Пилсемпе кӗлӗсем

Вӗтке вӑййисем

 

458

Каччӑсемпе хӗрсем кӑнтӑрлахи апатра пӑрҫа шӳтереҫҫӗ. Каҫ пулсан вӗсем пӗр-пӗр ҫурта пухӑнаҫҫӗ те пӑрҫапа хӑналаса шӳтлеме пуҫлаҫҫӗ.

— Пичче, пире выляма ирӗк паратна? — теҫҫӗ.

— Парап, — тет хуҫа.

— Апла пулсан, хӗрсем ача туччӑр, — тет вӗтке ачи кӗлӗ майлӑ каласа.

— Хӗрсем качча кайччӑр, арӑмсем ача туччӑр ӗнтӗ, — тет кил хуҫи.

— Путексем путек туччӑр...

— Сурӑхсем пӑранлаччӑр ӗнтӗ, тӗрӗсех...

— Арӑмсем арҫын тӗл пулччӑр...

— Арӑмсем упӑшкинех юратса пурӑнсан аванрах-ха та...

— Тырӑ-пулӑ лайӑх пултӑр, ҫак пурнӑҫа хӳхӗм ирттермелле пултӑр!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр