Пилсемпе кӗлӗсем

Хӑяхван ламшар кӗллисенчен илнӗ сыпӑксем

 

236

Турӑ кӗнекинче ҫапла каланӑ: — Эй, хура халӑх! Киремет сӑрчӗ ҫине пуҫӑрсене ҫӗклесе пӑхӑр та Турӑ мӗн каланине тимлесе тӑнлӑр. Вӑл ҫапла каланӑ: — Сирӗн таса сӑртсене, сирӗн таса ҫӗрсене, сирӗн таса шывсене таптаса ҫӳрӗҫ; Сирӗн васансене, улӑхсене, вӑрмансене, пахчасене вараласа ҫӳрӗҫ; Хӗвел ячӗпе лартнӑ юпасене, салам каласа ҫырнӑ кӗнекӗрсене ҫӗмӗрсе тӑкӗҫ. Хӗҫсемпе сире тӗллесе ярӗҫ те ҫыннӑрсене йӗрӗхсем умне сӗтӗрсе пӑрахӗҫ тенӗ. Эпӗр упранма пӗлмерӗмӗр, эпӗр хамӑршӑн ҫине тӑма пӗлмерӗмӗр, эпӗр ӗмӗтсене суйлама пӗлмерӗмӗр! Пӗрре те пӗрре ваттисен сӑмахне ӑша хума пӗлмерӗмӗр! Ҫавӑнпа асап хуранне лекрӗмӗр, ҫавӑнпа халь кил тӗллисӗр ҫӳретпӗр, хамӑра хамӑр сумсӑра юлтӑмӑр... Пирӗн чӳк вырӑнӗнче ирсӗр вараланчӑксем йӑваланса выртаҫҫӗ, пирӗн таса юман тӑрринче каска ҫураҫҫӗ. Эсрел пуҫӗ туса тултарнӑ ирсӗр ӗҫсемшӗн асап ҫиттӗр тенӗ... Вӗсем хӑйсен пуҫне хӑйсем ҫийӗҫ, аякрисене чӗрӗ юлнисем пӗтерӗҫ, ҫывӑхрисене парӑнманнисем кӑшласа ярӗҫ... Ҫӑткӑнсем хӑйсене хӑйсем чараймасӑр тӗмен шӑтӑкне сӗтӗрӗнсе кӗрсе кайӗҫ тенӗ. Пирӗн киреметсене пушӑ хӑварас терӗҫ, пирӗн хирсене тап-таса хӑртас терӗҫ, пирӗн килсене тӗтӗм тӑвас терӗҫ... Вӗсем ҫапла турӗҫ, вӗсем Турӑ сассине хӑлхана чикмесӗр ҫӑткӑн пырӗсене хуплаймарӗҫ, пылчӑклӑ пуҫӗсемпе сӑваплӑ ҫӗре вараласа тухрӗҫ. Эпӗ чӗрӗ юлнисене калатӑп: Ҫӗр тӑрӑх саланса кайсассӑн та пирӗн инкекрен тӑрса юлнӑ ҫынсене халӑх хушшине тавӑрас пулать. Хӑтӑлса юлнисене тытса кайнӑ пулсассӑн та хамӑрӑн юн тымарӗсене пирӗн манса кайма юрамасть. Манса кайни вилсе выртнипе танах! Турӑ кӗнекинче каланӑ: Сехре синкерӗ халӑхӑн пӗртен-пӗрре тенӗ, ӑна ҫӗнтерсен халӑх ытти синкерсене ҫӗнтерет тенӗ. Пире ҫак синкере сирсе яма, чир-чӗре тасатма, выҫлӑхпа ҫука чӑтса ирттерме, ватта-вӗтте упрама хӑват кирлӗ. Пирӗн хамӑрӑн йӗркесене хытарса тӑрас пулать, урӑх йӗркепе ырлӑх пулас ҫук. Урӑх ҫулпа утса кайсан тухайми ҫӗрте пуҫ кайӗ тенӗ. Хиртисем хӗҫпе пӗтӗҫ, уйрисем утпа ванӗҫ тенӗ. Хуларисене мур тытса панӑ тенӗ. Упранакана Турӑ упрать тенӗ. Ҫапла каланӑ: таса пулӗҫ юн тӑкнӑ ҫӗрсем, таса пулӗҫ юн тӑкнӑ арсемпе арӑмсем! Мухтав вӗсене, мухтав!..

237

Ӗҫпе хуралнӑ тӑванӑмсем! Сӑваплӑ та тухӑҫлӑ вӑхӑт ҫитрӗ. Ырлама тивӗҫлӗ кунсем ҫутӑлса кайрӗҫ! Хамӑрӑн ҫӗре акапуҫӗпе сухаласа, паха ӗҫӗн ырӑ ҫимӗҫӗпе пултарса, хӑватлӑ тӑрӑшулӑх кӑтартса, тамӑкпа нуша хуранӗнчен хӑтӑлтӑмӑр. Ӗмӗрӗпех выҫӑ пурӑнмӑпӑр, ӗмӗр тӑршшипех инкек тӳсмӗпӗр. Кӗтнӗ вӑхӑт ҫитрӗ. Нимеленсе тӑрса юлашки вӑй-хала пухса сӑваплӑ ӗҫӗмӗре хӑвӑртрах вӗҫлӗпӗр. Хам ӑшӑмра нумай вӑхӑт пысӑк шанчӑк упраса пурӑнтӑм. Пирӗн кӗлле Аслӑ Турӑ илтрӗ. Аслӑ ӗҫе савӑнӑҫпа вӗҫлеме Турӑ вӑй патӑр!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр