Кӗрхи ҫурта кунӗ
417
Аслӑ атте, аслӑ апай, атте, апай, ылӑм-хӗрӗм, пиччем, шӑллӑм, акайсем, йӑмӑксем, хурӑнташ-вӑрлӑх, кӳрӗш-кӳп, ял-йыш, пӗлӗш-тантӑш! Сирӗн ятӑртан ҫурта лартатӑп, ҫурта ҫутатӑп, акӑ ҫӳхӳпе хыватӑп, сӑрапа хыватӑп, акӑ тата яшка, чӑх ашӗпе асӑнап. Умӗнче пултӑр!
Ну ӗнтӗ тата ылӑм-хӗрӗм, сирӗн ятран текех ҫурта лартмастӑп. Эсӗр ӗнтӗ текех вун тӑххӑра кайрӑр (асӑннӑ чух нӑш-нӑш макӑрса калать), хӑвӑр юратса, качча кайса, авланса, ҫынсем евӗрлӗ пулса, ача-пӑчаллӑ пулӑр, ача-пӑча ашшӗ-амӑшӗ пулӑр. Ҫавӑнпа ӗнтӗ малашне ҫурта лартмастӑп. Чипер килтӗр. Чипер ӗҫсе-ҫисе кайӑр. Пурте умӗнче пултӑр, тата ача-пӑчана ертсе ҫӳрекенсем, ҫав ват кинемейсем, эсир ӗлӗк ачашӑнччӗ, халӗ ӗнтӗ ачасене лайӑх илсе ҫӳрӗр, лайӑх пӑхса ӳстерӗр, умӗнче пултӑр, ак тата астуман, тӑрса юлнӑ асӑнманнисем, ват мучисем, кинемейсем, инкесем, хӑтасем, тӑхлачсем, пӗлекенни-пӗлменни, хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлсе танашӑр, умӗнче пултӑр.
Пӗр курка шыв илнӗ те ашшӗ-амӑшӗ пӗчӗк ачисен ятне каланӑ:
Акӑ ӗнтӗ, ачамсем, сирӗн ӑш хыпнӑран сив шыв паратӑп, ҫав ертсе ҫӳрекен килемӳсене, мӑн акусене йӗрӗнтерсе ан ҫӳрӗр, эсир, ертсе ҫӳрекенсем, ачасен ӑш хыпсан ан макӑртӑр, умӗнче пултӑр!
Ачасене сив шыв парса кӗрсессӗн вара татах пӗр татӑк ҫӳхӳ, пӗр курка сӑра илсе, урам аяак патне кайса акӑ ҫапла каласа хывать:
Акӑ сире, камалсӑрсене! Сирӗн йӑхӑрсем ҫук, хурӑнташ-вӑрлӑх ҫук, пӗлӗшӗр-тантӑшӑр ҫук, сире никам та асӑнакан пулмӗ, выҫӑхса, ӗҫес килсе ҫӑтӑхса ан ҫӳрӗр. Сире ҫӳхӳпе, сӑрапа хыватӑп, хамӑра та, выльӑх-чӗрлӗхе те усал ан тӑвӑр. Камалсӑрсем, эсир те халӑхпа тутӑ ҫӳрӗр. Пӗлекенни, пӗлменни, аякрисем, инҫетрисем. Пурте ӗҫсе-ҫисе кайӑр. Умӗнче пултӑр!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен