Шӑпа патакӗ тытса тупа туни
Чӑваш хайлалӑхӗ кашни ҫыннӑн шӑпа шалчи пур тесе шутлать. Пурӑннӑ ҫулсене, тунӑ ырӑ е усал ӗҫсене Пӳлӗхҫӗ ятарлӑ патак ҫине картса пырать-мӗн. Ҫав патакпа ҫын вилсен тупӑкпа масар шӑтӑкне виҫме усӑ кураҫҫӗ, ӑна чалха (лента) е тутӑр-сурпан ҫыхса хапха умне элем пек тӑратса лартаҫҫӗ.
Ӗлӗк пӗр-пӗр ҫын ҫар енӗпе е урӑх айӑппа тупа тума килӗшмесен ваттисем ӑна масар ҫинче «пуҫушши» (пушӑт йывӑҫӗ) тытса тупа калаттарма йышӑннӑ.
Хӑй шухӑшне масарта выртакан несӗлӗсем умӗнче тупа туса каласан ҫынна урӑхран хистеме пултарайман. Унӑн сӑмахне ваттисен канашӗн йышӑнма тивнӗ.
132
Хамӑр ратӑ пуҫӗ Уртеми мучи тӑпри умӗнче калатӑп, пӗтӗм ял ваттисен умӗнче калатӑп. Ял пӗлсе тӑтӑр. Мана халех салтака тытса ан парӑр. Манӑн кӑҫал утӑра авланмалла, эпӗ хам сӑмахран тарса кайма пултараймастӑп.
Ҫут тӗнче умӗнче калатӑп: мана салтака тытса парса эсир виҫӗ чуна тататӑр!
133
Патак епле хӑрнӑ, манӑн алӑ-ура ҫакнашкал хӑртӑр. Эпӗ айӑплӑ полсассӑн мана Торӑ тепӗр ҫак вӑхӑта ан ҫитертӗр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен