Пилсемпе кӗлӗсем

Шерни йӗрки

Шерни, кӑш эрни, кӑшарни — авалхи йӑла, кӑрлачӑн пуҫламӑшӗнче хальхи Ҫӗн ҫулпа пӗрле килекен уяв. Чӑваш Ҫӗн ҫулӗ авал кӑрлачра пуҫланман.

«Шерни» кайӑк эрни (кӑш эрни) тенинчен пулса кайнӑ. Ку эрнере яш-кӗрӗм хаваслӑ вӑйӑсем ирттерет, ача-пӑча вӗҫен кайӑксене сивӗре шӑнса вилесрен апат-ҫимӗҫ хурса парать. Шерни кӗлли, юрри, сӑмахӗ вӗҫен кайӑкпа, ҫунатлӑ кайӑк-кӗшӗкпе ҫыхӑннӑ.

 

444

Чӑн малтан пашалу пӗҫереҫҫӗ, пашалу ҫине тӑвар, кӑмрӑк чикеҫҫӗ, [пашалу] тӑвар тӗлӗнчен ҫурӑлсан ырӑ курать теҫҫӗ, кӑмрӑк тӗлӗнчен ҫурӑлсан хуйхӑ курать теҫҫӗ. Вара каҫ пулсан пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ, пӑтти пиҫсен чашӑк ҫине антараҫҫӗ, чашӑк йӗри-тавра кашкисене (кашӑкӗсене) чиксе хӑвараҫҫӗ, хӑйсем вара ҫул тӑваткӑлне каяҫҫӗ, пӗри арки ҫине юр илет те авӑсса тӑрать, тепри ҫӗре выртса итлет, итленӗ чухне шӑнкӑрав сасси илтӗнсен качча туйла каять теҫҫӗ, чан ҫапнӑ сасӑ илтӗнсен вилет теҫҫӗ, чӑпӑркка сасси илтӗнсен кӗтӳҫ арӑмӗ пулать теҫҫӗ. Унтан таврӑнаҫҫӗ те пӑттине ҫиеҫҫӗ, пӑттине ҫисе пӗтерсен пурте харкам кашкине паллӑ туса чашӑк ҫине хураҫҫӗ. Унта пӗрчик шыв яраҫҫӗ те карташне тухаҫҫӗ; пӗри вара чашӑка тытать, кашкисене пуҫ урлӑ ывӑтса ярать, унтан харкам хӑй кашкине илсе пӑхаҫҫӗ, кашки ҫинче пӗрчик шыв пулсан йӗрсе пурӑнмалла теҫҫӗ, тата кашки лара пулсан ырӑ курать теҫҫӗ, кашки ӳпне пулсан вилет теҫҫӗ. Унтан вара анкарне каяҫҫӗ те хӗрсем пурте улӑм купинчен улӑм ҫыртса илеҫҫӗ, киле те вара ҫӑварӗсемпе ҫыртса таврӑнаҫҫӗ. Киле таврӑнсассӑн тырри пур-и тесе улӑмсене пӑхаҫҫӗ, пӑхсассӑн хӑшин тырри нумай пулать, ӑна вара пуян пулать теҫҫӗ, унтан пурак тӑхӑнаҫҫӗ те хапхаран тухаҫҫӗ, хапхаран тухнӑ чухне перӗнмесер тӳрех тухса кайсан ҫитес ҫула качча каять теҫҫӗ, хапхана перӗнсен каймасть теҫҫӗ. Унтан вара лаша тытаҫҫӗ те пуслӑх урлӑ каҫараҫҫӗ, лаша каҫнӑ чухне пуслӑха сӗртӗнмесен упӑшки чее пулать теҫҫӗ, сӗртӗнсен упӑшки мӑран пулатъ теҫҫӗ. Унтан чӑх тытса пӳрте илсе кӗреҫҫӗ те урайне яраҫҫӗ, малтан урайне тыр, кӗл, тӑвар, сӗлӗ, хуйӑр, тенкӗ хураҫҫӗ, чӑх тырра, тенке, тӑвара сӑхсан пуян пулать теҫҫӗ; чӑх кӗле сӑхсан начар пулать теҫҫӗ, хуйӑра сӑхсан упӑшки кукшаллӑ пулать теҫҫӗ. Тата чӑх ватти пулсан упӑшки ватӑ пулать теҫҫӗ, ҫамрӑкки пулсан упӑшки ҫамрӑк пулать теҫҫӗ, тата автан тытсан упӑшки салтак пулать теҫҫӗ. Унтан вара тӑхлан шӑратаҫҫӗ, ҫӑва тухсан качча каять пулсан хушпу пулать теҫҫӗ, упӑшки салтак пулать пулсан пӑшал пулать теҫҫӗ, вилет пулсан тупӑк пулать теҫҫӗ, пуян пулать пулсан чашӑк теҫҫӗ. Ҫапла вара шерни йӗрки пӗтет.

445

Чӑх-чӗп йӑва тӗлне пӗлет, хур-кӑвакал шыв тӗлне пӗлет, вӗҫен кайӑк ҫӗршывне пӗлет.

Мана та кӑмӑл туртӑмне пӗлме пар.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр