Ҫӑкӑрпа тупа туни
Ӗҫ пурлӑх-пуянлӑхпа, ҫӗрпе-шывпа, пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ чухне тупа сӑмахне ҫӑкӑрпа ҫирӗплетсе каланӑ.
Ҫавра ҫӑкӑра чуптуса, ҫӑкӑр чӗллине касса илнӗ, чӗлӗ татӑкне ҫыртса чӑмланӑ.
Г.Ф. Миллер, нимӗҫ историкӗ, Ҫӗпӗрти Кучум ханлӑхӗпе (1733—1743) тата Хусан кӗпӗрнипе паллашсан пӗр юмӑҫ чӑвашсене причак тыттарни ҫинчен ҫырса хӑварнӑ. Мӑчавӑр-юмӑҫ тӑвар сапнӑ ҫӑкӑр татӑкне ҫӗҫӗ вӗҫне чикнӗ, айӑплӑ тесе тапӑннӑ ҫыннӑн ӑна ҫӑварпа илсе ҫӑтса ямалла пулнӑ.
Ҫӑкӑр татӑкне ҫӑтса ярсан тупа сӑмахне каланӑ.
120
Эпӗ суятӑп пулсан ҫак ҫӑкӑр-тӑвара урӑх нихҫан та курса астивем мар!
121
— Караҫӑн хӗрне вӑрласа кайрӗҫ кӗҫӗр.
— Ҫӑкӑр-тӑвар те!
— Ан калаҫ! Ҫӑкӑр-тӑвар, хам куҫпа хам куртӑм!
122
Ҫӑкӑр сӑмси, илмен эп ӑна!
123
Ҫӑкӑр-турӑ, курман.
124
Хам сӑмаха тытаймасан хам умра ҫӑкӑр-тӑвар тытмасӑр пурӑнӑп.
125
Ей-пух, уйӑх-хӗвел, пылпа кулаҫ, ҫӑкӑр!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен