Пилсемпе кӗлӗсем

Кӗр сӑри ӗҫнӗ чухне

 

435

Малтан сӗтел ҫине пӗр витре сӑра ӑсса лартаҫҫӗ. Унтан мӗнпур хӑнисене пӗрер курка сӑра тултарса параҫҫӗ. Тепӗр аллине ҫӗнӗ тырӑран пӗҫернӗ ҫӑкӑрпа тӑвар тыттараҫҫӗ. Кил хуҫи сӗтел хушшине кӗрсе ларать те калать: «Алӑк патӗнчи алпассем, сире ал валли ҫитсе-и?» Хӑнисем: «Ҫитсе, ҫитсе, сире — иккӗ, пире — пӗрре». Унтан малта ларакан хӑнисене: «Тӗпелти хурӑнсуркассисем! Сирӗн пата та ал валли ярса, ҫитсе-и?» — «Ҫитсе, ҫитсе, сире — иккӗ, пире — пӗрре!» Вара кӗлтӑвать:

Ял-йыш-пускилпе пӗрле шӑкӑлтатса ӗҫсе ҫиме, Турӑ, пулӑш. Акнӑ тырӑ хулӑн пултӑр, ҫичӗ тӗслӗ тырӑ сӗчӗпе асӑнатпӑр. Ҫур акнинчен савӑнтар, кӗр акнинчен савӑнтар. Ҫӗнӗ тырӑ-пулӑ перекетне пар. Кайран каласси малтан пулнӑ пулӗ, малтан каласси кайран пулнӑ пулӗ. Пирӗн алӑра кӗнеке ҫук. Турӑ, каҫар пире.

Хуҫи вара хӑнисемпе ларать те, панӑ сӑрисене пурте ӗҫеҫҫӗ. Пӗтерсен каллех тепрер курка тултараҫҫӗ те тепӗр хут кӗлтума тӑраҫҫӗ.

Эй, Турӑ, ҫак ял-пускилпе пуҫҫапса килес ҫул каллех сыввӑн суха патне кайма пулӑш.

Ларса ӗҫеҫҫӗ. 3-мӗш куркине тултарсан сӗтел хушшинчисем ак ҫапла каласа юрлама пуҫлаҫҫӗ:

Асран кайми аки-сухи,

Асран кайми аки-сухи,

Ӑшран-пӗр атти-апи,

Тавтапуҫах Турӑ-Пӳлӗхе

Пире ҫуратса ҫитӗнтернӗшӗн,

Ырӑ-ҫутӑ кунне кӑтартнӑшӑн.

Эпир ӗҫсе ларатпӑр,

Эпир ӗҫсе ларнӑ вырӑна

Сӗт кӳлли тулса ларинччӗ...

436

Кӗлӗ хыҫҫӑн пурте алӑк патнелле тайӑлаҫҫӗ. Апӑс калать: «Камра курка пур — ӗҫӗр». Ӗҫеҫҫӗ. Хуҫа карчӑкӗ: «Чӳкленӗ сӑрипе ватӑсене хисеп тӑвар, пуҫҫапар», — тет. Кӗлтӑвакана, хуҫана, хуҫа карчӑкне, ытти ватӑсене кӗрекене лартаҫҫӗ, пӳртри ҫынсем пурте пуҫҫапса лараҫҫӗ. Хӗрарӑмсем кӑмака умне чӗркуҫҫи ҫине лараҫҫӗ. Хуҫа карчӑкӗ: «Кинсем, юрлӑр!» — тет. Ҫамрӑк арӑмсем юрӑ юрлаҫҫӗ. Куркисене ӗҫсе яраҫҫӗ те: «Ачасем, тӑрӑр ӗнтӗ», — теҫҫӗ. «Рехмет сире, ҫемҫе чӗлхӗрсене», — теҫҫӗ.

Унтан вара виҫшер курка ӗҫеҫҫӗ. Ватти аллине курка тытать те ура ҫине тӑрать: «Ачасем, тӑрӑр! — тет. — Турра асӑнтӑмӑр, ҫӗрти патша сывлӑхне асӑнар», — тет. Пурте тӑраҫҫӗ. Ватти арҫынсене калать: «Хуҫа ятлӑ курка туса ярас тет. Эсир хапӑл-и?» - «Хапӑл, хапӑл, кӗтни ҫавӑ!» Унтан арӑмсене: «Хурӑнсаркассисем! Эсир хапӑл-и?» Унтан патшана асӑнса кӗлтӑвать; «Ырӑ патша вырӑнлӑ пултӑр, вӑрҫинчен-тулашӗнчен, Турӑ, Эсӗ сыхла, Эс упра, касас хӗҫӗнчен, перес пӑшалӗнчен, Турӑ, Эсӗ сыхла, Эс упра», — тет те ларать. Пурте лараҫҫӗ. Ватти хуҫана тав тӑвать. Хуҫа ун ҫумне ура ҫине тӑрать. Чӳклекен мӑчавӑр калать: «Хуҫа, тав сана ташлама курки! Кӑна ӗҫекен — путене, ӗҫейменни — карӑш. Кам та кам калама пӗлменнине ҫиччӗ е пиллӗк ӗҫтермелле! Ӗҫес умӗн каламалли сӑмахсем:

Ҫӳлте Турӑ, ҫутӑ ҫанталӑк унӑн; ҫӗрте патша, хура халӑх унӑн; ҫак килте хуҫа, хӑна-вӗрле унӑн.

Ҫара ҫунана хурамаллаччен хурамалламасӑрах пултӑр, тӗшмӗшлениччен тӗшмӗшленмесӗрех пултӑр, шӑнк! Ӗҫ те шӑнк! ларт, Шӑнкӑрчӑ тус каларӑшле.

Вара ҫав ташлама куркине мӗнпур ҫынна ҫак сӑмахсене палӑртса ӗҫтереҫҫӗ. Кам тӗрӗс калаканнине пӗр курка анчах ӗҫтереҫҫӗ, кала пӗлменнине — виҫҫӗ.

Ташлама куркине ӗҫтерсе ҫаврӑнсан хуҫа юлашкинчен каллех кӗлӗ калать:

Ҫырлах, аминь, Турӑ. Кӗсре ҫумне тиха ерт, ӗне ҫумне пӑру ерт, урай тулли путек-сурӑх пултӑр, сакӑ тулли ача-пӑча пултӑр, алӑк патне кӗрӳ пултӑр, тӗпеле кин пултӑр. Ҫырлах, аминь.

Кӗрхи чӳклемен хӑватсемпе ватӑсене халалланӑ пайӗ пӗтсен кӗр сӑрин хаваслӑ-шӳтлӗ пайӗ пуҫланнӑ.

Малалли ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗлӗ сахал, шӳтлӗ сӑмах, ташӑ-юрӑ ытларах пулать. Кӑшт вӑхӑтран Тур Амӑш курки хыҫҫӑн хуҫа ятлӑ куркасемпе (ташлама, чашлама куркисемпе) сӑйлама пуҫлать.

Малтан, Д.Месарош ҫырнӑ тӑрӑх, хуҫа тав туса ташлама куркине ӗҫтерсе тухать. Курка панӑ чухне ҫапла калать:

— Тав сана, ташлама, хуҫа янӑ ятлӑ курка, ҫӳлте Турӑ, ҫӗрте патша, ут туртайми урпа, ар ҫӗклейми хӑмла, кӑна ӗҫекен — путене, ӗҫейменни — карӑш, кӑна ӗҫеймесен, савнинчен уйрӑлса выртмалла.

Ӗҫкӗ тӳрех шӑв-шава куҫмасть. Ятлӑ курка Тур Амӑшӗнчен пуҫласа майӗпен «анса» пырать.

Ташлама курки хыҫӗнчен хушламине тӑваҫҫӗ. Хушламине тунӑ чухне пӗтӗм халӑх тухӑҫалла (мал еннелле) пӑхса тӑрать, мӑчавӑр кӗскен кӗлӗ тума тытӑнать. Унӑн кӗлли ҫапла:

Эй, Турӑ, асӑнатӑп, витӗнетӗп, тутлӑ чӗлхепе, тайлӑк пуҫӑмпа пуҫҫапатӑп, карта тулли выльӑх-чӗрлӗх, пӗтӗм ҫурт тулли ача-пӑча пар, Турӑ. Хир-хир тулли тырӑ-пулӑ лайӑх пултӑр. Анкарти тулли тырӑ кӳртме пар, Турӑ. Пӗтӗм ҫӗр ҫннчи тырӑ-пулӑ лайӑх пултӑр, ку кӗлтуни — Хусланӑн кӗлли.

Малалли чук сӑмахӗсенче тус-тӑвансен ячӗсем, кама та пулин тав туса ӗҫнӗ чухне пайӑр юлташа ырлани час-часах тӗл пулать.

437

Ырӑ Турӑ, ҫырлах! Мӑн Турӑ, ҫырлах! Мӑн Турӑ Амӑшӗ, ҫырлах! Пӳлӗх, ҫырлах! Пӳлӗхҫи Амӑш, ҫырлах!

Тӑрӑр-ха тӑххӑрӑн пӗр хӑма ҫине! Пӗрле тӑрса, ача-пӑча туррине кӗлтӑвар. Килӗш-тӑванпа, йӑваш чунӑмпа тархаслар, им, ҫырлах!

Ул-хӗр ҫуратакан Турӑ, ул-хӗр варӗнче усра; ҫурт ҫуратакан Турӑ, ҫурт варӗнче усра; мул ҫуратакан Турӑ, мул варӗнче усра; тырӑ-пулӑ ҫуратакан Турӑ, тырӑ-пулӑ варӗнче усра. Хӗвел амӑш, хӗвелпе пӗҫертсе ан яр!

Ту хӗрӗнчи вак-тбвек Турӑ, хута кӗр! Ыр хӗрт-сурт, ҫырлах!

Ий-йа, лайӑх хӑтам та, тӑхлачӑм та пур, Микки улсами те пур, Татьякки те пур. Ий-йа, лайӑх шӑпӑрҫ Якку улсам та пур. Ий-йа, лайӑх, ҫак халь хӑта илсе килнӗ сӑрана, мӑн кушаль кучченеҫе пире ӗҫсе ҫиме кӳрсе пар...

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр