Кӗрхи кунсенчи кӗлӗсем
Хӗвел хӗл еннелле сулӑнсан кун кӗскелме пуҫлать те, авӑн (сентябрь) уйӑхӗн 21-мӗшӗнче юр пӗрчисем курӑнса каяҫҫӗ. Ку вӑхӑта тӗш тырӑсене пухса пӗтернӗ: ҫу вӗҫӗнчех кӗр тыррисене ҫӗмел-капана хывнӑ, сӗлӗ-урпа хирӗсене тасатнӑ, кантӑр пулса ҫитнӗ, пахчари ҫимӗҫсем ҫын пырасса кӗтеҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра уяв, халӑхпа пӗрлехи кӗлӗ тума вӑхӑт ҫук. Тырӑ-пулӑ тӗрлӗрен тата кашни ҫулах пӗр вӑхӑтра пиҫсе ҫитмест. Ҫанталӑк та пӗр килмест. Ҫавӑнпа ӗҫҫи пуҫланнипе вӗҫленнине кашни ял-йыш, ҫӗр пӗрлӗхӗ хӑйне харкам палӑртнӑ. Ку тапхӑрти тӗп кӗлӗсем — ӗҫ кӗллисем. Халӑхпа пӗрле тата пӑрӑнми палӑртмаллисем сахал. Вӗсем — кивӗ тырра ҫӗнетни (е ҫӗнӗ тырра киветни), авӑн вучахне чӗртни, атан сӑрипе кӗрхи юпа ӗҫӗсем.
Пӗтӗмӗшле илсен, кӗрхи ӗҫ вӑхӑчӗ йӑла-йӗрке енчен пушӑ тӑман. Паллах, вӗсене ватӑ ҫынсем тытса пынӑ. Кӗрхи авалхи йӑласенчен ҫаксене пӗлни аван: авӑн уйӑхӗн варринче Ҫиме уявӗ иртет. Вӑл куна йӑвача-икерчӗ пӗҫернӗ, ӗҫри ача-пӑчапа яш-кӗрӗме тутлӑ ҫимӗҫпе, шерпет-сӑрапа сӑйланӑ (вирьялсем Ҫиме уявне кӗрхи Ҫимӗк пек ӑнланнӑ).
Чӳк уйӑхӗн пӗрремӗш эрнинче авӑн ӗҫне мӗнле те пулин вӗҫлеме тӑрӑшнӑ, ун хыҫҫӑн тӳрех пӗр эрнелӗх яш-кӗрӗм Вирӗмне пуҫланӑ. Кӗр сӑри патне пырса тухнӑ. Чук уйӑхӗн 21—27-мӗш кунӗсене — чӑнласа хӗл ларнине палӑртса — хӗллӗх эрни тесе каланӑ, ун чухне пур ҫӗрте те улахсемпе лармасем пуҫланнӑ. Раштав пуҫламӑшӗнче, Якурирен шутласа, вӗтке-аппаланчӑк вӑхӑчӗ (Д. Месарош каларӑшле «шуйттан эрни») тапраннӑ. Ҫуллахи Микуна аса илсе Хӗллехи Микунӑ ирттернӗ.
Православипе ытти тӗн йӗркисем те ҫав паллӑ вӑхӑтсене (вӗсем пурте ҫут ҫанталӑк календарӗпе ҫыхӑннӑ) сиктерсе хӑварайман, ячӗсене авалхи майлах парса хӑварнӑ: Симеон Столпник кунӗ, Филипп апостол кунӗ, таса Якур кунӗ, Николай тӗлӗнтермӗш кунӗ тата ытти тесе каланӑ. Юр ӳкнӗ Шуҫан кунӗ Пукрав (Покров) пулса тӑнӑ.
Тыр-пулпа выльӑх-чӗрлӗхе пухса хӗл каҫма вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн хресчен тӑршшӗпех пӑтӑсем, нимӗрсем, чӳксем, кӗлӗсем ирттернӗ. Вӑл шута авӑн пӑтти, картиш пӑтти, хӗрт-сурт пӑтти, шыв нимӗрӗ, атан сӑрипе кӗрхи ҫурта кунӗ, юпа чӳкӗ, хӑр чӳкӗ (халӑхра хурт чӳкӗ тенипе пӗрлешсе кайнӑ), кӗр сӑри (сӑра чӳкӗ е чӳклеме) тата ыттисем кӗреҫҫӗ.
Ҫумпайсем
Кивӗ тырра ҫӗнетни (398-409)
Авӑн чӗртни (410)
Авӑн кӗлти ҫакнӑ чух каланӑ кӗлӗ (411)
Авӑн пӑтти (яшки, сӑри) (412-416)
Кӗрхи ҫурта кунӗ (417)
Кӗр сӑри (сӑра чӳкӗ) (418)
Пичке пуҫлас умӗн калакан кӗлӗ (419)
Кӗрхи чӳклеме кӗллисем
Тӗп килти кӗлӗсем (420-422)
Чӳклемери кӗлӗсем (423-434)
Кӗр сӑри ӗҫнӗ чухне (435-437)
Картиш пӑтти
Картиш кӗлли (438-440)
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен