Пилсемпе кӗлӗсем

Чӳклемери кӗлӗсем

 

423

Ҫырлах, ҫӳлти Мӑн Турӑ, Мӑн Турӑ Амӑшӗ, Пӳлӗхҫи, Пӳлӗхҫи Амӑшӗ сана ҫам ҫатса ҫам илетпӗр. Хуҫа калать: авалхи йӑлапа, ҫӗнӗ тырӑ сӗчӗпе, ҫӗнӗ тырӑ ҫӑкӑрипе, тырӑ-пулӑ пылӗпе, чипер тырра-пулла алла илнӗ йӗркепе сана, Турӑ, ачи-пӑчипе, ывӑлӗ-хӗрӗпе, пӗтӗм килӗшпе пуҫҫапас тет, ҫырлах! Ҫак сӑрана пылакне, тутине, перекетне, ырлӑхне пар. Ҫичлӗ тырра-пулла ҫичӗ кӗлет тултарма пар; перекетне-ырлӑхне пар; ана ҫине аксан ана перекетне пар; вырса ҫӗмел тусан ҫӗмел перекетне пар, авӑн картине кӳртсен, авӑн карти перекетне пар. Ҫапса кӗлете хурсан кӗлет перекетне пар: панӑ ҫӗртен ан палӑртӑр, илнӗ ҫӗртен ан иксӗлтӗр. Акнӑ чухне ҫичӗ сӳрепе сӳрелеме пар, хыҫҫӑн пилӗк тиха выляса пытӑр; пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ пултӑр, кучӗ хӑмӑш пек, пуҫӗ (тӑрри) пӑрҫа пек пултӑр, чипер алла ҫавӑрса кӳртме пар. Кашни ҫул ҫавнашкал хурӑнташ-вӑрлӑхпа, пӗлӗш-тӑнӑшпа ӗҫсе ҫиме пар, ҫырлах! Тата, Мӑн Турӑ, виҫлӗ выльӑх-чӗрлӗхе виҫӗ карта тултарма пар; уя тухсан уй пултарма пар. Ӗрчетсе йышлантар: пӗр вӗҫӗ картара пултӑр, тепӗр вӗҫӗ вакра пултӑр, тӗкӗнчен-ҫӳҫӗнчен, шӑкӗнчен-пӑхӗнчен савӑнтар, ҫырлах пире!

424

Эй, ырӑ Турӑ, ҫырлаха пар, ырӑ чӳклемем, Сана ҫунатлӑ хурӑмпа асӑнатӑп-витӗнетӗп, ҫырлаха пар, ырӑ чӳклемем! Ҫак кӗтсе тӑран ӗҫке хурӑнташ-ӑрупа, пӗлӗш-тантӑшпа, тус-йышпа, ял-йышпа, кин-хӗрпе, ачам-пӑчампа, тарҫӑм-тӗрҫӗмпе, ватӑм-вӗтӗмпе савӑнса чипер кӗтсе илсе, чипер ывӑллӑ-хӗрлӗ, туйлӑ-ҫуйлӑ ирттерсе яма парӑсӑнччӗ, ырӑ Турӑ, ырӑ чӳклемем! Ҫак ҫунатлӑ хура савса панине савса ил, пӗлни пур-тӑр, пӗлменни пур-тӑр, эпир кӗнекеллӗ халӑх мар, виҫ сӑмахпа та пулин айван ывӑла-хӗре хапӑл ту, ырӑ Турӑ, ырӑ чӳклеме.

Чӳклеме хурне пуснӑ чух каланӑ.

Эй, ырӑ чӳклемем, ҫырлаха пар, ҫунатлӑ хурӑмпа, пиҫнӗ хурҫӑмпа Сана асӑнатӑп, витӗнетӗп, ҫырлаха пар, ырӑ Туррӑм, ырӑ чӳклемем! Ялӑм-йышӑмпа, хурӑнташ-ӑрупа, ачам-пӑчампа, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе, ҫичӗ тӗслӗ тыррӑм-пуллӑмпа Сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, хӑнам-вӗрлемпе Сана асӑнатпӑр-витӗнетпӗр, ырӑ Туррӑм, ырӑ чӳклемем, ҫырлаха пар! Ырӑ Туррӑм, ырӑ чӳклемем, ҫырлаха пар! Алӑк панчен пӑхсан тӗпеле — вӑтанмалла тумӑсӑнччӗ, тӗпелтен пӑхсан алӑк патне — вӑтанмалла тумӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм, Сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Эй, ырӑ чӳклемем, Сана ҫунатлӑ хурӑмпа, пиҫнӗ хурҫӑмпа, ырӑ Туррӑм, Сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, тӗпеле кин парӑсӑнччӗ; алӑк патне кӗрӳ парӑсӑнччӗ. Сак ҫи тулли ача парӑсӑнччӗ; урай тулли путек парӑсӑнччӗ. Сак ҫине пӑхсассӑн сакӑран вӑтанмалла тумӑсӑнччӗ; урайне пӑхсассӑн урайӗнчен вӑтанмалла тумӑсӑнччӗ. Ырӑ Туррӑм, чӳк, ҫырлаха пар, аминь, Виҫӗ тӗслӗ выльӑхӑма-чӗрлӗхӗме: сурӑх хыҫҫӑн путек ертме парӑсӑнччӗ, ӗне хыҫҫӑн пӑру ертме парӑсӑнччӗ, кӗсре хыҫҫӑн тиха ертме парӑсӑнччӗ. Пӗр вӗҫӗ шывра пултӑрччӗ; тепӗр вӗҫӗ картара пултӑрччӗ; ӗҫес шыва тасине парӑсӑнччӗ; ҫиес ҫимин тутлӑхне парӑсӑнччӗ. Тӗкӗнчен-ҫӑмӗнчен те пулин тулӑхне парӑсӑнччӗ; сыснӑ пӑхӗнчен те пулин самӑртӑсӑнччӗ; ырӑ Туррӑм, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Виҫӗ тӗслӗ выльӑхӑма-чӗрлӗхӗме уя кӑларса ярсассӑн путкас шывӑнтан-шурӑнтан, тайлӑк кӗперӗнтен, курайман тӑшмантан Эсӗ сыхласа, Эсӗ упрӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Вӑррӑнтан-хурахӑнтан, выҫ кашкӑрӑнтан, выҫ упӑнтан, касакантан, чикекентен Эсӗ сыхласа, Эсӗ упрӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Ҫичӗ тӗслӗ тыррӑма-пуллӑма уя кӑларса сапсассӑн вӗҫен кайӑкӑнтан-кӗшӗкӗнтен, тискер ҫилӗнтен-тӑвӑлӑнтан, сивӗ ҫӑмӑрӑнтан-пӑрӑнтан Эсӗ сыхласа, Эсӗ упрӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Ӑшӑ ҫӑмӑрӑна парӑсӑнччӗ, сипетлӗ сывлӑмна та пулин ӳкерӗсӗнччӗ; акнӑ тыррӑн пӳне хӑмӑш пек, пуҫне чакан пек, ҫӑмарта хӗрли пек тутлӑхне парӑсӑнччӗ; кӗлте ҫыхсан кӗлте перекетне парӑсӑнччӗ; сурат тусан сурат перекетне парӑсӑнччӗ, киле кӳртсен кил перекетне парӑсӑнччӗ; капан тусан капан перекетне парӑсӑнччӗ, ырӑ Турӑ, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Капан пӑсса авӑн хурсан авӑн перекетне парӑсӑнччӗ, вут урлӑ каҫарма парӑсӑнччӗ. Чипер вут урлӑ каҫарсан виҫ валлине виҫӗ пӳлмене хума парӑсӑнччӗ. Пӗр валлипе сутӑ-илӳ тума парӑсӑнччӗ, илес япалӑна йӳнӗ илме парӑсӑнччӗ; сутас япалӑна хаклӑ сутма парӑсӑнччӗ; ырӑ Туррӑм, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Пӗр валлине пӳлмере тытма парӑсӑнччӗ; иксӗлмес тивлетне парӑсӑнччӗ; кивӗ ҫине ҫӗнӗ хума парӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Пӗр валлине ял-йышпа, хурӑнташ-ӑрупа, пӗлӗш-тантӑшпа пӗрле ӗҫсе ҫиме парӑсӑнччӗ; сивве шӑнса килене ӑшӑтса яма парӑсӑнччӗ; выҫӑхса килене тӑрантарса яма парӑсӑнччӗ. Сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, ырӑ Турӑ, чӳк, ҫырлаха пар, аминь.

425

Ҫырлах, ҫӗнӗ хурҫӑпа асӑнатӑп, витӗнетӗп, пӗр пӗрчӗ сапса пин пӗрчӗ пар, тӗпне хӑмӑш пек пар, тӑррине чакан пек, пӗрчӗшне пӑрҫа пек пар, ҫырлах. Ҫил-тӑвӑлтан та пулин Эсӗ упраса, Эсӗ сир, усал-тӗсел ҫумӑртан та Эсӗ упраса, Эсӗ сир, каҫхи сулхӑнтан та Эсӗ упраса, Эсӗ сир. Ҫӗрти шӑрчӑкран та пулин Эсӗ упраса, Эсӗ сыхла; ҫӗрти хурт-кӑпшанкӑран та пулин Эсӗ упраса, Эсӗ сыхла, ҫырлах. Ана ҫине пырсан ана ҫинче савӑнмашкӑн пар, тӗм ҫумне тӗм пар, ҫӗмел ҫумне ҫӗмел пар; анкартине кӳртсен анкарти перекетне пар, ҫырлах. Йӗтем ҫине кӗрсен йӗтем перекетне пар, ҫырлах. Пӳлмене кӗрсен пӳлме перекетне пар, виҫӗ пайне пӳлмене хума пар, пӗр пайне ӗҫсе ҫиме пар, ҫырлах. Панӑ ҫӗрӗ ан палӑртӑр, илнӗ ҫӗрӗ ан иксӗлтӗр, сутас тавара хака пама пар, илес тавара йӳне илме пар, ҫырлах. Выҫса килекене тӑрантарма пар, ҫырлах. Ут хыҫҫӑн тиха ерт, ӗне хыҫҫӑн пӑру ерт, пӗр вӗҫӗ картара, пӗр вӗҫӗ шывра пулма пар, ҫырлах. Урай тулли путек пар, сакӑ тулли ывӑл-хӗр пар, ҫырлах. Мӗнтен хӑранӑ, унтан упра, мӗнтен ӗмӗтленнӗ, унтан патӑр, ҫырлах. Алӑк патне кӗрӳ пар, тӗпеле кин пар. Ҫырлах. Кантӑр акса кантӑр пар, йӗтӗн акса йӗтӗн пар. Ҫырлах.

Ҫитни пулчи, ҫитменни пулчи, пӗлни пулчи, пӗлменни пулчи, ҫаврӑннӑ чӗлхе пулчи, ҫаврӑнман чӗлхем пулчи, ҫакӑ алӑ валлипе кӗлтӑватпӑр, асӑнатпӑр, витӗнетпӗр. Чӳк, ҫырлах.

Алӑ валлипе кӗлтунӑ чухне каланӑ.

426

Ҫӗнӗ тырӑпа, ҫунатлӑ кайӑкӑмпа, ӑсла туса, хӑмла ярса сана асӑнатӑп, витӗнетӗп, чӳк, ҫырлах. Килнӗ хӑна-вӗрлепе, кӳршӗ-аршӑпа, ял-йышпа сана асӑнатӑп, витӗнетӗп, чӳк, ҫырлах. Шерпечӗ — сана, йӳҫҫи — пире, чӳк, ҫырлах.

Вара пӳрте илсе кӗрет. Пӳртре пурте: «Ырӑ чӳк кӗлле хӑпӑл илтӗр, чӳк, ҫырлах», — тесе пуҫҫапаҫҫӗ.

427

Ҫырлах, Турӑ, пуҫҫапатпӑр ҫӗнӗ тырӑ шерпечӗпе, ҫӗнӗ тырӑ сӗчӗпе; ҫичӗ тӗслӗ тырӑ ҫичӗ ана ҫине акма пар, Турӑ; пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ тума пар, Турӑ, тӗпӗ хӑмӑш пек, пуҫӗ ҫӑмарта пек пар. Эй, Турӑ, ҫырлах (виҫӗ хут). Вырсан, суратне хурсан перекетне пар, Турӑ; анкартине кӗртсен анкарти перекетне пар, Турӑ; аштарсан виҫӗ пайне илме пар, Турӑ; икӗ пайне пӳлмене хума пар, Турӑ; пӗр пайне ӗҫсе ҫиме пар, Турӑ; выҫса килекене тӑрантарма пар, Турӑ; ыйтса ҫӳрекене парса яма пар, Турӑ. Эй, Турӑ, ҫырлах (виҫӗ хут). Ырлӑх пар, Турӑ; ҫӗрти ырлӑха кӑларса пар, Турӑ; ҫуратманнине ҫуратса пар, Турӑ; ҫуратнине илме пар, Турӑ; чун ҫумне чун хушма пар, Турӑ; мул ҫумне мул хушма пар, Турӑ; ҫурт ҫумне ҫурт хушма пар, Турӑ. Эй, Турӑ, ҫырлах (виҫӗ хут). Упаран сыхла, кашкӑртан сыхла, курайман тӑшмантан сыхла, шӑрчӑкран сыхла; курайман тӑшман куҫӗ куртӑр, алли ан ҫиттӗр. Ҫырлах, Турӑ. Виҫӗ тӗслӗ выльӑхӑмсене виҫӗ карта тулли тытма пар, Турӑ; пӗр вӗҫӗ картара пултӑр, пӗр вӗҫӗ шывра пултӑр, ӗҫнӗ шывӗ таса пултӑр, ҫинӗ апачӗ ҫеҫке пултӑр, выртнӑ вырӑнӗ тӗмӗ пултӑр; кӗсре хыҫӗнчен тиха пар, Турӑ; ӗне хыҫҫӑн пӑру пар, Турӑ; сурӑх хыҫҫӑн путек пар, Турӑ; сак тулли ача-пӑча пар, Турӑ; урай тулли путек пар, Турӑ; тӗпеле кин пар, Турӑ; алӑк патне кӗрӳ пар, Турӑ; тӗпелтен пӑхсан алӑк патне вӑтанма ан пар, Турӑ; алӑк патӗнчен тӗпеле пӑхсан вӑтанма ан пар, Турӑ. Эй, Турӑ, ҫырлах (виҫӗ хут).

428

Турӑ, ҫырлах! Ҫак ҫӗнӗ ҫӑкӑр-тӑварпа, ҫӗнӗ шерпетпе Сана асӑнатпӑр, пуҫҫапатпӑр, тархаслатпӑр. Хам кил-йышпа, ачам-пӑчампа, хурӑнташӑм-ӑрӑвӑмпа, кӳршӗм-кӳппӗмпе, ялӑм-йышӑмпа, пӗлӗшӗмпе-тантӑшӑмпа Сана, Турӑ, пуҫҫапатӑп, тархаслатӑп. Ӗҫмелӗх-ҫимелӗх перекетне пар. Ну, Турӑ, тата тархаслатӑп, виҫӗ тӗслӗ выльӑхшӑн ҫиес апатне тутӑ ту, ӗҫес шывне тӑрӑ ту, пӗр вӗҫӗ шывра пултӑр, тепӗр вӗҫӗ картара пултӑр. Ну тата, Турӑ, шухӑшлӑпӑр — акана каяс тейӗпӗр — ырӑ кунне пар, ырӑ ҫулне пар, ырӑ сехет тӗлне ту; ултӑ лашине кӳлсе тухсан ырра хирӗҫ ту, усала тӳртӗн ту, Турӑ! Унтан ана ҫине ҫитӗпӗр, шӑрт-тӗренне ҫавӑрса лартӑпӑр, ака пуҫне шӑрт-терен ҫивӗчне те пулин пар, Турӑ. Турӑ, тата Сана асӑнатӑп: ултӑ лаши акара пултӑр, виҫӗ кӗсри сӳрере пултӑр, виҫӗ тихи хыҫҫӑн выляса пыччӑр, Турӑ, ҫавӑншӑн асӑнатӑп Сана. Ну тата, Турӑ, асӑнатпӑр Сана, пуҫҫапатпӑр, хуратсан шуратмалӑхне пар, вӑрлӑх тиесе тухсан, ырра — хирӗҫ, усала — тӳртӗн ту; ана ҫине ҫитсен, кунтӑк ҫине тултарсан кунтӑк перекетне пар, ывӑҫласа сапсан ывӑҫ перекетне пар; акса пӗтерӗп, акса пӗтерсен ман тикӗс пулмӗ, Турӑ, Эсӗ тикӗсле пулин пар. Унтан Санӑн ырлӑхупа, Турӑ, калчине пӑхма кайӑп. Калчине курсан калчинчен савӑнмалӑхне пар; пӳне курсан пӗвӗнчен савӑнмалӑхне пар. Унтан тата, Турӑ, уялла тухма шухӑшлӑпӑр, ҫава-ҫурла хурса тухӑпӑр: туртса касас ҫавинчен, туртса касас ҫурлинчен, ҫырлах, Турӑ! Ывӑҫ тусан ывӑҫ перекетне пар, кӗлте перекетне пар; тӗм тӑвӑпӑр, тӗм перекетне пар. Кӗлтесене пуҫтарӑпӑр, пуҫтарсан ҫӗмел тӑвӑпӑр — ҫӗмел перекетне пулин пар, Турӑ! Унтан Турӑ, Сана асӑнатӑп, пырса перӗнес выльӑхӑнтан-чӗрлӗхӗнтен сыхла, ҫырлах, ҫилӗнтен-тӑвӑлӑнтан ҫырлах, Турӑ! Вырса пӗтерсен урапа кӳлсе тухӑпӑр — ҫитсе ҫавӑрса лартӑпӑр ҫӗмел кутне урапа; тийӗпӗр, тиесен хуҫӑлас пуслӑхӑнтан, татӑлас вӗренӗнтен сыхла, ҫырлах, Турӑ! Ҫул ҫине тухсан тайлӑк кӗперӗнтен ҫырлах, Турӑ! Мӑн кӗлете, анкартине ҫитсе кӗрӗпӗр, капан тӑвӑпӑр, капана курса хӗпӗртесе савӑнмалӑхне пар, ҫынсем курсан ҫынсене савӑнмалӑхне пар, Турӑ! Ну, Турӑ, тата асӑнатӑп, пуҫҫапатӑп, капан тӑрне чупса хӑпарса кайӑп, капан пӑсса авӑн хурӑпӑр, авӑн ӑшне вут чӗртӗпӗр; вут чӗртсен, вӗҫсе пырас хӗмӗнчен, шӑшинчен-шӑрчӑкӗнчен ҫырлах, Турӑ! Чипер вут урлӑ каҫарма пар, Турӑ! Типӗтсен, авӑн тӑрне чупса хӑпарса кайӑп; сарӑм сарӑпӑр — сарӑм перекетне пар, Турӑ! Кӑшӑллӑпӑр — кӑшӑл перекетне пар, Турӑ. Сӑвӑпӑр — лайӑх ҫилне пулин пар; кӗмӗл пек тасатма пулин пар, Турӑ! Кӗлете кӳртӗпӗр, кӗлет перекетне пар, Турӑ! Ҫырлах, ҫичӗ тӗслӗ тырра ҫичӗ кӗлете хывма пар: ултӑ валли хыҫалта тӑтӑр, пӗр валлипе ӗҫме-ҫиме перекетне пар; илнӗ ҫӗртен ан иксӗлтӗр, панӑ ҫӗртен ан палӑртӑр; армана кайӑпӑр — чипер авӑртса килме пар; Турӑ тата патша саккунӗпе пама хырӑҫ пар, ҫавна халӑх вӑта ҫӗрӗнче татмалӑх пар; выҫса килекене тӑрантарма пар, шӑнса килекене ӑшӑтма пулин пар, Турӑ! Ну, Турӑ, тата асӑнатӑп: ултӑ ураллӑ, тӑват ҫунатлишӗн Сана асӑнатӑп — ҫӑвӑр кӑларсан катана ан яр, Турӑ. Шутлӑхсам та пур, ҫурт-йӗрсем те пур сырмалӑх, ҫеҫкене кайсан ҫеҫкере савӑнтар. Ҫак ҫӗнӗ ҫӑкӑр-тӑвар ҫине ҫӑкӑр-тӑварпа хӑймаласа лӗпӗр-лӗпӗр туса ӗҫме-ҫиме пар, Турӑ! Тӗпеле кин-хӗр пар, алӑк патне кӗрӳ пар, Турӑ, ҫав ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ҫитер. Ну, Турӑ, Сана тата пуҫҫапатӑп: кайран каласси малтан пулчӗ пуль, малтан каласси кайран пулчӗ пуль, каҫар, Турӑ, ҫылӑхли те пуль, ҫылӑхсӑрри те пуль Санӑн, Турӑ; Ҫылӑхлисене каҫар, каҫар пире, Турӑ! Ҫапла пӗлмен чӗлхем-ҫӑварӑмпа, ӑсӑм-халӑмпа асӑнатӑп Сана, Турӑ! Ачам-пӑчампа, кӳршӗм-кӳппӗмпе, хурӑнташ-ӑрӑвӑмпа, пӗлӗшӗм-тантӑшӑмпа асӑнатӑп, витӗнетӗп ҫапла, Турӑ, Ҫырлах пире, каҫар ҫылӑхлӑскерсене.

429

Тавах Турра-Пӳлӗхе, лайӑх тырра-пулла алла илтӗмӗр, ҫырлах, аминь. Шӑнса килекене ӑшӑтса ямалла пултӑр, выҫса килекене тӑрантарса ямалла пултӑр. Урай тулли путек пултӑр, сак тулли ача пултӑр, тӗпеле кин пар, алӑк патне кӗрӳ пар. Тырра-пулла виҫӗ пайӗнчен пӗр пайне ӗҫме-ҫимелле пултӑр, икӗ пайне кая хумалла пултӑр, ҫырлах, аминь.

430

Эй, Турӑ, ҫӗнӗ тыррӑмпа, ҫунатлӑ кайӑкӑмпала Сана тав туса пуҫҫапатӑп! Ҫичӗ тӗслӗ тыррӑм-пуллӑма перекетне пар, уй аксан уй перекетне пар: тӗпне хӑмӑш пек, тӑррине чакан пек, ҫӑмарта пек питлӗхне, тӑвар пек тутлӑхне. Анкартине кӳртсен анкарти перекетне пар. Ҫапнӑ хӑмӑлӑн, авӑртнӑ ҫӑнӑхӑн, илнӗ таварӑн перекетне-ырлӑхне пар. Виҫ пайӗнчен пӗр пайне ӗҫсе-ҫиме пар, ик пайне пуҫтарса хума пар. Илнӗ ҫӗрӗ ан иксӗлтӗр, панӑ ҫӗрӗ ан палӑртӑр. Выльӑхӑма-чӗрлӗхӗме сывлӑхне пар. Кӗсре хыҫҫӑн тиха ертме, ӗне хыҫҫӑн пӑру ертме, сурӑх хыҫҫӑн путек ертмешкӗн пар. Пӗр вӗҫӗ картара, тепӗр вӗҫӗ шывра пултӑр. Урай тулли путек, сак тулли ача-пӑча пар. Хӑймалатса мул пултӑр. Алӑк патне кӗрӳ, тӗпеле кин пар. Ҫурт ҫумне ҫурт хушӑнмалла, мул ҫумне мул хушмалла пултӑр. Ҫырлах, аминь. Кӗтесри Турӑ та пулин ан пӑрахтӑр.

431

Эй, пӗсмӗлле, Турӑ, ҫырлах. Ҫӗн тырӑ-пулӑ шерпечӗпелен, авалхи йӑлапалан, ҫул ҫавӑрӑнӑҫпелен, ҫунатлӑ хурпалан, хурӑнташ-ӑрупалан асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр, ҫырлаха пулин пар, Турӑ. Кил-йышри ҫемьепелен каҫ выртсан канӑҫне пар, ир тӑрсан шӑм-шак ҫӑмӑллӑхне пар, ҫырлаха пулин пар, Турӑ. Ҫичӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑпалан сана асӑнатпӑр, ҫырлаха пулин пар, Турӑ. Ҫур акнипе савӑнтара пулин пар, кӗр акнипе савӑнтара пулин пар. Каҫхи ӑшшунтан, ирхи тӑмунтан, усал ҫилӳнтен-тӑвӑлунтан, сивӗ усал пӑрунтан, усал йывӑр хаярлӑ куҫунтан, вӑррунтан-хурахунтан сыхла, упра пулин пар, Турӑ. Ҫичӗ тӗслӗ тыррӑма-пуллӑма пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илме пар. Пӳне хӑмӑш пек пар, тӑррине ҫӑкӑр чӗлли пек пар. Тӳпе тутлӑхне туса пар. Кӗлте тусан, кӗлте перекетне пар; сурат тусан, сурат перекетне пар; сурат пӑсса урапа ҫине тиесен урапа перекетне пар; урапа ҫинчен капан тусан капан перекетне пар; капан пӑсса авӑн хурсан авӑн перекетне пар, Турӑ. Вутӑнтан-кӑварӑнтан сыхла, Турӑ. Ҫичӗ тӗслӗ тыррӑма ҫичӗ кӗлетре тытма пулин пар, Турӑ. Панӑ ҫӗртен ан палӑрт, илнӗ ҫӗртен ан иксӗт, перекетне пулин пар, Турӑ. Виҫҫӗшне хыҫала хуша пар, иккӗшне ҫемьепелен, ялти ватӑсемпе, хурӑнташ-ӑрупалан ӗҫме-ҫиме пулин пар. Иксӗлми тивлет пар, ҫырлаха пулин пар, Турӑ. Сутас суттӑма витерсе сутма пар, Турӑ; ҫырлаха пулин пар, Турӑ; виҫӗ тӗрлӗ выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр. Ҫуратнине питӗ аллупа пар, ҫуралманнине ҫуратса пулин пар, Турӑ. Ҫырлах, Турӑ. Пӗр вӗҫӗ картара, тепӗр вӗҫӗ шывра пулин пар, Турӑ, ҫырлах. Тӗк пӗрчинчен тӳлесе, пӑхӗнчен самӑртса пулин пар, Турӑ. Кӗсре хыҫӗнчен тиха, ӗне хыҫӗнчен пӑрушне ертмелле ту, сурӑх хыҫҫӑн путек ертес ту. Чӳклӗх пулин те, кӗлӗлӗх пулин те, хурӑнташ-ӑрупалан ӗҫме-ҫимелӗх пулин те пар, Турӑ. Ҫухалатса кӗрӗк тӑхӑнма пар, хӑймалатса (хӑйман — енчӗк) мул тытма пулин пар. Алӑк патне кӗрӳ пар, тӗпеле кин-хӗр пар. Мала пӑхсан вӑтанмалла ан ту, каялла пӑхсан хӑраса вӑтанас ан ту. Шӑнса килекене ӑшӑтса яма пулин пар, выҫӑхса килекене тӑрантарса яма пулин пар, Турӑ. Инеле (кӗлтӑва, йӑлӑна) пӗлмест тесе ан айӑпла, айван ача-пӑча кӗллине хапӑл ту. Малтан каласан кая пулать пуль, кайран каласан мала пулать пуль. Мӗн тупса каланине курса хапӑл ту, ҫырлах, ырӑ Мӑн Турӑ.

432

Ҫырлах, Турӑ! Ҫак ҫын кил-йышӗпе ачи-пӑчине, выльӑх-чӗрлӗхне сывӑ усра. Ҫӗнӗ тырӑ шерпечӗпе асӑнатпӑр: шерпече — сана, йӳҫҫӗшӗ — пире.

Вун ик кӑшӑллӑ пичкине вун ик талӑк ӗҫме пара пар. Пӗҫернӗ ҫӑкрине перекетне-ушлӑхне пар, пиҫнӗ яшкине тутине кӳрсе пар.

Кӗр акса хӑварнӑ тыррине ҫур калчинче савӑнтар, ҫур акнӑ тыррине ҫу савӑнтарса пар, пучаха ларнӑ чух вӗри-шарӗнчен, ҫилӗ-тӑвӑлӗнчен, пӑрлӑ ҫумӑрӗнчен Эсӗ упра, Турӑ.

Иртсе каякан ӑшӑ ҫумӑрне тӑхтаса пар. Йывӑр-хаяртан, кайӑк-кӗшӗкрен, усал хурт-кӑпшанкӑран, усал куҫӗнчен Эсӗ упра, Турӑ.

Тӑррине пар чакан пек, кутне пар хӑмӑш пек. Ӗҫлеме вӑхӑт ҫитсен, кил-йышпа, ачам-пӑчампа вырма каҫалӑк умне тӑрсан, малалла пӑхсан тырринчен савӑнтар: калла пӑхсан тӗмӗнчен савӑнтар. Тӗмне пуҫтарса ҫӗмел тусан кутран ҫӗмел пар. Кӗлтине анкартне кӗртсен ҫичӗ ӗрет капана лартма пар; капан тӑррине улӑхса капан салатнӑ чух капан перекетне пар; авӑн ҫумне чӗркесен чипер типӗтсе илме пар; вут-кӑвартан, ҫил-тӑвӑлтан эсӗ упра, Турӑ.

Сарӑм сарсан ылтӑн пек шӗкӗлчесе илме пар, вӑйлӑ ҫумӑрӗнчен эсӗ упра, Турӑ. Тыррине йӗтем ҫине пуҫтарсан тӳлек ҫилпе сӑвӑрса илме пар, сӑвӑрса лартнӑ кӑшӑлне савӑнтарса пара пар, ҫичӗ тӗслӗ тыррӑма ҫичӗ ампар тултарма пар, кивӗ ҫине ҫӗнӗ хывма пар. Арман авӑртма кайсан чипер авӑртса тавӑрма пар; авӑртса тавӑрнӑ ҫӑнӑхне перекетне пар.

Виҫӗ тӗслӗ выльӑхӑма виҫӗ карта хупма пар, пӑхӗнчен самӑртса пар, тӗк пӗрчинчен хунатса пар.

Мӑклӑ чул хушшинчине, ултӑ ураллӑ кайӑкне кӑларса пар. Валем пек ҫӳлтен вӗҫсе пыраканне те вӑрӑм чӑрӑш тӑррине сӑрма пар, ама ҫумне ама ертсе пар, ҫӑвар ҫумне ҫӑвар хушса пар, пӗр вӗҫӗ мартара кӗрлетӗр, пӗр вӗҫӗ чечекре сӗрлетӗр. Ырӑ хӑнасене чыс тума пар, ҫӳпҫелетсе ҫӑвне тытма пар.

Хӑймалатса мулне тытма пар, тырӑ та патша-юсах хыснине чипер тӳлесе тӑма пар. Сутас сутта хаклатса сутма пар, илес япалине йӳнетсе илме пар. Ҫитменнине ҫитерсе пар, тухманнине кӑларса пар.

Сут-йӗр умне тӑрсан, чӗлхе-ҫӑвар ҫыхланасран эсӗ упра, Турӑ.

Аяк ҫула кайсан усал-тӗселтен, вӑрӑ-хурахран эсӗ упра, Турӑ. Тайлӑк кӗперӗнчен, аслӑ шыв ҫине ларсан — шӑтӑк кимминчен, хушка хумӗнчен эсӗ упра, Турӑ. Хура халӑх вӑти ҫӗрне тӑма пар; ҫурт ҫумне ҫурт хушма пар, иртсе каякан хӗр туйне кӗртсе кӑларма пар, выҫӑ килекене тӑрантарса яма пар, шӑнса килекене ӑшӑтса яма пар.

Алӑк патне кӗрӳ ҫӑкӑнтар, тӗпеле кин ҫӑкӑнтар. Айван кӗлле хапӑл илсе, хуш хурса ил, чӳк ҫырлах, Турӑ.

433

Алӑк панчи алпассем, тӗпелти хурӑнсуркассисем, итлӗр! Тур, ҫырлах, тур, ан пӑрах! Хуҫа калать: чунтан пӗр курка пуҫласа яратӑп тет, Тур Амӑш курки. Ана йӑранлӑ пултӑр, ар ҫӗклейми хӑмла пултӑр, чӑх ҫӗклейми автан пултӑр. Кам та кам ӗҫеймен — хӑрах тупанпа тӑхӑр ҫуна вутӑ кӳмелле тет; тата кам та кам ӗҫеймен — пӗр ҫулхи вун икӗ хӑлаҫ хулӑ тупмалла тет.

434

Тур, ҫырлах, Тур, ан прах! Хуҫа ятлӑ курка пуҫласа ячӗ... Турӑ, ку вӑхӑта чипер ҫитертӗн, тата ҫӑва чипер тухма пар; тата ҫӑва тухсассӑн тыр акас тейӗпӗр: шӑрт-теренсене вӑй-хӑват пар, ултӑ лаша акара ҫӳремелле пултӑр, виҫӗ кӗсри сӳрере, виҫӗ тихи хыҫҫӑн выляса пымалла пултӑр. Акнӑ тырри хулӑн пултӑр, хӑмӑл хӑмӑш пек пултӑр, тӑрри пӑрҫа пек пултӑр: пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илме пар, Тур, ҫырлах! Йӑван асӑнать-витӗнет сана, Турӑ! Вырас тейӗпӗр: вырнӑ чухне ывӑҫ кассан ывӑҫ перекечӗ пултӑр; кӗлте тӑвӑпӑр, кӗлте тусан кӗлте перекечӗ пултӑр; тӗм тусан тӗм перекечӗ пултӑр; уйра ҫӗмел тӑвӑпӑр, ҫӗмел перекечӗ пултӑр; турттарнӑ чух урапа ҫине хурӑпӑр, урапа перекечӗ пултӑр; анкартине илсе пырса капан тусан капан перекечӗ пултӑр. Тата сиксе тӑрса авӑн хурас тейӗпӗр: вутӗнчен-кӑварӗнчен ҫырлах, Турӑ, сиксе ӳкнӗ хӗлхемӗнчен. Авӑнне ҫапсан пурана хурӑпӑр, пура перекечӗ пултӑр: тӑватӑ валли хыҫалта вырттӑр, виҫӗ валлине ӗҫсе ҫимелле пултӑр. Ҫичӗ тӗслӗ тырра ҫичӗ кӗлет тытма пар. Ҫичӗ тӗслӗ выльӑха ҫичӗ карта тытма пар: шӑварма кайнӑ чух пӗр вӗҫӗ картара, пӗр веҫӗ шыв хӗрринче пултӑр; тӗкӗнчен-ҫӑмӗнчен тӳлесе пытӑр, пӑхӗнчен-шӑкӗнчен савӑнтартӑр. Ҫырлах, Турӑ! Йӑван асӑнать-витӗнет сана. Тата аҫаран-ҫиҫӗмрен, вутӑнтан-кӑварӑнтан ҫырлах, Турӑ! Тата сутас тавара хакла сутма пар; илес тавара йӳн илме пар. Сана асӑнатпӑр-витӗнетпӗр, Турӑ! Ҫак сӑрана ялӑм-йышӑмпа, кӳршӗм-кӳппӗмпе чипер ӗҫсе-ҫиме пар, Турӑ, ҫуратма пӗлтӗн те усрама пӗл. Айван кӗллине хапӑл илсе пар. Аминь, ҫырлах!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр