Авӑн пӑтти (яшки, сӑри)
Авӑн ӗҫне пӗтерсен тӑррине кӗлте ҫакса хӑварнӑ, вара йывӑр вӑхӑтра вӑй хурса тӑрӑшнӑ ҫынсене пурне те хӑналаса тав тунӑ. Ку йӑлӑна авӑн пӑтти, авӑн сӑри, авӑн яшки тенӗ. Авӑн пӑттине ирттерме така е пӑру пуснӑ. Чухӑнраххисем автан пуснипех ҫырлахнӑ та уявне «автан яшки» тесе каланӑ.
Авӑн кӗллине малтан авӑн юпи (ут аштаракан юпа) умӗнче пӗр алла ҫӗнӗ тырӑ пӑтти, тепӗр алла ҫӗнӗ тырӑ ҫӑкӑрӗ е ҫӳхӗвӗ тытса авӑн вучӗ ҫуннӑ чухне каланӑ. Кайран пӳртре уявланӑ.
412
Эй, пӗсмӗлле, ҫырлах, асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр. Картлӑ-кӗртлӗ пашалу, кукӑр-макӑр хуран кукли! Килти килте ӗрчетӗр, хирти хирте ӗрчетӗр. Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илмелле пултӑр, тӑрри чакан пек, хӑмӑлӗ хӑмӑш пек пултӑр. Пӗр пуҫ выльӑхран ҫӗр пуҫ выльӑх-чӗрлӗх пултӑр; пӗр вӗҫӗ картара, тепӗр вӗҫӗ шывра пултӑр. Айван ашак челхине каҫар. Вут-кӑвартан упра. Чӳк, ҫырлах, аминь!
413
Эй, пӗсмӗлле! Авӑн кӗтнеҫҫи, ҫырлах! Уя тухсан уйра перекет пар; итеме кӗрсен итем перекетне, кӑшӑл перекетне пар; киле кӗрсен кил перекетне пар; кӗлете кӗрсен кӗлет перекетне пар! Ачам-пӑчампа, выльӑх-чӗрлӗхпе сывлӑх-ырлӑх пар! Мул ҫумне мул хуш; ҫурт ҫумне ҫуллен ҫур пилӗк хушма акмалӑхне пар! Хӑмӑш пек тӳпине пар! Тӑррине ҫӑмарта пек тутлӑхне пар! Аминь, чӳк, ҫырлаха пар!
414
Эй, Турӑ! Халӗ ӗнтӗ пире ҫура тухнӑранпа хӗле кӗриччен мӗнпур ырлӑха пуҫтарса кӗлете кӳртме пулӑшрӑн. Тав тӑватпӑр Сана, Туррӑмӑр; тата малалла пӳлмери тырӑ-пулӑсене ху пиллесе тухӑҫлӑ ту.
Автан яшки ҫинӗ чухне каланӑ.
415
Авӑн яшки ҫинӗ. Сӑра курки панӑ чухне ҫапла каланӑ:
Алӑ-уру ҫӑмӑл пултӑр, тепӗр ҫулӗнче те авӑн ҫапма Турӑ пӳртӗр.
416
Ҫӗрти валь, Ҫӳлти валь, Хӗвел Ашшӗ, Хӗвел Амӑшӗ, Эсир пӗҫерсе панӑ тыр-пул перекетне, ушлӑхне парӑр. Сирӗн пая ҫакӑ йӗтем юпи ҫине ҫакатӑп, ырлӑхне, канлӗхне парӑр. Мӗнле те пулсан, Турӑ, ҫырлах, Мӑн Турӑ Ашшӗ, Мӑн Турӑ Амӑше, ырлӑхне парӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен