Пилсемпе кӗлӗсем

431-мӗш кӗлӗ

Эй, пӗсмӗлле, Турӑ, ҫырлах. Ҫӗн тырӑ-пулӑ шерпечӗпелен, авалхи йӑлапалан, ҫул ҫавӑрӑнӑҫпелен, ҫунатлӑ хурпалан, хурӑнташ-ӑрупалан асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр, ҫырлаха пулин пар, Турӑ. Кил-йышри ҫемьепелен каҫ выртсан канӑҫне пар, ир тӑрсан шӑм-шак ҫӑмӑллӑхне пар, ҫырлаха пулин пар, Турӑ. Ҫичӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑпалан сана асӑнатпӑр, ҫырлаха пулин пар, Турӑ. Ҫур акнипе савӑнтара пулин пар, кӗр акнипе савӑнтара пулин пар. Каҫхи ӑшшунтан, ирхи тӑмунтан, усал ҫилӳнтен-тӑвӑлунтан, сивӗ усал пӑрунтан, усал йывӑр хаярлӑ куҫунтан, вӑррунтан-хурахунтан сыхла, упра пулин пар, Турӑ. Ҫичӗ тӗслӗ тыррӑма-пуллӑма пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илме пар. Пӳне хӑмӑш пек пар, тӑррине ҫӑкӑр чӗлли пек пар. Тӳпе тутлӑхне туса пар. Кӗлте тусан, кӗлте перекетне пар; сурат тусан, сурат перекетне пар; сурат пӑсса урапа ҫине тиесен урапа перекетне пар; урапа ҫинчен капан тусан капан перекетне пар; капан пӑсса авӑн хурсан авӑн перекетне пар, Турӑ. Вутӑнтан-кӑварӑнтан сыхла, Турӑ. Ҫичӗ тӗслӗ тыррӑма ҫичӗ кӗлетре тытма пулин пар, Турӑ. Панӑ ҫӗртен ан палӑрт, илнӗ ҫӗртен ан иксӗт, перекетне пулин пар, Турӑ. Виҫҫӗшне хыҫала хуша пар, иккӗшне ҫемьепелен, ялти ватӑсемпе, хурӑнташ-ӑрупалан ӗҫме-ҫиме пулин пар. Иксӗлми тивлет пар, ҫырлаха пулин пар, Турӑ. Сутас суттӑма витерсе сутма пар, Турӑ; ҫырлаха пулин пар, Турӑ; виҫӗ тӗрлӗ выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр. Ҫуратнине питӗ аллупа пар, ҫуралманнине ҫуратса пулин пар, Турӑ. Ҫырлах, Турӑ. Пӗр вӗҫӗ картара, тепӗр вӗҫӗ шывра пулин пар, Турӑ, ҫырлах. Тӗк пӗрчинчен тӳлесе, пӑхӗнчен самӑртса пулин пар, Турӑ. Кӗсре хыҫӗнчен тиха, ӗне хыҫӗнчен пӑрушне ертмелле ту, сурӑх хыҫҫӑн путек ертес ту. Чӳклӗх пулин те, кӗлӗлӗх пулин те, хурӑнташ-ӑрупалан ӗҫме-ҫимелӗх пулин те пар, Турӑ. Ҫухалатса кӗрӗк тӑхӑнма пар, хӑймалатса (хӑйман — енчӗк) мул тытма пулин пар. Алӑк патне кӗрӳ пар, тӗпеле кин-хӗр пар. Мала пӑхсан вӑтанмалла ан ту, каялла пӑхсан хӑраса вӑтанас ан ту. Шӑнса килекене ӑшӑтса яма пулин пар, выҫӑхса килекене тӑрантарса яма пулин пар, Турӑ. Инеле (кӗлтӑва, йӑлӑна) пӗлмест тесе ан айӑпла, айван ача-пӑча кӗллине хапӑл ту. Малтан каласан кая пулать пуль, кайран каласан мала пулать пуль. Мӗн тупса каланине курса хапӑл ту, ҫырлах, ырӑ Мӑн Турӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр