Картиш кӗлли
438
Ҫырлах, Мӑн Турӑ, Мӑн Турӑ Амӑшӗ; Хӑрпан, Хӑрпан амӑшӗ; Кепе, Кӗтӳ пуҫӗ, сире йӑлӑнатпӑр. Тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗхшӗн пуҫҫапатпӑр. Ҫак картара тӑракан выльӑхсене тӗрӗс-тӗкел усра; шыв хӗрринче ӳссе ларакан ҫӳҫе пек хунаттарса йышлантар; пӗр вӗҫӗ картара пултӑр, тепӗр вӗҫӗ вакра пултӑр. Ҫак выльӑхсене усал аллине ан парӑр, какран-хуҫаран хӑтарса пырӑр, сыхлӑр. Пыйтӑран-хуртран тасатса тӑрӑр вӗсене. Шерпет пек шыв ӗҫме парӑр вӗсене, тул ҫӑнӑх пек ҫемҫе курӑк парӑр. Пуснӑ выльӑхин ашӗ тутлӑ пултӑр. Ҫуллен вуншар пуҫ пусма парӑр, ҫырлахӑр! Ҫырлах, хаяр тавраш, мӑн хаярне ху чарса тӑр, тум хаярне пирӗн тавраша ан яр. Сана, хаяр амӑшӗ, пӗр пашалу, виҫӗ пӑтӑ паратпӑр: хӑвӑн ачуна-пӑчуна, пирӗн выльӑхсене сыхлаттар, ҫырлах! Ҫырлах, Пихампар! Эсӗ хӑв кашкӑру-йыттусене выльӑхсем патне ан яр, ху вӗсене сыхласа тӑр. Сана эпир пашалупа, пӑтӑпа пуҫҫапатпӑр, ҫырлах, аминь, ҫырлах!
439
Картиш пӑтти текен чӳке ҫапла асӑнаҫҫӗ. Пӗр хӑй шухӑшланӑ кун ирхине ирех кӑмӑллӑ асӑнса пӗр чукунпа пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ. Ҫав пӑтӑпа пӗрле чӳклеме пӗр пашалу пӗҫереҫҫӗ. Вара хуҫи картиш варрине пӗчӗкҫеҫ кӑвайт вырӑнӗ туса вутӑ чӗртет. Пиҫнӗ пӑтӑпа пашалӑва кӑвайт хӗррине лартать. Чукун ӑшӗнчи пӑтӑ варрине ҫу куҫӗ тӑваҫҫӗ, сарӑ ҫу ярса (урӑх нимӗнле ҫу та юрамасть). Ҫапла мӗнпурне хатӗрлесе ҫитерсен чӳклеме пуҫлать:
Картиш пӑтти чӳклетӗп килӗм-вутӑмпа, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе, чӳк, ҫырлах. Лаша хыҫҫӑн тиха ертме парсамччӗ, ӗне хыҫҫӑн пӑру ертме парсамччӗ, сурӑх хыҫҫӑн путек ертме парсамччӗ, чӳк, ҫырлах! Пӗр вӗҫӗ шывра, тепӗр вӗҫӗ картара пулма парсамччӗ, чӳк, ҫырлах. Ырӑ чӳк, кӗлле хапӑл ил.
Пуҫҫапать. Кӗлтуса пӗтерсен пӑтта пӳрте илсе кӗрет. Пӳртре ҫемйипе ларса ҫиеҫҫӗ.
440
Тунӑ кӗллӗм кӗлле кӗтӗр, тунӑ кӗллӗм шута кӗтӗр, виҫ тӗслӗ выльӑха-чӗрлӗхӗме, выльӑх-чӗрлӗхе ҫуралманнине ҫуратса пар, ҫуралнине алла пар, пӗр вӗҫӗ шыв хӗрринче пултӑр. Виҫ тӗслӗ выльӑх виҫ карта тулли пултӑр, тӗкӗнчен-ҫӑмӗнчен тӳлеттер, пӑхӗнчен-шӑкӗнчен савӑнтар.
Унтан виҫӗ кашӑк пӑтта ҫунакан вут ҫине пӑрахнӑ та хуранне виҫӗ хут сулласа пӳрте йӑтса кӗнӗ. Шыв ячӗпе тепӗр хуран нимӗр пӗҫернӗ. Нимӗре пӗчӗк чашӑкпа ҫӑл хӗррине илсе кайнӑ, виҫӗ кашӑк нимӗр ҫӑла ярса хӑварнӑ чухне: «Шыв ашшӗне, шыв вутӑшне», — тесе кӗлле тепре каланӑ. Киле таврӑннӑ чухне ҫын-мӗн тӗл пулсан нимӗре ӑна та астивтерсе пӑхтарнӑ. Таврӑнсан нимӗре ҫу ҫинче пӗҫернӗ юсманпа, йӑвачапа ҫинӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен