Пилсемпе кӗлӗсем

Пичке пуҫлас умӗн калакан кӗлӗ

 

419

Эй, пӗсмӗлле! Ҫырлах, Турӑ. Ҫичӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑ сӗтекӗпеле, пиҫнӗ хурҫӑпала, кил-йышӑмпала, лартнӑ ҫуртӑм-йӗрӗмпеле, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпеле, ачам-пӑчампала — мӗнпур чунӑмпала асӑнатпӑр, Турӑ, Сана; кил-йышӑмпала анчах та мар, кӳршӗ-аршӑпала, пӗлӗш-тантӑшӑмпала, килнӗ хӑна-вӗрлепеле, Турӑ, Сана асӑнатпӑр, ҫырлахах, Турӑ. Ҫурт ҫумне ҫурт лартма пар, Турӑ. Мул ҫумне мул хушма пар, Турӑ. Чун ҫумне чун хушма пар, Турӑ. Ҫан ҫуратса ҫарамас ҫӳретмесӗнччӗ, Турӑ. Пӳ ӳстерсе хурлӑха ҫырмӑсӑнччӗ, Турӑ. Ҫичӗ теслӗ тырра-пулла уя кӑларса сапсассӑн, пӗр пӗрчӗ акса ҫӗр пӗрчӗ илме парӑсӑнччӗ, Турӑ; тӗпне питӗ парӑсӑнччӗ, тӑррине тутӑ парӑсӑнччӗ, Турӑ. Куҫа курӑннӑ вӑхӑтра куҫ курса чуна савӑнтарӑсӑнччӗ, Турӑ. Аҫӑнтан, ҫиҫӗмӗнтен сыхласа упрӑсӑнччӗ, Турӑ; ҫилӗнтен-тӑвӑлунтан сыхласа упрӑсӑнччӗ, Турӑ; хуртӑнтан-хӑмӑрунтан сыхласа упрӑсӑнччӗ, Турӑ; пӗве ҫитсе чечеке ларсан, чечекне курса савӑнтарӑсӑнччӗ, Турӑ; ӗмӗтленсе ӗҫе тухсан, чикӗнес ҫавӑнтан, тӑрӑнас ҫурлӑнтан сыхласа упрӑсӑнччӗ, Турӑ; ӗмӗтленсе ывӑҫласа кассассӑн ывӑҫ туллӑхне пар, Турӑ; тӗмлесен тӗм перекетне пар, Турӑ; ҫӗмеллесен ҫӗмел перекетне пар, Турӑ; ана ҫинче ӗҫленӗ ӗҫе пӑхса куҫ курса чуна савӑнтар, Турӑ; ӗҫлессине пӑхсан та савӑнса тӑрас ту, Турӑ, Анкартне кӳрсен анкарти перекетне пар, Турӑ; капан лартсан капан перекетне пар, Турӑ; ӗҫкӗрт лартсан ӗҫкӗрт перекетне пар, Турӑ. Анкарти енне пӑхсан, куҫ курса чун савӑнса тӑрас ту, Турӑ. Капан-ӗҫкӗрте пуҫласа авӑна хурсан авӑн перекетне пар, Турӑ; вутӑнтан-кӑварӑнтан, пӑрӑнтан-тӗрӗнтен сыхласа упра, Турӑ. Ҫичӗ тӗслӗ тырра-пулла ҫителӗклӗ тытма пар, Турӑ; виҫӗ валӗнтен пӗр валне хурӑнташ-ӑрупала, ял-йышпала, пӗлӗш-тантӑшпала, килнӗ хӑна-вӗрлепеле ҫак чӳклемерен чӳклемене выляса-кулса, ӗҫсе-ҫисе ҫитме парӑсӑнччӗ, Турӑ. Виҫӗ тӗслӗ выльӑхӑма-чӗрлӗхӗме виҫ картара хупма парӑсӑнччӗ, Турӑ; пӗр вӗҫӗ картара, тепӗр вӗҫӗ шывра пулӗҫинччӗ, Турӑ; кӗсри хыҫҫӑн хӑмне, ӗни хыҫҫӑн пӑрушне, сурӑх хыҫҫӑн пуранне ертсе анӑҫинччӗ, Турӑ; ӗҫне шывне тӑрӑлӑхне парӑсӑнччӗ, Турӑ; ҫинӗ ҫимине тутлӑхне парӑсӑнччӗ, Турӑ; пӑхӗнчен самӑртса, тӗкӗнчен тӳрлетӗсӗнччӗ, Турӑ; ҫав виҫӗ тӗслӗ выльӑхӑма-чӗрлӗхӗме уя кӑларса ярсассӑн, уй перекетне парӑсӑнччӗ, Турӑ; Тайлӑк кӗперӗнтен, путхах шывӑнтан, выҫ кашкӑрӑнтан, выҫ упӑнтан, курайман тӑшмантан, вӑррӑнтан-хурахӑнтан, тытӑнас путравӑнтан, мӗн пулас инкекӗнтен-синкекӗнтен, сехметӗнтен Эсӗ сыхласа Эсӗ упрӑсӑнччӗ, Турӑ. Кӗркунне, картана кӗнӗ вӑхӑтра, иксӗлми тивлет парӑсӑнччӗ, Турӑ. Инҫе ҫула тухса кайсассӑн, ҫичӗ ҫулпа кайса сыйлӑ ҫулпа килме пулинччӗ, Турӑ; хулана кӗрсен хунтлӑхне парӑсӑнччӗ, Турӑ; сутас тавара ӑнтарса сутан тӑвӑсӑнччӗ, Турӑ; илессине килӗштерсе илме парӑсӑнччӗ, Турӑ; кӳлнӗ хайвана йӗрӗкне парӑсӑнччӗ, Турӑ; килнӗ мула перекетне парӑсӑнччӗ, Турӑ. Ултӑ ураллӑ хуртна та парӑсӑнччӗ, Турӑ; парсассӑн, ӗрчетӗсӗнччӗ, Турӑ; кӑчӑкӑ вӑхӑтӗнче кӑчӑкӑна парӑсӑнччӗ, Турӑ; ҫурӑ вӑхӑтӗнче ҫурӑна парӑсӑнччӗ, Турӑ; тытма йӑваш, пӑхма пылӗ пулинччӗ, Турӑ; сакӑ ҫи тулли ача-пӑча пулинччӗ, Турӑ; урай тулли путек-пуран парӑсӑнччӗ, Турӑ; сакай тулли пӑруна парӑсӑнччӗ, Турӑ; алӑк патне кӗрӳ парӑсӑнччӗ, Турӑ; тӗпеле кин парӑсӑнччӗ, Турӑ; кинсенчен тӑван ывӑл-хӗрсем кӑтартӑсӑнччӗ, Турӑ; ҫавсене курса савӑнса тӑрас-ҫӳрес тивлет парӑсӑнччӗ, Турӑ. Кирек-мӗн япала пулсассӑн та, ҫынсенчине курса ӑмсанса-хыпӑнса ҫӳрес тумӑсӑнччӗ, пире те пулин парӑсӑнччӗ, Турӑ. Ҫырлах.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр