Пилсемпе кӗлӗсем

Чун урлӑ алӑ парса тупа туни

Сӑмах е тупа ҫирӗппине, тӗрӗссине, шанчӑклине чун урлӑ алӑ тытса ҫирӗплетнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ача урлӑ, салтак е хресчен лаша каҫакӗ урлӑ, яш-кӗрӗм хӑй ӗнси урлӑ алӑ парса тупа тунӑ.

Ӗнсе хыҫӗнчен алӑ пани хунав ачисемпе каччӑсем хушшинче ытларах тӗл пулнӑ. Каҫару ыйтакан е тӗрӗс мар айӑпланакан йӗкӗт ыттисене хӑйӗн ӗнси хыҫӗпе алӑ панӑ. Ку вӑл хӑйне ҫапса ӳкерме, пусса антарма ирӗк панипе пӗрех. Ҫакӑ уйрӑмах хӑйӗнчен вӑйсӑр, кӗҫӗн, чирле тантӑшӗ умӗнче тунӑ хисеплӗ тупа шутланнӑ. Тупана пӑсакана асат хуҫать тесе хӑранӑ.

Лаша урлӑ пуртӑпа, хӗҫпе тупа туни вӑрҫӑ-харҫӑра, ҫапӑҫура, сайра-хутра хресчен ӗҫӗнче тӗл пулнӑ. Лаша — хресченпе салтакӑн шанчӑклӑ тусӗ. Ӑна вӑл чи хаклӑ пурлӑх, чи ҫывӑх тӑван пек хакланӑ. Сайра-хутра чӑваш вилнӗ ҫын тупӑкӗ урлӑ алӑ тытса сӑмах панӑ.

Масар ҫинче вил тӑпри урлӑ тупа туни пуринчен те вӑйлӑраххи шутланнӑ. Ҫыннӑн ытти туписене шанман чухне ӑна ваттисем умӗнче калама хушнӑ. Ҫавна тума пултаракан ҫын сӑмахне шаннӑ, ӗненнӗ.

Пӗр-пӗр ӗҫе шантармалла е ӗҫпе япала ҫинчен сӑмах татмалла пулсан тупа тунӑ чухне ҫӑкӑр ҫыртса ҫирӗплетнӗ.

 

127

Каланӑ ӗҫе тумасан, каланӑ сӑмаха тытмасан манӑн ҫак пӳрнем татӑлтӑр, хул-ҫурӑма ҫӑпан тухтӑр, пуҫ ҫине инкек антӑр. Хам сӑмаха тытатӑпах.

128

Сӑмах панине пӑссан икӗ аллӑм типсе лартӑр! Икӗ куҫӑм шыҫса хуплантӑр!

129

Хам тӑл урлӑ ал парам! Тата ак ҫӗр ҫыртам!

130

Акӑ манӑн алӑ! Ӗнсе урлӑ паратӑп ӑна! Тӗрӗсси хыҫа тӑкӑнмасть. Вӑл пӗрех мала тухать. Тӗнче тӗреслӗхсӗр мар.

Ҫак алла ырӑпа чӑмӑртатӑр пулсан эпир ӗмӗр-емӗр туслӑ пулӑпӑр. Тупа тӑвар!

131

Лаша урлӑ алӑ парам! Манӑн сӑмах ҫирӗп!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр