Паттӑрсемпе несӗл пуҫӗсене калани
Ваттисен йӑлине ҫирӗп тытса пыракан тӗн йӗрки несӗл пуҫӗсене, паллӑ мӑчавӑрсене мала кӑларнӑ. Пуринчен те ытларах тӑван ҫӗршӗн, халӑхшӑн кӗрешнӗ паттӑрсене пысӑк хисеп тунӑ. Вӗсене турӑсен ретне лартнӑ. Хаймак-хачмакра, халапсемпе юмахсенче паттӑрсен ячӗсем самаях нумай упранса юлнӑ. «Мифсем, легендӑсем, халапсем» кӑларӑмри (2004) «Паттӑр несӗлсем» пайра теҫетке ытла паттӑр ячӗ тупӑнать: Атӑл паттӑр, Улӑп Меттей, Услати, Темен, Сарри, Элӗк, Ахплат, Сӑкӑт, Сурӑм, Шу паттӑр, Туй паттӑр, Чура паттӑр, Тукмар, ҫар пуҫӗ пулнӑ Салама хӗр, Юрак хӗр, Тартан, Пит тата ытти паттӑрсем халап йӗр хӑварнӑ.
Вӗсене пурне те хӑйсен тавринчи киреметсенче кӗлӗ туса асӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах пӗтӗм чӑваш халӑхӗ ятарлӑ кӗлӗ каласа мухтакан несӗл пуҫӗсемпе паттӑрсем пур. Вӗсенчен паллисем — Валӗм хуҫа, Сарри паттӑр, Чура паттӑр, Ама паттӑр ҫар пуҫӗ.
Паллӑ мӑчавӑрсенчен Куҫтинкепе Ярхункка ячӗсем кӗлле кӗрсе юлнӑ.
Ҫумпайсем
Валем хуҫа кӗллисем (225-226)
Пӳлер ҫӑлӗ патӗнчи кӗлӗ (227-228)
Сурӑма пуҫ тайни (229-230)
Халӑх Сурӑмне тунӑ чухне (231-232)
Чура паттӑр кӗлли (233)
Куҫтинкке мӑчавара хывни (234)
Михаппар кӗтӗрӗшнене хывни (235)
Хӑяхван ламшар кӗллисенчен илнӗ сыпӑксем (236-237)
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен