Пилсемпе кӗлӗсем

Халӑх Сурӑмне тунӑ чухне

 

231

Сурӑм сӑрине тӑвакансем, кӗлӗ кӗтӳҫисем ӑслине ӗҫнӗ чух ҫапла каласа асӑнса ӗҫеҫҫӗ:

Ҫырлах, Сурӑм! Сана ӑслапа ял-йышшӑн [мӗнтен те пулсан] асӑнатпӑр, витӗнетпӗр. Усал ан тӑвах, ҫырлахах пире, пур ватти-вӗттисемшӗн, ачи-пӑчишӗн ҫакӑ яла усал ан ту. Халӗ ӑслапа асӑнатӑп, ӑслине ӑнтар, йӳҫӗт, ыран вара сана пур халӑхпа сӑрапа асӑнатпӑр, ҫырлахах, Сурӑм.

Килях, ҫырлах, Сурӑм! Паян ир сана ӑслапа асӑнтӑм, халӗ ӗнтӗ сана сӑрапа асӑнатпӑр тата апатпа санӑн ятунтан пашалу пӗҫеретпӗр. Ҫырлах, Сурӑм, тата асӑнатпӑр ял-йышпа, халӑхпа ача-пӑчашӑн та выльӑх-чӗрлӗхшӗн. Ҫак яла татах ҫырлах, тата кӗлтӑвап, чир-чӗр ан яр, инкек-синкек ан ту, пӑш-пашпа ан йӗрӗнтер, ҫырлах, Сурӑм. Малтан каласси кая юлчӗ пулӗ, кайран каласси малтан пулчӗ пулӗ. Пирӗн айвансене ҫырлах, эсӗ пирӗн кӗлле ху пӗлсе ҫырлах. Акӑ кӑҫал килтӗну сана ҫырлахтартӑмӑр. Килес ҫулсӑр ан кил. Килес ҫул каллех кил, килес ҫулта татах ҫакӑн пекех асӑнӑпӑр. Ҫырлах, Сурӑм!

Сӑхсӑхмасӑр ӗҫеҫҫӗ. Сӑрана ӗҫсе пӗтерсен апат хатӗрлесе (пашалу, пӗр савӑт сӑра, тепӗр савӑт эрех т. ыт.) лашапа каҫхине чир-чӗр ӑсататпӑр тесе ют ҫӗре кайса тӑкаҫҫӗ. Вӑрттӑнлӑх — тӗрӗсне каламаҫҫӗ тӗл пулакана. Лешсем хӗнеҫҫӗ, вара Сурӑм ҫырлахать. Ют ҫӗрте тӑксан, хӑйсен йӑлипе ӗҫсе-ҫисен юрланӑ, ташланӑ, мӑкӑртатса кӗлтуса хӑварнӑ... Тӗлленекенсем пулаҫҫӗ: «Кӗҫӗр пирӗн ялтан ҫав уничепе кӗтӳ хӳтерсе тухса кайрӗҫ тутарсем (Сурӑм тутар тенине те илтнӗ тӗлӗк тӑрӑх). Чир-чӗр малашне тасалать пулас те-ха ӗнтӗ, — тенӗ. — Сурӑм турӗҫ те, ял хушшинче, чӑнах, ни чир-чӗр ҫук, пӑш-паш ҫук, спаҫҫипе, рахмат пуҫарса тӑвакансем», — тенӗ.

232

Ҫырлах, Сурӑм, сана ӑслапа асӑнатпӑр, витӗнетпӗр. Усал ан тӑвах, ҫырлахах пире, пур ватти-вӗттишӗн, ачи-пӑчишӗн, ял-йышшӑн, мӗнтен те пулсан ҫакӑ яла усал ан ту. Халӗ ӑслапа асӑнатӑп, ӑслине ӑнтар, йӳҫӗт. Ыран вара сана пур халӑхпа сӑрапа асӑнӑпӑр. Ҫырлахах, Сурӑм...

Килех, ҫырлах, Сурӑм. Паян ир сана ӑслапа асӑнтӑмӑр, халӗ ӗнтӗ сана сӑрапа асӑнатпӑр тата апатпа. Сан ятунтан пашалу пӗҫертӗмӗр, ҫырлах, Сурӑм. Тата асӑнатпӑр ял-йышпа, халӑхпа. Ача-пӑчашӑн та, выльӑх-чӗрлӗхшӗн те ҫак яла татах ҫырлах, тата кӗлтӑватӑп. Чир-чӗр ан яр, инкек-синкек ан ту, пӑш-пашпа ан йӗрӗнтер, ҫырлах, Сурӑм. Малтан каласси кая пулчӗ пулӗ, кайран каласси малтан пулчӗ пулӗ. Пире, айвансене, ҫырлах. Эсӗ пирӗн кӗлле ху пӗлсе ҫырлах. Акӑ кӑҫал килтӗн, сана ҫырлахтартӑмӑр, килес ҫулсӑр ан кил. Килес ҫул каллех кил, килес ҫул та ҫакӑн пекех асӑнӑпӑр. Ҫырлах, Сурӑм.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр