Авӑн чӗртни
Йӗпе-сапа ҫул тыр-пула авӑнра типӗтмесӗр ҫапса илме май килмен. Авӑн ӗҫне пӑхса тӑрасси пысӑк тимлӗх ыйтать, мӗншӗн тесен вут-кӑвар тухса пӗтӗм сурат-капана, йӗтеме-кӗлете пӗтерсе хума пултарать. Ҫакна асра тытса, авӑн тытса, авӑн вучахне чӗртнӗ чухне пурте пӗрле пухӑнса авӑн кӗллисем итленӗ. Тӗрӗссипе, ҫакӑ вӑл пушартан упранмалли йӗркесене пурне те тепре хытӑ аса илтерни пулнӑ. Авӑн пӗтсен тав туса кӗлӗ каланӑ.
Ҫумпайсем
Авӑн кӗлти ҫакнӑ чух каланӑ кӗлӗ (411)
410
Турӑ, ҫырлах! Ырӑ Вут ама! Ырӑ вырӑнта ларса тӑрӑсӑринччӗ. Мӑн капана пӑсса авӑна хутӑмӑр, авӑн перекетне парӑсӑринччӗ. Авӑн ӑшне вут хутӑмӑр: вутран-кӑвартан, сиксе ӳкес хӗмӗнчен витсе сыхласа тӑрӑсинччӗ. Ырӑ Вут ама! Пирӗн ӗҫӗмӗре эсӗ упраса, сыхласа тӑрсамччӗ!
Типме хунӑ ҫӗртен илнӗ пӗрремӗш кӗлтене ашӑм юпи тӑрне лартнӑ — ку вӑл авӑн кӗтӳҫӗ валли панӑ парне шутланнӑ. Ҫак сӑмахсене каланӑ:
— Умран та сыхла, хыҫран та сыхла! Вутӗнчен-кӑварӗнчен эпир сыхлаймастпӑр, эс сыхла! Усала-тӗселе сирсе яр!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен