Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫӗр ҫине выртса-ларса тупа туни

Ҫӗр енӗпе, ака-ҫаранпа, улӑх-вӑрманпа ҫыхӑннӑ ыйтусене татса панӑ чухне ҫӗр ҫине хывӑнса выртса е ҫара кутӑн ларса тупа тунӑ. Ҫӗр ҫине ӳксе, выртса пӑсӑлнӑ йӗркепе чирлекен нумай пулнӑ. Тупа тӑвакан ҫав хӑрушӑ чире хӑй ҫине илме хӑраман.

Айӑплӑ ҫинчех ҫӗре ларса е выртса тупа тусан «хура ҫӗр тытать» тенӗ.

 

94

Аслӑ Ҫӗр, Ҫӗр амӑшӗ!

Пирӗншӗн акса тӑракан, утса ҫӳрекен ҫӗртен хакли ҫук. Сан умӑнта айӑплӑ пулсан эсӗ мана инкеке ярӑн. Эпӗ айӑпа кӗмен. Пулӑх пар, тыр-пул пар.

Ӑна ҫӗршӗн ҫӗр ҫине лартӑм. Тӗрӗсне ваттисем пӗлтерччӗр.

95

Тӳрӗ чунпа выртса ҫӗр кӑшлатӑп. Туррӑн ҫӗрне таса пирки кӑшлатӑп. Хамӑн чун таса пирки ҫутнӑ ҫуртана сӳнтеретӗп. Ҫын япалине эпӗ илнӗ пулсан ӗмӗр-ӗмӗр мана Турӑ ан каҫартӑр, ҫӗре кӑшланӑшӑн мана ҫӗр ҫӑттӑр, вилсен вилӗме ҫӗр ан йышӑнтӑр. Тӳрӗ чунпа ҫичӗ хут сӳнтеретӗп ҫутнӑ ҫуртана Турӑ умӗнче.

96

Тӳрӗ чунпа ҫӗр ҫине выртса ҫӗр кӑшлатӑп. Туррӑн таса ҫӗрне чун таса пирки ҫыртса кӑшлатӑп.

Ман тӳрӗ сӑмах ҫӗре ан ӳктӗр.

97

Эпӗ сан япалусене илнӗ пулсан мана ҫакӑнтах ҫӗр ҫӑттӑр. Выртса ҫӗр кӑшлатӑп!

98

Ҫӗрпе тупа тӑвакан калать:

Эпӗ сан япалуна илнӗ пулсан ҫакӑнтах мана ҫӗр ҫӑттӑр. Вара выртса ҫӗр кӑшласа илсе ӑна хӑйне айӑплаканне парать.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр