Пилсемпе кӗлӗсем

425-мӗш кӗлӗ

Ҫырлах, ҫӗнӗ хурҫӑпа асӑнатӑп, витӗнетӗп, пӗр пӗрчӗ сапса пин пӗрчӗ пар, тӗпне хӑмӑш пек пар, тӑррине чакан пек, пӗрчӗшне пӑрҫа пек пар, ҫырлах. Ҫил-тӑвӑлтан та пулин Эсӗ упраса, Эсӗ сир, усал-тӗсел ҫумӑртан та Эсӗ упраса, Эсӗ сир, каҫхи сулхӑнтан та Эсӗ упраса, Эсӗ сир. Ҫӗрти шӑрчӑкран та пулин Эсӗ упраса, Эсӗ сыхла; ҫӗрти хурт-кӑпшанкӑран та пулин Эсӗ упраса, Эсӗ сыхла, ҫырлах. Ана ҫине пырсан ана ҫинче савӑнмашкӑн пар, тӗм ҫумне тӗм пар, ҫӗмел ҫумне ҫӗмел пар; анкартине кӳртсен анкарти перекетне пар, ҫырлах. Йӗтем ҫине кӗрсен йӗтем перекетне пар, ҫырлах. Пӳлмене кӗрсен пӳлме перекетне пар, виҫӗ пайне пӳлмене хума пар, пӗр пайне ӗҫсе ҫиме пар, ҫырлах. Панӑ ҫӗрӗ ан палӑртӑр, илнӗ ҫӗрӗ ан иксӗлтӗр, сутас тавара хака пама пар, илес тавара йӳне илме пар, ҫырлах. Выҫса килекене тӑрантарма пар, ҫырлах. Ут хыҫҫӑн тиха ерт, ӗне хыҫҫӑн пӑру ерт, пӗр вӗҫӗ картара, пӗр вӗҫӗ шывра пулма пар, ҫырлах. Урай тулли путек пар, сакӑ тулли ывӑл-хӗр пар, ҫырлах. Мӗнтен хӑранӑ, унтан упра, мӗнтен ӗмӗтленнӗ, унтан патӑр, ҫырлах. Алӑк патне кӗрӳ пар, тӗпеле кин пар. Ҫырлах. Кантӑр акса кантӑр пар, йӗтӗн акса йӗтӗн пар. Ҫырлах.

Ҫитни пулчи, ҫитменни пулчи, пӗлни пулчи, пӗлменни пулчи, ҫаврӑннӑ чӗлхе пулчи, ҫаврӑнман чӗлхем пулчи, ҫакӑ алӑ валлипе кӗлтӑватпӑр, асӑнатпӑр, витӗнетпӗр. Чӳк, ҫырлах.

Алӑ валлипе кӗлтунӑ чухне каланӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр