӑмахсенчен пулнӑ тенӗ. В.Г.Родионов тутарсенчен илнӗ сӑмах пулӗ тет.

«Нар» тени монголла хӗвеле, ытти чӗлхесенче илеме, хӗрлӗ тӗсе пӗлтерет пулсан (Нарспи ята аса илӗр) Нартукана кун вӑрӑмланма, хӗвел пӗлӗте тухма пуҫланипе ҫыхӑнтарни тӗрӗсрех.

XXI ӗмӗрте Сурхурипе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ уявсем пӗр-пӗринпе хутӑшса пӗтнӗ, вӗсен йӗрки пӑтраннӑ, ҫавна май пӗр йӑланах тӗрлӗ ятпа калани тӗл пулать.

Анчах та тимлесе пӑхсан ҫав уявсен пурин те авалхи пӗлтерӗшӗ, вӑхӑчӗ, вырӑнӗ пур. Вӗсем пурте пӗр-пӗрне чӑрмантармасӑр черетленсе пыраҫҫӗ.

 

454

Вӑйӑ тапраниччен хӗрсем пынӑ ҫынсене икерчӗ пӗҫерсе ҫитереҫҫӗ, сӑра та ӗҫтереҫҫӗ. Тӗттӗм пулсан ушкӑнӑн-ушкӑнӑн итлеме саланаҫҫӗ: чӳрече кутӗнче, пӳртри ҫӳппе ӑрама кӑларса пӑрахнӑ вырӑнта, йӗтем ҫинче, хирте итлесе ҫӳреҫҫӗ; ҫапла итлесе ҫӳренӗ чух пурӑнӑҫ тӑршшӗнче мӗн пулассине илтме пулать теҫҫӗ.

Хире итлеме вӑйпитти ҫынсем кӑна каяҫҫӗ, унта кайнӑ чух хӗрсене хӑвараҫҫӗ, хӑйсемпе пӗрле йӗри-тавра тимӗр карта ҫавӑрма пуртӑ, ҫӑкӑр сӑмсипе тӑвар илеҫҫӗ. Ялтан пӗр вун ҫухрӑм кайса хӑйсене тимӗр карта ҫавӑрса выртаҫҫӗ: унта усал пырса малашне мӗн пуласси ҫинчен каласа парать пулать. Ҫамрӑк-кӗрӗм итлесе ҫӳресен-ҫӳресен малтан пухӑннӑ пӳртре мӑшӑрланса выляма тытӑнаҫҫӗ: пӗр-пӗрне пуҫҫаптараҫҫӗ, пӗрне-пӗри шав чуптутараҫҫӗ, чуптумасан явнӑ пиҫиххипе «хӗнеҫҫӗ», пукан урлӑ сиктереҫҫӗ, лайӑх сикеймесен каллех чуптутараҫҫӗ. Ҫур ҫӗр ҫитеспе сурӑх ури тытма каяҫҫӗ: сурӑх витине кӗрсе сурӑх ҫӑмӗ ҫӑлса тухаҫҫӗ, хура ҫӑм пулсан хура каччӑ, хура хӗр пулать, шурӑ ҫӑм лексен сарӑ хӗр, сарӑ каччӑ пулать теҫҫӗ. Пӗчек ачасем юр ҫине мӗлке ӳкереҫҫӗ, мӗлке ҫине пучах пырса ӳксен ҫын телейлӗ пулать теҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр