Пилсемпе кӗлӗсем

428-мӗш кӗлӗ

Турӑ, ҫырлах! Ҫак ҫӗнӗ ҫӑкӑр-тӑварпа, ҫӗнӗ шерпетпе Сана асӑнатпӑр, пуҫҫапатпӑр, тархаслатпӑр. Хам кил-йышпа, ачам-пӑчампа, хурӑнташӑм-ӑрӑвӑмпа, кӳршӗм-кӳппӗмпе, ялӑм-йышӑмпа, пӗлӗшӗмпе-тантӑшӑмпа Сана, Турӑ, пуҫҫапатӑп, тархаслатӑп. Ӗҫмелӗх-ҫимелӗх перекетне пар. Ну, Турӑ, тата тархаслатӑп, виҫӗ тӗслӗ выльӑхшӑн ҫиес апатне тутӑ ту, ӗҫес шывне тӑрӑ ту, пӗр вӗҫӗ шывра пултӑр, тепӗр вӗҫӗ картара пултӑр. Ну тата, Турӑ, шухӑшлӑпӑр — акана каяс тейӗпӗр — ырӑ кунне пар, ырӑ ҫулне пар, ырӑ сехет тӗлне ту; ултӑ лашине кӳлсе тухсан ырра хирӗҫ ту, усала тӳртӗн ту, Турӑ! Унтан ана ҫине ҫитӗпӗр, шӑрт-тӗренне ҫавӑрса лартӑпӑр, ака пуҫне шӑрт-терен ҫивӗчне те пулин пар, Турӑ. Турӑ, тата Сана асӑнатӑп: ултӑ лаши акара пултӑр, виҫӗ кӗсри сӳрере пултӑр, виҫӗ тихи хыҫҫӑн выляса пыччӑр, Турӑ, ҫавӑншӑн асӑнатӑп Сана. Ну тата, Турӑ, асӑнатпӑр Сана, пуҫҫапатпӑр, хуратсан шуратмалӑхне пар, вӑрлӑх тиесе тухсан, ырра — хирӗҫ, усала — тӳртӗн ту; ана ҫине ҫитсен, кунтӑк ҫине тултарсан кунтӑк перекетне пар, ывӑҫласа сапсан ывӑҫ перекетне пар; акса пӗтерӗп, акса пӗтерсен ман тикӗс пулмӗ, Турӑ, Эсӗ тикӗсле пулин пар. Унтан Санӑн ырлӑхупа, Турӑ, калчине пӑхма кайӑп. Калчине курсан калчинчен савӑнмалӑхне пар; пӳне курсан пӗвӗнчен савӑнмалӑхне пар. Унтан тата, Турӑ, уялла тухма шухӑшлӑпӑр, ҫава-ҫурла хурса тухӑпӑр: туртса касас ҫавинчен, туртса касас ҫурлинчен, ҫырлах, Турӑ! Ывӑҫ тусан ывӑҫ перекетне пар, кӗлте перекетне пар; тӗм тӑвӑпӑр, тӗм перекетне пар. Кӗлтесене пуҫтарӑпӑр, пуҫтарсан ҫӗмел тӑвӑпӑр — ҫӗмел перекетне пулин пар, Турӑ! Унтан Турӑ, Сана асӑнатӑп, пырса перӗнес выльӑхӑнтан-чӗрлӗхӗнтен сыхла, ҫырлах, ҫилӗнтен-тӑвӑлӑнтан ҫырлах, Турӑ! Вырса пӗтерсен урапа кӳлсе тухӑпӑр — ҫитсе ҫавӑрса лартӑпӑр ҫӗмел кутне урапа; тийӗпӗр, тиесен хуҫӑлас пуслӑхӑнтан, татӑлас вӗренӗнтен сыхла, ҫырлах, Турӑ! Ҫул ҫине тухсан тайлӑк кӗперӗнтен ҫырлах, Турӑ! Мӑн кӗлете, анкартине ҫитсе кӗрӗпӗр, капан тӑвӑпӑр, капана курса хӗпӗртесе савӑнмалӑхне пар, ҫынсем курсан ҫынсене савӑнмалӑхне пар, Турӑ! Ну, Турӑ, тата асӑнатӑп, пуҫҫапатӑп, капан тӑрне чупса хӑпарса кайӑп, капан пӑсса авӑн хурӑпӑр, авӑн ӑшне вут чӗртӗпӗр; вут чӗртсен, вӗҫсе пырас хӗмӗнчен, шӑшинчен-шӑрчӑкӗнчен ҫырлах, Турӑ! Чипер вут урлӑ каҫарма пар, Турӑ! Типӗтсен, авӑн тӑрне чупса хӑпарса кайӑп; сарӑм сарӑпӑр — сарӑм перекетне пар, Турӑ! Кӑшӑллӑпӑр — кӑшӑл перекетне пар, Турӑ. Сӑвӑпӑр — лайӑх ҫилне пулин пар; кӗмӗл пек тасатма пулин пар, Турӑ! Кӗлете кӳртӗпӗр, кӗлет перекетне пар, Турӑ! Ҫырлах, ҫичӗ тӗслӗ тырра ҫичӗ кӗлете хывма пар: ултӑ валли хыҫалта тӑтӑр, пӗр валлипе ӗҫме-ҫиме перекетне пар; илнӗ ҫӗртен ан иксӗлтӗр, панӑ ҫӗртен ан палӑртӑр; армана кайӑпӑр — чипер авӑртса килме пар; Турӑ тата патша саккунӗпе пама хырӑҫ пар, ҫавна халӑх вӑта ҫӗрӗнче татмалӑх пар; выҫса килекене тӑрантарма пар, шӑнса килекене ӑшӑтма пулин пар, Турӑ! Ну, Турӑ, тата асӑнатӑп: ултӑ ураллӑ, тӑват ҫунатлишӗн Сана асӑнатӑп — ҫӑвӑр кӑларсан катана ан яр, Турӑ. Шутлӑхсам та пур, ҫурт-йӗрсем те пур сырмалӑх, ҫеҫкене кайсан ҫеҫкере савӑнтар. Ҫак ҫӗнӗ ҫӑкӑр-тӑвар ҫине ҫӑкӑр-тӑварпа хӑймаласа лӗпӗр-лӗпӗр туса ӗҫме-ҫиме пар, Турӑ! Тӗпеле кин-хӗр пар, алӑк патне кӗрӳ пар, Турӑ, ҫав ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ҫитер. Ну, Турӑ, Сана тата пуҫҫапатӑп: кайран каласси малтан пулчӗ пуль, малтан каласси кайран пулчӗ пуль, каҫар, Турӑ, ҫылӑхли те пуль, ҫылӑхсӑрри те пуль Санӑн, Турӑ; Ҫылӑхлисене каҫар, каҫар пире, Турӑ! Ҫапла пӗлмен чӗлхем-ҫӑварӑмпа, ӑсӑм-халӑмпа асӑнатӑп Сана, Турӑ! Ачам-пӑчампа, кӳршӗм-кӳппӗмпе, хурӑнташ-ӑрӑвӑмпа, пӗлӗшӗм-тантӑшӑмпа асӑнатӑп, витӗнетӗп ҫапла, Турӑ, Ҫырлах пире, каҫар ҫылӑхлӑскерсене.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр