Пилсемпе кӗлӗсем

Авӑн кӗлти ҫакнӑ чух каланӑ кӗлӗ

 

411

Авӑн пӗтерсен йӗтем юпи ҫине кӗлте ҫакни анкартие хӗсӗре хӑварманнине пӗлтерет. Ӑна ҫакнӑ чухне ҫапла калаҫҫӗ:

Эй, перекет Турри! Сана асӑнса ҫакнӑ кӗлтене анкартине, йӗтем юпине тӑлӑха, хӗсӗре ан хӑвар. Перекетлӗ ту. Эй, Турӑ, ҫырлах, Сана авӑн пӗтернӗ йӑлапа асӑнатпӑр, кӑҫал пӗр капан ҫапрӑмӑр, килес ҫул виҫҫӗ ҫапма пар, халӑхпа пӗрле пӗтерме пар, халӑх хушшинче, ял варринче, уй тӳпинче пур хурӑнташ-хӑмӑрпа, кӳршӗ-аршӑпа, ял-йышпа, ачам-пӑчампа хӗпӗртесе, савӑнса чӗкеҫ пек чӗвӗлтетсе пурӑнма пар.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр