Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫӗр ҫыртса тупа туни

Вӑрҫӑ-харҫӑ ӗҫне кӗрекен ҫар хӗсметне тӑракан арсем ҫӗр ҫыртса, ҫӑкӑр ҫисе, хӑрт-кусар е хӗҫ, пуртӑ, ухӑ парса, лаша урлӑ алӑ тытса пӑрчак ҫинӗ. Пӑрчака вӑйпа йышӑнтарман. Этем ӑна хӑй килӗшсен кӑна тунӑ.

Ҫӗр ҫыртни (кӑшласа) тупа тунине чи авалхи йӑла тесе шутланӑ. Унӑн йӗрки ансат, анчах пӗлтерӗшӗ пысӑк.

Хӗсмет тупин хакӗ яланах пысӑк. Ӑна пӑснӑшӑн хаяррӑн тавӑрнӑ. Ҫар присягисем ҫак авалхи йӑларан («пӑрчак ҫининчен») тухнӑ.

Пӗр-пӗр сӑлтавпа айӑп тӗрӗс мар тиенӗ ҫын та хӑй ирӗкӗпе е ыттисем ыйтнипе ҫӗр ҫыртса тупа тунӑ.

Ял-йыша тивекен пысӑк ӗҫ (пушар тухни, выльӑх-чӗрлӗх вилни, кереме аркатни, ҫын вӗлерни тата ыт. те) пулсан айӑп айне лекнине ял пухӑвӗ умӗнче ҫӗр кӑшлаттарса ӑнтӑхтарнӑ.

 

93

Маҫак-мамаксен ҫӗрӗ ҫинче, ял хапхи умӗнче тӑпра кӑшласа тупа тӑватӑп. Эсир мӗн хушнине нихҫан та манмастӑп. Сывӑ кайса чӗрӗ таврӑнмалла полтӑрччӗ. Перн ратӑра сотӑнчӑк полман, перн ялта таркӑн полман, перн тӑван-хорӑнташра ятсӑр салтак полман. Эпӗр ҫакна манмастпӑр. Эсӗр те пире ан манӑр.

Шӑпа шалчине хамӑрпа пӗрле илсе каятпӑр, кӑкӑр умне чиксе ҫӳрӗпӗр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр