Пилсемпе кӗлӗсем

Кивӗ тырра ҫӗнетни

Кӗрхи ушкӑнлӑ йӑласенчен паллӑраххи — кивӗ тырра ҫӗнетни (тепӗр чухне «ҫӗнӗ тырра киветни» теҫҫӗ).

Ӑна ҫӗнӗ тырӑ кӗрпипе ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ пӑтӑпа, йӑвапа, ҫӳхӳпе, хӑпартупа, юсманпа, пашалупа, ҫӑкӑрпа ирттереҫҫӗ. Вӗсене виҫҫӗ, тӑххӑр, вун пиллӗк таранах пӗҫереҫҫӗ.

Киввине ҫӗнетнӗ, ҫӗннине киветнӗ хыҫҫӑн кӑна ҫӗнӗ тырра авӑртма, ҫиме, сутма, управлӑх хума юранӑ.

Кӗлӗ каланӑ чухне пӗрремӗш ҫӑкӑра Аслӑ Турӑ, иккӗмӗшне Турӑ Амӑшӗ, виҫҫӗмӗшне Пулӗх ячӗпе каснӑ. Ытти турӑ-ырӑсене урӑх ҫимӗҫсем, усал-хаярсене юсман-йӑвача тивнӗ.

Кӗлӗ сӑмахӗсем кӑштах улшӑнса пынӑ. Ытларах чухне ҫут ҫанталӑка лайӑх тыр-пулшӑн тав тунӑ, япӑх пулсан ӳпкелесе те каланӑ.

Ҫӗнӗ тырра киветни пӗчӗк чӳк шутланать. Унӑн тӗллевӗ — тырра шута илесси, пӗрле ӗҫлекенсене канма май парса тав тӑвасси.

 

398

Аминь, ҫырлах, ҫӗнӗ тырӑ пӑттипе чӳклетӗп, пуҫҫапатӑп, ачам-пӑчампа, кил-йышӑмпа асӑнатӑп, витӗнетӗп, тав тӑватӑп, киле таврӑнсан килте пар сывлӑхне, уя тухсан уйра пар сывлӑхне, анкарти тулли капанне пар, йӗтем тулли кӑшӑлне; вутӗнчен-кӑварӗнчен, курайман тӑшманӗнчен сыхла, хӑтар; ҫӗнӗ тырӑ пӑттипе чӳклерӗм, ҫырлах.

Асӑнса пӗтерсен сӑрланӑ пашалу хӗррине касса илет те: «Мӗнпур инкек-синкек илессисем ҫак пашалу сӑмсипе юхса кайччӑр», — тесе юхан шыва пӑрахать.

399

Ҫичӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑ йӗркипе кӗлтӑватпӑр сана, ҫакӑ тырра перекетлӗ ту, тавах, пулӑш пире.

400

Пурне те хатӗрлесе ҫитерсен хай арӑм майӗпе пӗр пӗчӗк чашӑк ҫине пӑттине антарать тата чашӑк хӗррине пашалу, виҫ юсман хурать, вара арҫынни кив сӑхман тӑхӑнать, сылтӑм хул айне ҫӗлӗк хӗстерет те хай пӑтӑ чашӑкне илсе чӳклеме тухса каять. Вӑл алӑк умне тухать те мал еннелле тӑрса ҫак кӗлӗсене каласа кӗлтума пуҫлать:

Эй, Турӑ, ҫичӗ тӗслӗ тырра-пулла чипер алла илтӗмӗр, ҫак ҫӗнӗ тырӑ-пулӑран пӗҫернӗ пӑтӑ-юсманпа, ҫемҫе чӗлхе-ҫӑварпа Сана кӗлтӑватпӑр. Пӳлмене кӗнине пӳлмере перекетне пар, авӑртнӑ кӗрпине-ҫӑнӑхне, пӗҫернӗ ҫӑкӑра перекетне пар, илсе ан иксӗлтер, парса ан палӑртӑр, ҫитекеннине перекетне пар, ҫитменнине ҫитерсе пар, ачам-пӑчампа, килӗм-ӑшчиккӗмпе тайӑлатӑп, Чӳк, ҫырлах.

401

Эй, пӗсмелле! Тур ҫырлах, Тур, ан пӑрах! Сана витӗнетпӗр, Санран ыйтатпӑр ачам-пӑчампала, выльӑх-чӗрлӗхӗме сывлӑх пар тата, Турӑ, килес ҫул ӗҫмелӗх-ҫимелӗх пар; анкартине кӗрсен туп-тулли тырӑ пар; картана кӗрсен курса савӑнмалӑх туп-тулли выльӑх пар; килекен-каякан ҫынна ҫӑкӑр касмалӑх, Турӑ, пар; усалтан, хаяртан хӑтар, Турӑ, вӑрӑран, вутран-шывран пур йышпала ҫӑл, Турӑ! чӳк, ҫырлах!

402

Ҫӗнӗ тырра чӳклеме тӑхӑр хӑпарту пӗҫереҫҫӗ. Малтан пӗр хӑпартӑва Турра чӳклеҫҫӗ. Ӑна алӑк умне илсе тухаҫҫӗ те ак ҫапла калаҫҫӗ:

Эй, пӗсмӗлле! Тав тӑватӑп, пуҫҫапатӑп, Турӑ, ҫырлах, Сана ҫӗнӗ хӑпартупа асӑнатӑп, витӗнетӗп, ҫырлах, Турӑ. Ҫак эсӗ панӑ тивлетпе асӑнатӑп, ӳлӗмрен те тырра тӑррине чакан пек пар, тӗпне хӑмӑш пек пар, пуҫ ҫумне пуҫ хуш, шӑл ҫумне шӑл хуш, пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илмелле пар, перекетне пар, иксӗлми тивлетне пар, выҫса килекене тӑрантарса ямалӑхне пар, сивӗре шӑнса килекене ӑшӑтса ямалӑхне пар, пирӗн айван кӗллӗмӗрсене хапӑл ил.

Пуҫҫапаҫҫӗ. Иккӗмӗш хӑпартӑва Турӑ амӑшне чӳклеҫҫӗ. Ӑна та ҫак сӑмахсенех калаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш хӑпартупа Пӳлӗхҫе чӳклеҫҫӗ.

Ҫырлах, ырӑ Пӳлӗхҫӗ! Пур тӗлтен те эсӗ усра, сыхла, ҫилтен-тӑвӑлтан та сыхла, усал ҫумӑрӗнчен-пӑрӗнчен те сыхла, ҫырлах, сана ӑшӑ хӑпартупа асӑнатӑп. Ман айван кӗллӗме хапӑл ил, ҫырлах.

Ӳксе пуҫҫапаҫҫӗ. Тӑваттӑмӗш хӑпартупа — Пӳлӗхҫӗ Амӑшне. Ӑна та ҫак сӑмахсенех калаҫҫӗ. Пиллӗкӗмӗш хӑпартупа Хӗвеле авантарах пӑхтӑр тесе чӳклеҫҫӗ.

Ҫырлах, ырӑ Хӗвел, сана асӑнатӑп, витӗнетӗп ӑшӑ хӑпартупа, эсӗ те тырра-пулла ҫапла ӑшӑ питӳпе ӑшӑтса ӳстер, вӑхӑтра чипер алла илмелле ту, ҫырлах.

Пуҫҫапаҫҫӗ. Улттӑмӗш хӑпартӑва — Хӗвел амӑшне, ҫиччӗмӗшне ҫӗре чӳклеҫҫӗ:

Ҫырлах, ырӑ Ҫӗр, сана асӑнатӑп, витӗнетӗп. Эс те тӑррине чакан пек ту, тӗпне хӑмӑш пек ту, пуҫ ҫумне пуҫ хуш, ҫырлах.

Пуҫҫапаҫҫӗ. Саккӑрмӗш хӑпартӑва Ҫӗр амӑшне чӳклеҫҫӗ. Ӑна та ҫак сӑмахсене калаҫҫӗ. Тӑххӑрмӗш хӑпартӑва Ҫӗр хаярне параҫҫӗ.

Ҫырлах, Ҫӗр хаярӗ, сана асӑнатӑп, витӗнетӗп, эс ан кӳрен, ан сӑхлан, чипер алла илмелле ту, ҫырлах.

Ҫӗн тырра пӑтӑ чӳклеҫҫӗ. Ӑна та тӑхӑр хуран тӑваҫҫӗ. Вӗсене те ҫаплах, хӑпарту пекех, малтан Турра, иккӗмӗшне - Тур Амӑшне, виҫҫӗмешне — Пӳлӗхҫе, тӑваттӑмӗшне Пӳлӗхҫӗ Амӑшне, пиллӗкӗмӗшне — Хӗвеле, улттӑмӗшне — Хӗвел амӑшне, ҫиччӗмӗшне — Ҫӗре, саккӑрмӗшне — Ҫӗр амӑшне, тӑххӑрмӗшне — Ҫӗр хаярне параҫҫӗ.

403

Эй, пӗсмӗлле, Турӑ, ан пӑрах. Турра асӑнатпӑр ӑшӑ кӑмӑлӑмӑрпа, тутлӑ чӗлхемӗрпе. Ҫӳлти Турӑ, ҫӗрти патша, ҫӗне тырӑ йӗркипе сана асӑнатпӑр. Тайӑнатпӑр, пуҫҫапатпӑр, ӑшӑ кӑмӑлпа, тутлӑ чӗлхемпе Сана йӑлӑнатпӑр, шӑрт кас, тимӗр умӗнче, суха тимӗр умӗнче тӗрен хӑпарт. Янавара — хӑват. Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ пулма пулӑсӑнччӗ. Тӗпӗ хӑмӑш пек пулинччӗ, тӑрри кучан пек пулинччӗ; ывӑҫ туса ывӑҫ перекетне паринччӗ. Ывӑҫ пулса, кӗлте туса кӗлте перекетне паринччӗ. Тӗм туса, тӗмӗ пӑсса ҫӗмел тума перекетне паринччӗ, ҫӗмел пӑсса, урапа тиесе урапа перекетне паринччӗ. Урапа пӑсса, капан туса капан перекетне паринччӗ. Капан пӑсса, сарӑм сарса сарӑм перекетне паринччӗ. Сарӑм сарса, кӑшӑл пухса кӑшӑл перекетне паринччӗ. Ҫичӗ тӗслӗ тыррӑма ҫичӗ кӗлете хума паринччӗ. Виҫӗ валлине сутма, тӑват валлине пӳлмене хума паринччӗ. Сутма хакне, илме йӳнне парӑсӑнччӗ. Шӑнса килекене ӑшӑтма, выҫса килекене тӑрантма парӑсӑнччӗ. Кӳршӗм-аршӑмпа, хурӑнташ-арӑмпа ӗҫсе ҫиме парӑсӑнччӗ. Аминь. Ҫичӗ тӗслӗ выльӑхӑм-чӗрлӗхӗм пӗр вӗҫӗ шывра, тепӗр вӗҫӗ картара пулинччӗ. Выртнӑ ҫӗр мамӑк пулинччӗ, тӑнӑ ҫӗр тӗме пулинччӗ, урай тулли путек-пӑру пулинччӗ, сак ҫи тулли ача-пӑча пулинччӗ. Тӗпелелле — кин, алӑк патнелле — кӗрӳ паринччӗ, алӑк патне пӑхсан тӗпелти вӑтантӑрччӗ. Йӳҫӗш пире, тутли Турра пултӑрччӗ. Йӳҫӗ ӗҫсе тутлӑ калаҫмалла пулинччӗ. Хурӑнташ-арӑмпа, кӳршӗ-аршӑмпа, пӗлен тантӑшпа ӗҫсе-ҫиме паринччӗ. Турӑ, Сантан ыйтап: ырлӑх-сывлӑх парӑсӑнччӗ. Аминь. Ҫырлахтӑр.

Хуҫа арӑмӗпе сывпуллашнӑ чух ҫапла калаҫҫӗ:

Пире хисеп тунӑшӑн сана Турӑ хисеплетӗр. Яшку-ҫӑкӑрупа ватӑлӑр, пире ӗҫсе-ҫимелли пултӑр. Пире хисепленӗшӗн сана ачусем те ҫаплах хисеплеччӗр.

404

Ҫырлах, Турӑ! Сана ҫӗнӗ хӑпартупа асӑнатӑп, витӗнетӗп. Перекетне пар! Иксӗлми тивлетне пар! Кивӗ ҫине ҫӗнӗ хывмалла пултӑр. Выҫса килекене тӑрантармалӑхне пар! Шӑнса килекене ӑшӑтса ямалӑхне пар! Панӑ ҫӗре ан палӑрт, илнӗ ҫӗре ан иксӗлт. Перекетлӗхне пар, Турӑ! Тутлӑхне пар! Аминь, ҫырлах!

Тепӗр ҫӑкӑрне ҫапла каласах Турӑ Амӑшне чӳкленӗ, унтан Пӳлӗхҫе, Пӳлӗхҫӗ Амӑшне т.ыт.те. Турра чӳкленӗ чухне малтанхи ҫӑкӑра тӑхӑр татӑк туса алӑпа хуҫнӑ, ҫӗҫӗпе касман. Унтан сӗтел хушшине ларса ҫинӗ.

405

Кӑҫал тыр-пул япӑх пулчӗ, чӑтса ирттерме хӑват парӑр! Ҫутӑ тӗнче, шурӑ тӗнче, кӑвак хуппи, ырӑ хӑрпан, хӑрӑк турат пек хӑртса ан пӑрахӑр! Хӗвел ашшӗ, хӗвел амӑшӗ, хӗвел хаярӗ, хӗвел инкекӗ, хӗвел синкерӗ, хӗвел ҫулӑмӗпе тырра-пулла хӗртсе-хӑртса ан пӑрахӑр! Ҫил ашшӗ, ҫил амӑшӗ, ырӑ ҫил, ҫил хаярӗ, ҫил синкерӗ, ҫилӗ алӑк айӗнче тӑраканни, усал ҫиле кӑларса ан ярӑр! Хӑвал уҫлан, чӗлпӗр тытан, арӑс тытан, упкӑс тытан, тырӑ-пулӑ ҫуратакан Турӑ, тырӑ-пулӑ ҫуратакан Пӳлӗхҫӗ, тырӑ-пулӑ ҫуратакан Ама, тырӑ-пулӑ тӑваҫҫи, тырӑ-пулӑ тытаҫҫи, тырӑ-пулӑ тӑхтаҫҫи, тырӑ-пулӑ кӗтнеҫҫи, тырӑ-пулӑ нихӗҫӗ, тырӑ-пулӑ хӑнаҫҫи, хура халӑха ан пӑрахӑр. Выльӑх-чӗрлӗх ҫуратакан Турӑ, выльӑх-чӗрлӗх ҫуратакан Пӳлӗхҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ҫуратакан Ама, выльӑх-чӗрлӗх тӑваҫҫи, выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫи, выльӑх-чӗрлӗх тӑхтаҫҫи, выльӑх-чӗрлӗх кӗтнеҫҫи, выльӑх-чӗрлӗх нихӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх хӑнаҫҫи, чӗрлӗхе упрама парӑр! Ывӑл-хӗр ҫуратакан Турӑ, ывӑл-хӗр ҫуратакан Пӳлӗхҫӗ, ывӑл-хӗр ҫуратакан Ама, ывӑл-хӗр тӑваҫҫи, ывӑл-хӗр тытаҫҫи, ывӑл-хӗр тӑхтаҫҫи, ывӑл-хӗр кӗтнеҫҫи, ывӑл-хӗр нихӗҫӗ, ывӑл-хӗр хӑнаҫҫи, кил-йыша тӗрӗс-тӗкел пурӑнма парӑр!

406

Виҫӗ пайӗнчен пӗр пайне ӗҫме-ҫиме пар, ик пайне пуҫтарса хума пар. Кая юлчӗ пуль, Турӑ, каҫар! Пихампар, эсӗ кайӑк-хуҫана ан яр, кайӑкран-хуҫаран хӑтарса пыр, сыхла. Эпир, айван Ывӑл-хӗрӗ; юмӑҫ-курмӑш каларӑшӗпе тасаран чӳклетпӗр. Карманта мул тытма пар. Картана кӗрсен, карта Турри сыхласа тӑтӑр. Чикекентен-касакантан эсӗ сыхласа упрӑсӑнччӗ. Кил-ҫурт пуҫӗ пулма пар.

407

Вырӑс Турӑ! Ҫырлах, ан пӑрах! Турӑ Амӑшӗ! Ҫырлах, ан пӑрах! Пӳлӗхҫӗ Турӑ! Ҫырлах, ан пӑрах! Турӑ Микула! Ҫырлах, ан пӑрах!

408

Ку ҫӑкӑра перекетлӗ ту, хӑярпа ҫисен те ан иксӗлтер, перекетлӗ пултӑр. Сана, Хӗрт-сурта асӑнса ҫиетпӗр.

409

Аминь. Ҫырлахтӑр, Турӑ. Акана тухнӑ йӗркепе асӑнатӑп Турра ака пӑттипе. Турра асӑнатӑп ӑшӑ кӑмӑлпа, тутлӑ чӗлхемпе. Эй, Турӑ, парӑсӑн ыйтнине — пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ парӑсӑн, шӑрт кас, тӗрен хӑпарт, янавара — хӑват. Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ пулма пар. Тӗпӗ хӑмӑш пек пулинччӗ, тӑрри чакан пек пулинччӗ, Турра валемлӗ пулинччӗ эп асӑнни. Усал ҫӑмӑртан, сивӗ пӑрӑнтан, усал ҫил-тӑвӑлтан, асӑнатӑп сана, Турӑ, йӑлӑнатӑп. Чӗлхесӗр янаварӑма, вӑйӑм-хӑватӑма парӑсинччӗ, ҫу пек ҫуланса ҫӳринччӗ. Ырлӑх-сывлӑх парӑсинччӗ. Аминь Турра. Ҫырлахтӑр. Ҫак ҫӑкӑр пек, ҫак ҫӑмарта пек тыррӑм-пуллӑма тутлӑхне, перекетне паринччӗ. Ҫак ҫӑмарта пек тутӑ пулинччӗ. Аминь. Ҫырлахтӑр Турра ака пӑтти. Ҫырлахтӑр ака пӑтти. Ырӑ ака пӑтти выльӑхӑма-чӗрлӗхӗме, тыррӑма-пуллӑма перекетне патӑр, ҫырлахтӑр. Ака пӑтти, хаярӑнтан, усалӑнтан-тӗселӗнтен, синкерӗнтен-сехметӗнтен, усал ҫӑмӑрӑнтан, сивӗ пӑрӑнтан, усал тӑвӑлӑнтан упрасӑнччӗ, сыхлӑсӑнччӗ. Ырӑ хаярӗ, пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ пулма парӑсӑнччӗ. Ӑшӑлӑхне, тутлӑхне, перекетне парӑсӑнччӗ. Ҫапас патакӑнтан, чикес ҫӗҫҫӗнтен, путкас кӗперӗнтен ҫырлахтӑр. Ырӑ хаярӗ, тытни-туни ҫырлахтӑр. Ака пӑтти, ырӑ хаярӗ хӗн-асапне ан патӑр. Ачам-пӑчампа, ҫуртри ҫемьепе асӑнатӑп сана, аминь. Ҫырлахтӑр. Ырӑ хаярӗ, ака пӑтти ҫырлахтӑр. Ҫырлахтӑр. Ҫырлахтӑр, хаярне тытни-туни валемлӗ пултӑр. Ҫырлахтӑр ырӑ чӳк, тытни-туни ҫырлахтӑр. Аминь. Ырӑ ака пӑтти. Эй, Турӑ, ҫырлахтӑр. Ман тыррӑм-пуллӑм тӗпӗ хӑмӑш пек, тӑрри чакан пек пулинччӗ. Аминь.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр