Пилсемпе кӗлӗсем

432-мӗш кӗлӗ

Ҫырлах, Турӑ! Ҫак ҫын кил-йышӗпе ачи-пӑчине, выльӑх-чӗрлӗхне сывӑ усра. Ҫӗнӗ тырӑ шерпечӗпе асӑнатпӑр: шерпече — сана, йӳҫҫӗшӗ — пире.

Вун ик кӑшӑллӑ пичкине вун ик талӑк ӗҫме пара пар. Пӗҫернӗ ҫӑкрине перекетне-ушлӑхне пар, пиҫнӗ яшкине тутине кӳрсе пар.

Кӗр акса хӑварнӑ тыррине ҫур калчинче савӑнтар, ҫур акнӑ тыррине ҫу савӑнтарса пар, пучаха ларнӑ чух вӗри-шарӗнчен, ҫилӗ-тӑвӑлӗнчен, пӑрлӑ ҫумӑрӗнчен Эсӗ упра, Турӑ.

Иртсе каякан ӑшӑ ҫумӑрне тӑхтаса пар. Йывӑр-хаяртан, кайӑк-кӗшӗкрен, усал хурт-кӑпшанкӑран, усал куҫӗнчен Эсӗ упра, Турӑ.

Тӑррине пар чакан пек, кутне пар хӑмӑш пек. Ӗҫлеме вӑхӑт ҫитсен, кил-йышпа, ачам-пӑчампа вырма каҫалӑк умне тӑрсан, малалла пӑхсан тырринчен савӑнтар: калла пӑхсан тӗмӗнчен савӑнтар. Тӗмне пуҫтарса ҫӗмел тусан кутран ҫӗмел пар. Кӗлтине анкартне кӗртсен ҫичӗ ӗрет капана лартма пар; капан тӑррине улӑхса капан салатнӑ чух капан перекетне пар; авӑн ҫумне чӗркесен чипер типӗтсе илме пар; вут-кӑвартан, ҫил-тӑвӑлтан эсӗ упра, Турӑ.

Сарӑм сарсан ылтӑн пек шӗкӗлчесе илме пар, вӑйлӑ ҫумӑрӗнчен эсӗ упра, Турӑ. Тыррине йӗтем ҫине пуҫтарсан тӳлек ҫилпе сӑвӑрса илме пар, сӑвӑрса лартнӑ кӑшӑлне савӑнтарса пара пар, ҫичӗ тӗслӗ тыррӑма ҫичӗ ампар тултарма пар, кивӗ ҫине ҫӗнӗ хывма пар. Арман авӑртма кайсан чипер авӑртса тавӑрма пар; авӑртса тавӑрнӑ ҫӑнӑхне перекетне пар.

Виҫӗ тӗслӗ выльӑхӑма виҫӗ карта хупма пар, пӑхӗнчен самӑртса пар, тӗк пӗрчинчен хунатса пар.

Мӑклӑ чул хушшинчине, ултӑ ураллӑ кайӑкне кӑларса пар. Валем пек ҫӳлтен вӗҫсе пыраканне те вӑрӑм чӑрӑш тӑррине сӑрма пар, ама ҫумне ама ертсе пар, ҫӑвар ҫумне ҫӑвар хушса пар, пӗр вӗҫӗ мартара кӗрлетӗр, пӗр вӗҫӗ чечекре сӗрлетӗр. Ырӑ хӑнасене чыс тума пар, ҫӳпҫелетсе ҫӑвне тытма пар.

Хӑймалатса мулне тытма пар, тырӑ та патша-юсах хыснине чипер тӳлесе тӑма пар. Сутас сутта хаклатса сутма пар, илес япалине йӳнетсе илме пар. Ҫитменнине ҫитерсе пар, тухманнине кӑларса пар.

Сут-йӗр умне тӑрсан, чӗлхе-ҫӑвар ҫыхланасран эсӗ упра, Турӑ.

Аяк ҫула кайсан усал-тӗселтен, вӑрӑ-хурахран эсӗ упра, Турӑ. Тайлӑк кӗперӗнчен, аслӑ шыв ҫине ларсан — шӑтӑк кимминчен, хушка хумӗнчен эсӗ упра, Турӑ. Хура халӑх вӑти ҫӗрне тӑма пар; ҫурт ҫумне ҫурт хушма пар, иртсе каякан хӗр туйне кӗртсе кӑларма пар, выҫӑ килекене тӑрантарса яма пар, шӑнса килекене ӑшӑтса яма пар.

Алӑк патне кӗрӳ ҫӑкӑнтар, тӗпеле кин ҫӑкӑнтар. Айван кӗлле хапӑл илсе, хуш хурса ил, чӳк ҫырлах, Турӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр