Пилсемпе кӗлӗсем

Тупа сӑмахӗсем

Халӑх йӑлинче тупа, ант туни, шӑрт тытни, причак ҫини паллӑ вырӑн йышӑннӑ. Вӑл йӑласен сӑмахлӑхӗ те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Пурнӑҫӑн тӗрлӗ саманчӗсенче ҫынсем пӗр-пӗрне, кил-йыша, ял-йыша, патшапа Турра (малашшӑн ума пысӑк тӗллев лартса) хӑйсене хӑйсем е ҫын умӗнче сӑмах параҫҫӗ. Ҫапла сӑмах панин тӗрлӗ тӗслӗхӗсем упранса юлнӑ. Ача-пӑча вӑйӑра е вӗренӳре сӑмах тытни пӗр майлӑ, хӗрпе каннӑ юратса сӑмах пани е кӳршӗ-аршӑ хирӗҫсе кайса шӑрт кӑларни тепӗр тӗслӗ. Ялти хутшӑнура, халӑхпа патшалӑх умӗнче тытнӑ сӑмах пачах урӑхла. Вӑл саккун ҫирӗплетнӗ йышӑну вырӑннех пулнӑ. Тупа туса пӑрчак (причак) ҫинӗ, хӗсметрен салтак ятне вараламасӑр таврӑннӑ ҫынна халӑхра виличченех хисеп тунӑ. Тупа сӑмахне тытманни (чуна сутни) палӑрнӑ ҫынна ял урӑхран нихҫан та шанман, тепререн тупа тутарман.

Тупа туни кирек хӑҫан та мӗнле те пулин ӗҫпе, япалапа, пулӑмпа ҫыхӑннӑ. Турӑ, Хӗвел, Ҫӑлтӑр тата ытти хӑватсен ячӗсемпе тупа тунӑ чухне ҫурта ҫутнӑ, сӑхсӑхнӑ, пӗтев (талисман) япалине ҫӗкленӗ. Ӗҫпе, ҫӗрпе, пурлӑх-ырлӑхпа ҫыхӑннӑ тупа вӑхӑтӗнче ҫӑкар, тӑвар, шыв, пыл, чӑкӑтпа усӑ курнӑ. Чыспа тивӗҫе, ирӗклӗхпе танлӑха хӳтӗлеме тупа тунӑ чухне ҫын тупӑк, лаша, сӗтел, ака шӑрнӗ, пуртӑ, хӗҫ, шӑпа патакӗ (пунушши) тата ытти япаласем урлӑ алӑ тытса калаҫнӑ.

Арҫын ҫӗр кӑшласа, хӗҫ е ҫӗҫӗ вӗҫӗнчен ҫӑкӑр ҫыртса (пӑрнак ҫисе) тупа туни тӗрӗслӗхшӗн, халӑхшӑн, ҫӗршывшӑн кирек хӑҫан та пуҫа хума хатӗррине кӑтартнӑ. Хӗрарӑм алла ача тытса, Хӗвел ҫине пӑхса сӑмах пани чи ҫирӗп тупа шутланнӑ. Айӑплӑ тенӗ чухне айӑпне йышӑнман ҫын ҫапла ӑнтӑхсан (тупа тусан) ӑна ӗненнӗ, айӑпламасӑр хӑварнӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр