Тӗп килти кӗлӗсем
420
Ҫӳлте Турӑ, ҫӗрте патша, ҫырлах, каҫар; пур ывӑл-хӗрӗмпеле, пур мулӑмпала, хурӑнташ-ӑрупала, ҫӗнӗ тырӑ-пулӑпа, хуранлӑ пӑтӑпа, пичкеллӗ сӑрапала, чунӑмпала савса чӳк тӑватӑп, таса чунпа асӑнатӑп, тав тӑватӑп, ҫырлах, ҫырлах, аслӑ ҫӳлти Турӑ, ҫӗрти патша; хура халӑхна сывлӑхна, ырлӑхна пар, перекетне пар, иксӗлми тивлетне пар.
421
Ҫырлах, аминь, Турӑ, ҫӗнӗ тырӑ-пулӑ йӗркипе тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр, ҫичӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑшӑн. Шӑнса килекене ӑшӑтса яма пар, выҫса килекене тӑрантса яма пар, пӗр пайне ӗҫме, ҫиме, икӗ пайне хыҫа хума пар, мул туса мул тытма пар, тум тумланса тум тума пар. Айван кӗллине хуш хурса хапӑл ил. Ҫырлаха пар.
422
Ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ҫитер, кун кунлама кун пар, ҫул ҫуллама ҫул пар, пит-куҫ уҫлӑхне пар, шӑмӑ-шакӑ канлӗхне пар, ырлӑх-сывлӑх пар, усалтан-тӗселтен Эсӗ сыхласа Эсӗ упра, ҫырлах...
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен