Михаппар кӗтӗрӗшнене хывни
Ҫӗмӗрле енчи Хутар тавринче чӳк тунӑ чухне Вылӑра выртана, Илькушара кӗлӗ каланӑ чухне Михаппар кӗтӗрӗшне ячӗпе чӳк тунӑ.
Михаппар — Пӑкача вӑрҫи вӑхӑтӗнче палӑрнӑ паттӑрсенчен пӗри, Нехей, Тойтерек, Резван пек ертӳҫӗ.
Ӑна пӑлхав хыҫҫӑн тытса пуҫиле янӑ. Халӑх асне вӑл «Мыхаппар кӗтӗрӗшне» (каторӑшнӑй) ячӗпе кӗрсе юлнӑ.
235
Михаппар кӗтӗрӗшнӗ!
Сана апат-ҫимӗҫпе асӑнатпӑр. Хура халӑхшӑн ҫухатнӑ пуҫу Леш тӗнчере сӑвап куртӑр. Эсӗ пирӗнпе ҫук пулсан та сан шульӑш кунтах пурӑнать.
Ҫӑтмахра ҫӳре. Тутӑ ҫӳре. Кунти хурлӑхшӑн унта ырлӑх ҫиттӗр...
Ҫырлах!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен