Тупа та Турӑшӑн!
105
Ӑнтӑхаҫҫӗ: «Тупа та Турӑшӑн» — теҫҫӗ, ҫӗр кӑшлаҫҫӗ, япаласем ҫухалсан приҫҫак тӑваҫҫӗ; уя тухса сӗтел лартаҫҫӗ, ҫӑкӑр хураҫҫӗ, тӑвар лартаҫҫӗ, витрепе шыв лартаҫҫӗ. Халӑх пуҫтарса кашни ҫынна пӗрер патак тыттараҫҫӗ, ҫӑкӑр-тӑвар ҫитереҫҫӗ, куркапа шыв ӗҫтереҫҫӗ. Куна сурӑх ҫӗтсен, така ҫӗтсен тӑваҫҫӗ.
Тупа та Туршӑн! Уйӑхшӑн-хӗвелшӗн! Акӑ пӗлӗтри Турӑ, эпӗ апла туман, эпӗ апла каламан! Эпӗ хам сӑмах ҫине хам тӑмасан, хам ача-пӑчана ан курам! Икӗ аллӑм та типсе лартӑр! Ҫын курмасан та Турӑ курать!
106
Тупа та Туршӑн! Эпӗ ҫапла туман, эпӗ ӑна илмен, курман! Эй-пух, уйӑх-хӗвел, пылпа кулаҫ, ҫӑкӑр!
107
Тупа та Туршӑн! Ҫӑкӑр ҫиме хӗвел ан тухтӑр. Ҫавна ан курам.
108
Тупа та Турӑшӑн, хӗвелшӗн те, уйӑхшӑн та, ҫак чиркӳ хӗрессишӗн те ҫӗр ҫӑтса ятӑр!
109
Эй-пух! Тупа та Туршӑн, уйӑхшӑн-хӗвелшӗн!
110
Тупа та Турӑшӑн! Турӑ чунӑма таттӑр!
111
Тупа та Туршӑн туй халӑх, ӗненмесен тухса пӑхӑр.
112
Тупа та Туршӑн, пӗлмерӗм.
113
Туршӑн-хӗвелшӗн! Калаҫҫӗ сана, Туршӑн-хӗвелшӗн те илмен, пӗлместӗп.
114
Туршӑн-пӳлӗхшӗн те курман. Сана суйса калаҫҫим?
116
Патак епле хӑрнӑ, манӑн алӑ, ора ҫанашкал хӑртӑр!
117
Турӑҫӑм! Илтсемччӗ мана!
Эпӗ вӑрланӑ пулсан манӑн кӗлеткем ҫак тунката пек хӑрса лартӑр, манӑн алӑсемпе урасем ҫакӑ касса пӑрахнӑ юман турачӗсем пек типсе хуҫӑлччӑр; эпӗ айӑплӑ пулсан манӑн ӳтӗм ҫак хура ҫӗр пек пулса вырттӑр!
Манӑн пӗтӗм кил-йыш пӗттӗр, манӑн кил-ҫурт пӗттӗр, алӑкран тухса ҫӳреме тивӗҫлисем алӑкран кутӑн тухмалла пултӑр.
Пӳртри тӗтӗм алӑкран мар, кайри тӗнӗрен тухтӑр. Вут хутса алӑк уҫма алӑ ан юлтӑр!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен