Пилсемпе кӗлӗсем

Сурхури (хӗл эрни)

«Христос тӗнне йышӑннӑ ҫурҫӗр чӑвашсем, Мӑнкуна вырӑс Пасхипе пӗрлештернӗ пекех, Сурхурирен Рождество туса хунӑ», — тенӗ Д.Месарош (2002, 51 с). В.К.Магницкий ҫырнӑ тӑрӑх, Сурхурие авал раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче, хӗллехи Микулнӑра виҫҫӗмӗш эрне кун (раштавӑн 6-мӗшӗ) ирттернӗ. Д. Месарош вара Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Улхаш ҫыннисем ӑна кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче тунине палӑртать. «Сорхори» халӗ пӗрисемшӗн «Рождество», теприсемшӗн — «Крещени».

«Чӑваш Сурхурийӗ тӗнпе ҫыхӑнман, — тет венгр-тӗпчевҫӗ. — Ӑна яш-кӗрӗм шӳтлесе ирттерет», — тет вӑл. В.К.Магницкий вара ӗлӗк-авал Сурхурие Турра тав туса йӗркеленӗ тесе ҫырнӑ.

Сурхурие ваттисем сӑра ӗҫме, унччен пичке пуҫлама пухӑнаҫҫӗ. Ватӑсем пур ҫӗрте вара кӗлӗсӗр пӗр ӗҫ те тапранмасть. Ват ҫынсен Сурхурийӗ расна пулса иртет.

Халиччен «Сурхури» сӑмаха пурте тенӗ пекех «сурӑх ури» сӑмахсенчен пулнӑ теҫҫӗ. Анчах ҫапла ӑнлантарни тӗрӗс мар. Ку халӑхла ӑнлантару.

М.Я.Сироткин, И.И.Одюков, П.В.Денисов тӗпчевҫӗсем уяв ячӗ «сурӑх ырри» тенинчен тухнӑ тесе ҫырнӑ. Анчах «Сурхури» сӑмах «сарӑк ырри» тенинчен тухма пултарнӑ. «Сарӑк» — ҫар е лам пуҫӗ, ертӳҫӗ, управҫӑ. А.В.Изоркин — «сар хур», И.А.Дмитриев — «сорым-хорым», Н.П.Петров тӗпчевҫӗ «сур» (уяв) тата «кури» (вӑхӑчӗ) тенинчен пулнӑ тесе ҫырнӑ.

Кӑрлачри Сурхури ҫуллахи утӑ уйӑхӗпе, Ҫимӗкпе тӗл хирӗҫленнӗ. Ҫуллана аса илсе Сурхурире ҫавӑн евӗрлӗ йӑласенех ирттернӗ. Пӑрҫа сапни, пучах туртни тыр-пул ҫинчен хӗлле те шутлаттарнӑ. Сурхурипе ҫыхӑннӑ Вирӗм, Нартукан, Хӗр сӑри, Шерни тата ытти уявсем валли Сурхури ачисем ял тӑрӑх хӑмла-салат, пӑрҫа, кӗрпе пухса тухнӑ. Вӗсем кашни килтех ӑрӑмлӑ сӑмахсем, сунӑмсем, кӗлӗсем каланӑ, юрӑсем юрланӑ.

Сурхурире кӑнтӑрла кӗлӗсем каланӑ пулсан — ҫӗрлесенче вӗрӳ-суру, тӗшмӗш, тухату, шаманлӑх сӑмахлӑхӗ хуҫаланнӑ. Сурхури йӗркисене пӑхса тӑракана Сурхури пуҫӗ теҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр