Пилсемпе кӗлӗсем

Киреметре каламалли

 

138

Эй, пӗсмелле, тав тӑватӑп, пуҫҫапатӑп, ҫырлах, мана хӗнне-асапне ан пар. Хамӑн айванлӑха пуҫҫапса каҫарттарма килтӗм, ҫырлах, ан пӑрах. Ҫак сан таврашӑнта ытлашши сӑмах калаҫнӑ пулин те, вылянӑ-кулнӑ пулин те, ҫырлах. Тунӑ кӗллӗме хапӑл ил, эпӗ хуранлӑ пӑттӑмпа, тирӗклӗ юсманӑмпа асӑнатӑп, витӗнетӗп, манӑн айван кӗллӗме хапӑл ил, эпӗ хам айванлӑхӑмпа йӑнӑшрӑм, ҫырлах, тунӑ чӳкӗм-хӗллӗм вырӑнлӑ пултӑр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр