Чуна ҫухатарсран каҫару ыйтни
Хӗрсе кайса вырӑнсӑр «чунланнӑ» (тупа тунӑ) хыҫҫӑн ҫын хӑй сӑмахне ҫийӗнчех каялла илме пултарнӑ. Енчен те тупа сӑмахне тупсан, суйса тупа тусан «чунӗ ҫӗтнӗ», «чунне ҫухатнӑ», «чуна ҫӑтнӑ» тенӗ.
Чуна сутса тупа тунӑ ҫын пӗрех лекет, тавӑру ӑна хӑйне тивмесен йӑхри тӑхӑмӗсене йывӑр тӑвать тенӗ.
134
Суйса приҫак илекен ҫын хӗн курса вилет.
135
Каҫар, Турӑ! Хӗрсе кайса ытлашши каласа тӑкрӑм. Тӗрӗс мар калани, пысӑклатса калани, вырӑнсӑр калани пулчӗ пуль. Урӑх апла хӑтланмӑп.
Ҫынсем те каҫарччӑр. Каҫарӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен