Пилсемпе кӗлӗсем

Пӳлер ҫӑлӗ патӗнчи кӗлӗ

 

227

Асаттесем, асаннесем, мӑн маҫаксем, мамаксем, кукаҫейсем, кукамайсем, мӑнкаҫисем, мӑнкамисем, тӑвансем, хурӑнташсем, чӗннисем, килнисем! Эсӗ те, Валӗм хуҫа, эсӗ те, Мерчен сӑлу, эсӗ те, Вырхи ӗмпӳ, эсӗ те, Тевлет вӑйпут! Пурте килӗр!

228

Паянхи кун сире ятарласа асӑнатпӑр, Шупашкартан, Хусантан, Чӗмпӗртен, Ӗпхӳрен килсе чӑваш халӑхӗ ячӗпе ҫимӗҫ хыватпӑр.

Йӑмра хулли, ҫӑка е пилеш турачӗ, юман туя тытса итлӗр пире, ватӑсем! (Туратсене асӑну юпи ҫумне хурас пулать.)

Чапӑрлӑ ҫӑкӑр, кӗрпеклӗ пӑтӑ, кӑпӑш ҫӳхӳ сирӗн умра пултӑр! (Тухӑҫ енне кайса хумалла. Асӑннӑ ҫимӗҫсем ҫук пулсан тырӑ ҫимӗҫӗнчен икерчӗ, кулач т. ыт. виҫӗ тӗрлӗ ҫимӗҫ юрать.)

Сарӑ ҫу, шурӑ чӑкӑт, хӗрлӗ ҫӑмарта сирӗн кӗрекере пултӑр! (Кӑнтӑр енне кайса хумалла.)

Така пуҫӗ, автан качи, ӑмӑрт кайӑк тӗкӗ сирӗн вучах умӗнчен ан татӑлтӑр! (Хӗвел анӑҫ енне апатран кашнинчен виҫ татӑк шӑмӑ, аш кайса хумалла.)

Тӑварлӑ шыв, хӑмлаллӑ сӑра, пыллӑ шерпет сирӗн аллӑрсенче пултӑр!

(Ҫурҫӗр еннелле хывмалла.)

Тӑван ҫӗре хӳтӗленӗ паттӑр несӗлсем! Сирӗн сӑваплӑ ятӑрсене сума суса тӑваттӑлатнӑ (тӑватӑ ҫуртана пӗрле явнӑ) ҫурта ҫутатӑп. (Асӑну юпи ҫине ҫутса лартаҫҫӗ.)

Аслӑ Пӑлхарта выртан ырӑсем! Тӗнче хӑлӑпӗ Сирӗн алӑра мар. Турӑ кӗнеки пирӗн алӑра мар. Ҫӳлти Турӑ хушнине, ҫӗрти патша ыйтнине эсир тӗппи пурнӑҫланӑ. Тӑхӑмӑрсем сирӗн ятӑрсене йӑлтах пӗлеймӗҫ. Уншӑн ан айӑплӑр. Пӗлнине асра усрӑпӑр. Пӗлменнине пӗлме тӑрӑшӑпӑр. Мухтав сире!

Валӗм хуҫапа Мерчен сӑлу! Сирӗн ӑспа, сирӗн чунпа вун икӗ хӗр ҫитӗннӗ, хулана хӳтӗлеме ар ҫитмесен хӑйсем вута кӗрсе паттӑр пулнӑ. Пире те кирлӗ самантра паттӑр пулма хӑват парӑр! (Хӗрсем тайӑлаҫҫӗ.)

Вырхи ӗмпӳпе Тевлет чарпут! Сирӗн ӑсталӑхпа, сирӗн хастарлӑхпа халӑх кар тӑнӑ та вилӗмрен юлнӑ. Пире те кирлӗ вӑхӑтра таса вута кӗме хыпар парӑр. (Арсем тайӑлаҫҫӗ.)

Сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн пурте калаҫҫӗ: «Ята ямӑпӑр! Ята ямӑпӑр! Ята ямӑпӑр!»

Аслӑрах ҫынсем курка тытаҫҫӗ. Вӗсен умне яш ҫынсем тӑраҫҫӗ, пӗри тупа сӑмахӗсем калать. Унтан пурте пӗрле тытӑнса «Алран кайми» юрлаҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр