Пилсемпе кӗлӗсем

657-мӗш кӗлӗ

Ну, ачасем, пире шуратрӑр. Пирти шурӑ сире те пултӑр, йӑхран йӑха куҫса пытӑр. Кашни уйра кантӑр ани пултӑр. Ут пусайми ҫемҫе пултӑр. Пуси пултӑр, кантӑр пултӑр. Лаша пӗккинчен ҫӳллӗ пултӑр, ишсе тухайми ҫӑра пултӑр. Хӗрарӑм аки ӑнса пытӑр. Ҫӳпҫе тулли пирӗ пултӑр. Тӗр акийӗ юхса тӑтӑр. Парне-сарне пама пултӑр. Ҫӳпҫе хӗрри ан катӑлтӑр. Кивви ҫине ҫӗнни пултӑр. Хӗрарӑм аки тума хӗр ҫуралтӑр, пичӗ-куҫӗ ҫырла пултӑр, икӗ куҫӗ ҫӑлтӑр пултӑр, ҫӳҫ хӗррисем кӑтра пулччӑр, ҫын кӑмӑлӗ савӑнтӑр, ҫуран ӑшран ан ятӑр. Икӗ алли ӗҫчен пултӑр, кахал йӗрне ан пустӑр, ӗҫӗ-хӗлӗ кӑвар пултӑр, яла-йыша юрӑх пултӑр. Ар сӑмахӗнчен ан ирттӗр, ара хирӗҫ ан чӗнтӗр, ар хыҫӗнчен ан юлтӑр. Килти ҫӳппе яла ан турттӑр, ялти ҫӳппе киле ан кӳтӗр, ара намӑс ан кӳтӗр. Кил пуҫ пулма ывӑл ҫуралтӑр. Пулас ывӑл юман пултӑр, упа айне ан пултӑр, ниҫта намӑс ан куртӑр. Ашшӗ ятне ан ҫӗрттӗр, хӗрарӑмран намӑс ан куртӑр. Калас сӑмах ҫирӗп пултӑр, калан сӑмах хурҫӑ таттӑр, тӑшманран намӑс ан куртӑр. Ырӑ ятпа ят сартӑр, вулӑсӗпе паллаччӑр, хирӗҫ пулса иртекен пуҫ таймасӑр ан ирттӗр. Уйра уй пуҫ пулччӑр, ялта ял пуҫ пулччӑр, тӑван йышран ан уйрӑлтӑр, ял халӑхӗнчен ан сивӗнтӗр. Паянтан малалла иккӗн выртӑр, виҫҫӗн тӑрӑр. Пирӗнтен тухнӑ йӑла мар, ытам тулли ачи пултӑр, ача ӑсне ват ӑс патӑр, пурнӑҫ тытма вӗрентӗр. Юман ятне ан ҫӗртӗр, упа ятне ан ярӑр. Кашни сакка ача пултӑр, карта тулли выльӑх пултӑр, Пихампар Турӑ сыхлатӑр. Ҫакӑн пек ялан кӗреке тулли пултӑр, саркавай (хӗрӗх витре кӗрекен пичке) сӑри ан чактӑр. Уйран уя ана пултӑр, тӗм вырӑнне ҫӗмел лартӑр, ҫӗмел вырӑнне капан лартӑр. Тырри пучах шит ҫур пултӑр. Тырри пӗрчи шӑрҫа пек, хӑмӑл тени хӑмӑш пек, тинӗс хум пек хумхантӑр. Ялтан яла пӗлӗш пултӑр, тухса ҫӳреме савӑк пултӑр. Килен-каяна кӗтсе илӗр, ҫӑкӑр-тӑварпа ыр тӑвӑр, ыр кӑмӑлпа ӑсатӑр. Халӑхран иртсе ан кайӑр, халӑхран кая ан юлӑр. Ватта курсан, ватӑ пулӑр, ҫамрӑкпа ҫамрӑк пулӑр, ача курсан ача пулӑр. Арпа арӑм пӗр пулӑр, хушша тӑшман ан кӳртӗр. Ватта пӑхӑр, ватта итлӗр. Ват ҫын ӑсӗ — тӑват ҫын ӑсӗ. Ырра хирӗҫ ырӑ пулӑр, ниҫта намӑс ан курӑр, чӑваш ятне ан ярӑр. Ман пиллӗхӗм ҫитсе пытӑр, шӑла уҫса телей кӗтӗр, ҫынна парӑм ан пултӑр, ҫынтан илес парӑм пултӑр. Аҫу-апуна хур ан тӑвӑр, пыл чӗрес пек тутлӑ пулӑр, ҫу куршак пек ҫуллӑ пулӑр. Тутла ҫитес мӗн пултӑр, ыр пулнине мӗн ҫиттӗр. Каснӑ йывӑҫ вырӑнне йывӑҫ шӑттӑр, ҫурт вырӑнне ҫурт лартӑр. Ашшӗ вырӑнне ывӑл пултӑр, амӑш вырӑнне кинӗ пултӑр. Йӑхран йӑха йӑх пытӑр, ашшӗ тӗтӗмӗ ан сӳнтӗр, ҫур ял таран тӑван пултӑр. Ҫак куркари сим пыл пек симпӗлтетсе пурӑнар. Сим пыл ӗҫсен юр юрлар, шерпет ӗҫсен таш ташлар. Ну, ачасем, ытлашшине каҫарӑр, ҫитменнине ҫитерӗр. Ватта намӑс ан кӳрӗр, ниҫта намӑс ан курӑр, ман пиллӗхӗм ҫитсе пытӑр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр