Хӗвелпе тупа туни
Вӑрӑпа, усал ӗҫпе, сутӑнчӑк утӑмпа айӑплама пӑхсан, йӗр ҫав ҫын патне илсе тухсан ӑна халӑх пухӑвне е ваттисен хуралне чӗнтернӗ те Хӗвеле пӑхса тупа тума хушнӑ. Ку тупа пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, ӑна калакана ӳпкелемесӗрех каҫарнӑ.
99
Аслӑ Хӗвел! Сан ҫине пӑхса тупа тӑватӑп! Мана усал ӗҫ тунӑ тесе айӑплаҫҫӗ, (ҫавна-ҫавна) вӑрланӑ теҫҫӗ. Эпӗ тытман (вӑрламан).
Хӗвелпе тупа тӑватӑп: курман, вӑрламан! Манра айӑп ҫук! Хӗвеле пӑхса калатӑп: эпӗ тытман, вӑрламан, вараланман. Ҫуттӑм сӳнтӗр. Эпӗ айӑплӑ мар!
100
Хӗвел пӑхса, уйӑх пӑхса, Тур умне тӑрса каланӑ-и?
101
Чӑнах-и?! Уйӑх-хӗвел. — Уйӑх-хӗвел, ҫапла!
102
Хӗвел пур, хӗвел ҫути пур... Эпӗ йӑнӑш турӑм пулсан ман тӗле хӗвел ан тухтӑр, ман куна хӗвел ан ҫутаттӑр!
103
Хӗвел, илмен эп ӑна. Хӗвел пор!
104
Мӗн эсӗ ҫын ҫинчен ҫука калаҫса ҫӳрен: эпир хӗрсемпе ун-кун, апла та капла ҫӳренӗ тесе калаҫса ҫӳрен? — Ҫук, Якку. Ах хӗвел! Калаҫман. Ӑна сӑмах вӗҫертнине ху та пӗлен-ҫке!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен