Пилсемпе кӗлӗсем

Кӗр сӑри (сӑра чӳкӗ)

Атан сӑрипе Ҫурта кунӗ пӗр сыпӑкранах Кӗр сӑрине куҫса пыратъ. Вӑл эрне каҫ пуҫланать. Ӑна Д.Месарош ҫырнинче юн кун е вырсарни кун тенӗ. Юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче е чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче — уй-хире тасатса кӗнӗ хыҫҫӑн ҫӗн уйӑхпа ирттереҫҫӗ.

Кӗр сӑри каҫӗнче те вилнӗ ҫынсене, Мӑнкун каҫӗнчи пекех (атан сӑри вӑхӑтӗнче), ӗрет туса хывса ҫӳреҫҫӗ. «Кӗр сӑри каҫ ваттисем ҫине ҫурта ҫутакан Ҫимӗк каҫ ҫутмастъ, Ҫимӗкре ҫутакан Кӗр сӑринче ҫурта ҫутмасть», — тесе асӑрхаттарнӑ Виҫпӳрт Шӑмӑршӑри ӑстасем (Ф.Иванов ҫырса илнӗ, ЧПГӐИ ӐА, 1, 21, 537 с). Тепӗр уйрӑмлӑха та ятарласа асӑрхаттараҫҫӗ: чӳклеме валли автанпа пӗрле чӑх та пусаҫҫӗ. Ытти чухне чӑхпа (е ытти ама чунпа) чӳклеме юрамастъ.

Атан сӑри, Ҫурта кунӗ, Кӗр сӑри йӗркипех ваттисене асӑннине пӗлтерет. Мӗншӗн леш тӗнчене кайнӑ несӗлсене ҫав тери вӑрах асӑннӑ-ха? Кунта тӗлӗнмелли ҫук. Тӗп килте чухне васкамасӑр пичке пуҫланӑ, вара тин несӗл-ӑратри паллӑ ертӳҫӗсене, кил-йыш пуҫӗсене хисеп тунӑ. Килӗрен киле ӗрет тухнӑ чухне кашни кил-йышри ҫынсене ҫеҫ мар, ҫав йышра камсем паллӑ ӗҫсемпе ырлӑх кунине пӑхса кӗлӗ каланӑ. Тӗслӗхрен, пӗр-пӗр килте ҫар ӗҫӗпе, вӑрҫӑри паттӑрлӑхпа палӑрнӑ ватӑ пур пулсан е ҫав килӗрен тӑван ҫӗршыв хутӗлевҫисем темиҫен пуҫ хунӑ пулсан, унта ӑру-йӑхри мӗнпур салтаксене, ҫар ҫыннисене Сурхурири кӗлӗри пекех — ятарлӑ кӗлӗпе, йӑлапа (сӑнӑ е пӑшал персе) чыс панӑ. Йӑласемпе кӗлӗсен кашни ҫаврин хӑйӗн тӗшши пурри асӑну йӗркине йӑлӑхтармалла мар тытса пыма май панӑ.

Ӗрет тухса кӗр сӑри ӗҫнӗ чухне йӑхри ҫынсенчен никама та манса хӑварман. Чыссӑр, хисепсӗр, нушаллӑ-асаплӑ вилнисене те асӑнса хывнӑ, ачалла вилнисене пурне те шута хунӑ.

«Хӗр ача качча каймасӑр вилсен качча кайма ҫулӗ ҫитсен ӑна вара асӑнса камалсӑр пулса ан ҫӳретӗр тесе ҫурта ҫутса хываҫҫӗ хӑй ячӗпе, ваттисем ҫакна качча паччӑр тесе. Ҫамрӑк ача вилсен те улӗмрен ҫулӗ ҫитсен, камалсӑр ан ҫӳретӗр тесе ҫавна авлантарӑр тесе ваттисене хываҫҫӗ». (ЧПГӐИ ӐА. Ашмарин, I, 21, 231 с.)

Кӗрхи чӳклемере ваттисене хывнӑ каҫа «кӗр сӑри каҫӗ» тенӗ. Сӑра чӳкне Д.Месарош тӗплӗ ҫырса кӑтартнӑ.

 

418

Чӳклеме тытӑнас умӗн пичке пуҫлаҫҫӗ. Савӑтри сӑрана хӗртнӗ тимӗрпе (турчӑкапа) ӑшӑтнӑ чухне ҫапла калаҫҫӗ:

Эй, Турӑ, пирӗн чӳклеме сӑрине хапӑл ту. Эй, Турӑ, Сана асӑнатӑп, витӗнетӗп, ҫӗнӗ тырӑ сӗчӗпе асӑнатӑп, тутлӑ чӗлхемле, тайлӑк пуҫӑмпа пуҫҫапатӑп; пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ тумалла пултӑр тесе кӗлтӑватӑп. Хура халӑха вӑй-хӑват пар, ҫут тӗнчене ҫӑмӑллӑх пар, Турӑ, Эй, Турӑ, йӳҫӗ ӗҫсе тутлӑ калаҫма парӑсӑнччӗ. Виҫ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗх карта тулли парӑсӑнччӗ, пӗр веҫӗ картара пулинччӗ, тепӗр вӗҫӗ шывра пулинччӗ, выльӑхӑма-чӗрлӗхӗме, Турӑ, сывлӑхне, иксӗлми тивлетне парӑсӑнччӗ, усалтан-тӗселтен хӑтарсам, Турӑ. Эй, ырӑ кун-ҫул прӑсӑнччӗ, леш тӗнчере ӑстӑмах парӑсӑнччӗ. Урай тулли путек парӑсӑнччӗ, сакай тулли пӑру парӑсӑнччӗ, тӗпеле кин кӳртме парӑсӑнччӗ, кӗрекене кӗрӳ кӳртме парӑсӑнччӗ, сак ҫи тулли ача-пӑча парӑсӑнччӗ. Шӑнса килекене ӑшӑтса яма парӑсӑнччӗ, Турӑ. Ҫарамас килекене тумтир тӑхӑнтарса яма парӑсӑнччӗ, Турӑ. Выҫса килекене тӑрантарса яма парӑсӑнччӗ, Турӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр