Чура паттӑр кӗлли
«Чура» сӑмахӑн авалхи тӗрӗк чӗлхинчи пӗлтерӗшӗ — «юлан утлӑ салтак, хӳтӗлевҫӗ». Чура паттӑр — историре пулнӑ ҫын ячӗ. Унӑн хуралӗ Атӑл хӗрринче тӑнӑ. Вӑл хальхи Муркаш районӗнчи Актай ялӗ патӗнче хаяр ҫапӑҫура аманнӑ. Ӑна Ункӑ шывӗ Ҫавала юхса кӗнӗ ҫӗрте Патӑрьел сӑрчӗ ҫине пытарнӑ.
Чура паттӑра Шупашкар районӗнчи Атӑльялпа Вӑрманкасси хушшинчи ҫӳллӗ вырӑнта, Атӑл хӗрринчи хулаш сӑрчӗ ҫинче чӳклесе асӑнаҫҫӗ.
Чӳкне халӗ те ҫулсеренех «Хӑравути пуххи» акатуй умӗн ирттереҫҫӗ. Чура паттӑр сӑрчӗ ҫине пырса кӑвайт хурса апат-ҫимӗҫ хываҫҫӗ. Мӑчавӑр кӗлӗ калать.
233
Чура паттӑр! Пирӗн авалхи паттӑр маҫаксем!
Эпир сире чӳк парса асӑнма килтӗмӗр. Пирӗн ӗҫме-ҫимене йышӑнар, пирӗн сӑмаха итлесе пӑхӑр. Савӑнмалли те пур пирӗн, хурланмалли те пур. Эсир пире вӑй парса тӑрӑр.
Паян пирӗн Хӑравути пуххи пулать. Унта калаҫӑпӑр, юрлӑпӑр, ташлӑпӑр, ӗрет тухӑпӑр. Эсир те чунӑрсемпе пирӗн йышра ҫӳрӗр. Эпир ӗҫлесе тунине курӑр, эпир мӗнле пурӑннине хак парӑр.
Эсӗ, Чура паттӑр, монголсемпе ҫапӑҫса вилнӗ. Эпир фашистсемпе ҫапӑҫса куртӑмӑр. Эсир пилленине манмастпӑр, тӑван ҫӗре хӳтӗлеме пӑрахмастпӑр. Вӑрҫи-харҫи ҫаплах пӗтмест. Ҫавна мӗнле чармалла-ши? Яшсен ӗмӗрӗсене уссӑр пӗтерес марччӗ...
Йывӑр килсен сана пулӑшма чӗнӗпӗр. Эпир сана манман, манмастпӑр. Халӗ ӗнтӗ Хӑравути пуххине пыр. Пирӗнпе пӗрле савӑн. Чап та мухтав пултӑр сана! Сан пекех ытти паттӑр салтаксене те мухтавран мухтав пултӑр!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен