Пилсемпе кӗлӗсем

427-мӗш кӗлӗ

Ҫырлах, Турӑ, пуҫҫапатпӑр ҫӗнӗ тырӑ шерпечӗпе, ҫӗнӗ тырӑ сӗчӗпе; ҫичӗ тӗслӗ тырӑ ҫичӗ ана ҫине акма пар, Турӑ; пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ тума пар, Турӑ, тӗпӗ хӑмӑш пек, пуҫӗ ҫӑмарта пек пар. Эй, Турӑ, ҫырлах (виҫӗ хут). Вырсан, суратне хурсан перекетне пар, Турӑ; анкартине кӗртсен анкарти перекетне пар, Турӑ; аштарсан виҫӗ пайне илме пар, Турӑ; икӗ пайне пӳлмене хума пар, Турӑ; пӗр пайне ӗҫсе ҫиме пар, Турӑ; выҫса килекене тӑрантарма пар, Турӑ; ыйтса ҫӳрекене парса яма пар, Турӑ. Эй, Турӑ, ҫырлах (виҫӗ хут). Ырлӑх пар, Турӑ; ҫӗрти ырлӑха кӑларса пар, Турӑ; ҫуратманнине ҫуратса пар, Турӑ; ҫуратнине илме пар, Турӑ; чун ҫумне чун хушма пар, Турӑ; мул ҫумне мул хушма пар, Турӑ; ҫурт ҫумне ҫурт хушма пар, Турӑ. Эй, Турӑ, ҫырлах (виҫӗ хут). Упаран сыхла, кашкӑртан сыхла, курайман тӑшмантан сыхла, шӑрчӑкран сыхла; курайман тӑшман куҫӗ куртӑр, алли ан ҫиттӗр. Ҫырлах, Турӑ. Виҫӗ тӗслӗ выльӑхӑмсене виҫӗ карта тулли тытма пар, Турӑ; пӗр вӗҫӗ картара пултӑр, пӗр вӗҫӗ шывра пултӑр, ӗҫнӗ шывӗ таса пултӑр, ҫинӗ апачӗ ҫеҫке пултӑр, выртнӑ вырӑнӗ тӗмӗ пултӑр; кӗсре хыҫӗнчен тиха пар, Турӑ; ӗне хыҫҫӑн пӑру пар, Турӑ; сурӑх хыҫҫӑн путек пар, Турӑ; сак тулли ача-пӑча пар, Турӑ; урай тулли путек пар, Турӑ; тӗпеле кин пар, Турӑ; алӑк патне кӗрӳ пар, Турӑ; тӗпелтен пӑхсан алӑк патне вӑтанма ан пар, Турӑ; алӑк патӗнчен тӗпеле пӑхсан вӑтанма ан пар, Турӑ. Эй, Турӑ, ҫырлах (виҫӗ хут).

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр