Пилсемпе кӗлӗсем

424-мӗш кӗлӗ

Эй, ырӑ Турӑ, ҫырлаха пар, ырӑ чӳклемем, Сана ҫунатлӑ хурӑмпа асӑнатӑп-витӗнетӗп, ҫырлаха пар, ырӑ чӳклемем! Ҫак кӗтсе тӑран ӗҫке хурӑнташ-ӑрупа, пӗлӗш-тантӑшпа, тус-йышпа, ял-йышпа, кин-хӗрпе, ачам-пӑчампа, тарҫӑм-тӗрҫӗмпе, ватӑм-вӗтӗмпе савӑнса чипер кӗтсе илсе, чипер ывӑллӑ-хӗрлӗ, туйлӑ-ҫуйлӑ ирттерсе яма парӑсӑнччӗ, ырӑ Турӑ, ырӑ чӳклемем! Ҫак ҫунатлӑ хура савса панине савса ил, пӗлни пур-тӑр, пӗлменни пур-тӑр, эпир кӗнекеллӗ халӑх мар, виҫ сӑмахпа та пулин айван ывӑла-хӗре хапӑл ту, ырӑ Турӑ, ырӑ чӳклеме.

Чӳклеме хурне пуснӑ чух каланӑ.

Эй, ырӑ чӳклемем, ҫырлаха пар, ҫунатлӑ хурӑмпа, пиҫнӗ хурҫӑмпа Сана асӑнатӑп, витӗнетӗп, ҫырлаха пар, ырӑ Туррӑм, ырӑ чӳклемем! Ялӑм-йышӑмпа, хурӑнташ-ӑрупа, ачам-пӑчампа, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе, ҫичӗ тӗслӗ тыррӑм-пуллӑмпа Сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, хӑнам-вӗрлемпе Сана асӑнатпӑр-витӗнетпӗр, ырӑ Туррӑм, ырӑ чӳклемем, ҫырлаха пар! Ырӑ Туррӑм, ырӑ чӳклемем, ҫырлаха пар! Алӑк панчен пӑхсан тӗпеле — вӑтанмалла тумӑсӑнччӗ, тӗпелтен пӑхсан алӑк патне — вӑтанмалла тумӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм, Сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Эй, ырӑ чӳклемем, Сана ҫунатлӑ хурӑмпа, пиҫнӗ хурҫӑмпа, ырӑ Туррӑм, Сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, тӗпеле кин парӑсӑнччӗ; алӑк патне кӗрӳ парӑсӑнччӗ. Сак ҫи тулли ача парӑсӑнччӗ; урай тулли путек парӑсӑнччӗ. Сак ҫине пӑхсассӑн сакӑран вӑтанмалла тумӑсӑнччӗ; урайне пӑхсассӑн урайӗнчен вӑтанмалла тумӑсӑнччӗ. Ырӑ Туррӑм, чӳк, ҫырлаха пар, аминь, Виҫӗ тӗслӗ выльӑхӑма-чӗрлӗхӗме: сурӑх хыҫҫӑн путек ертме парӑсӑнччӗ, ӗне хыҫҫӑн пӑру ертме парӑсӑнччӗ, кӗсре хыҫҫӑн тиха ертме парӑсӑнччӗ. Пӗр вӗҫӗ шывра пултӑрччӗ; тепӗр вӗҫӗ картара пултӑрччӗ; ӗҫес шыва тасине парӑсӑнччӗ; ҫиес ҫимин тутлӑхне парӑсӑнччӗ. Тӗкӗнчен-ҫӑмӗнчен те пулин тулӑхне парӑсӑнччӗ; сыснӑ пӑхӗнчен те пулин самӑртӑсӑнччӗ; ырӑ Туррӑм, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Виҫӗ тӗслӗ выльӑхӑма-чӗрлӗхӗме уя кӑларса ярсассӑн путкас шывӑнтан-шурӑнтан, тайлӑк кӗперӗнтен, курайман тӑшмантан Эсӗ сыхласа, Эсӗ упрӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Вӑррӑнтан-хурахӑнтан, выҫ кашкӑрӑнтан, выҫ упӑнтан, касакантан, чикекентен Эсӗ сыхласа, Эсӗ упрӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Ҫичӗ тӗслӗ тыррӑма-пуллӑма уя кӑларса сапсассӑн вӗҫен кайӑкӑнтан-кӗшӗкӗнтен, тискер ҫилӗнтен-тӑвӑлӑнтан, сивӗ ҫӑмӑрӑнтан-пӑрӑнтан Эсӗ сыхласа, Эсӗ упрӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Ӑшӑ ҫӑмӑрӑна парӑсӑнччӗ, сипетлӗ сывлӑмна та пулин ӳкерӗсӗнччӗ; акнӑ тыррӑн пӳне хӑмӑш пек, пуҫне чакан пек, ҫӑмарта хӗрли пек тутлӑхне парӑсӑнччӗ; кӗлте ҫыхсан кӗлте перекетне парӑсӑнччӗ; сурат тусан сурат перекетне парӑсӑнччӗ, киле кӳртсен кил перекетне парӑсӑнччӗ; капан тусан капан перекетне парӑсӑнччӗ, ырӑ Турӑ, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Капан пӑсса авӑн хурсан авӑн перекетне парӑсӑнччӗ, вут урлӑ каҫарма парӑсӑнччӗ. Чипер вут урлӑ каҫарсан виҫ валлине виҫӗ пӳлмене хума парӑсӑнччӗ. Пӗр валлипе сутӑ-илӳ тума парӑсӑнччӗ, илес япалӑна йӳнӗ илме парӑсӑнччӗ; сутас япалӑна хаклӑ сутма парӑсӑнччӗ; ырӑ Туррӑм, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Пӗр валлине пӳлмере тытма парӑсӑнччӗ; иксӗлмес тивлетне парӑсӑнччӗ; кивӗ ҫине ҫӗнӗ хума парӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм, чӳк, ҫырлаха пар, аминь. Пӗр валлине ял-йышпа, хурӑнташ-ӑрупа, пӗлӗш-тантӑшпа пӗрле ӗҫсе ҫиме парӑсӑнччӗ; сивве шӑнса килене ӑшӑтса яма парӑсӑнччӗ; выҫӑхса килене тӑрантарса яма парӑсӑнччӗ. Сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, ырӑ Турӑ, чӳк, ҫырлаха пар, аминь.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр