Пилсемпе кӗлӗсем

434-мӗш кӗлӗ

Тур, ҫырлах, Тур, ан прах! Хуҫа ятлӑ курка пуҫласа ячӗ... Турӑ, ку вӑхӑта чипер ҫитертӗн, тата ҫӑва чипер тухма пар; тата ҫӑва тухсассӑн тыр акас тейӗпӗр: шӑрт-теренсене вӑй-хӑват пар, ултӑ лаша акара ҫӳремелле пултӑр, виҫӗ кӗсри сӳрере, виҫӗ тихи хыҫҫӑн выляса пымалла пултӑр. Акнӑ тырри хулӑн пултӑр, хӑмӑл хӑмӑш пек пултӑр, тӑрри пӑрҫа пек пултӑр: пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илме пар, Тур, ҫырлах! Йӑван асӑнать-витӗнет сана, Турӑ! Вырас тейӗпӗр: вырнӑ чухне ывӑҫ кассан ывӑҫ перекечӗ пултӑр; кӗлте тӑвӑпӑр, кӗлте тусан кӗлте перекечӗ пултӑр; тӗм тусан тӗм перекечӗ пултӑр; уйра ҫӗмел тӑвӑпӑр, ҫӗмел перекечӗ пултӑр; турттарнӑ чух урапа ҫине хурӑпӑр, урапа перекечӗ пултӑр; анкартине илсе пырса капан тусан капан перекечӗ пултӑр. Тата сиксе тӑрса авӑн хурас тейӗпӗр: вутӗнчен-кӑварӗнчен ҫырлах, Турӑ, сиксе ӳкнӗ хӗлхемӗнчен. Авӑнне ҫапсан пурана хурӑпӑр, пура перекечӗ пултӑр: тӑватӑ валли хыҫалта вырттӑр, виҫӗ валлине ӗҫсе ҫимелле пултӑр. Ҫичӗ тӗслӗ тырра ҫичӗ кӗлет тытма пар. Ҫичӗ тӗслӗ выльӑха ҫичӗ карта тытма пар: шӑварма кайнӑ чух пӗр вӗҫӗ картара, пӗр веҫӗ шыв хӗрринче пултӑр; тӗкӗнчен-ҫӑмӗнчен тӳлесе пытӑр, пӑхӗнчен-шӑкӗнчен савӑнтартӑр. Ҫырлах, Турӑ! Йӑван асӑнать-витӗнет сана. Тата аҫаран-ҫиҫӗмрен, вутӑнтан-кӑварӑнтан ҫырлах, Турӑ! Тата сутас тавара хакла сутма пар; илес тавара йӳн илме пар. Сана асӑнатпӑр-витӗнетпӗр, Турӑ! Ҫак сӑрана ялӑм-йышӑмпа, кӳршӗм-кӳппӗмпе чипер ӗҫсе-ҫиме пар, Турӑ, ҫуратма пӗлтӗн те усрама пӗл. Айван кӗллине хапӑл илсе пар. Аминь, ҫырлах!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр