Пилсемпе кӗлӗсем

257-мӗш кӗлӗ

Турӑ умне ҫурта ҫутса пурте ура ҫине тӑраҫҫӗ. Кил ватти тирӗкпе ҫӑкӑр йӑтать, ыттисем сӑра тултарса лартнӑ куркисене тытса ак ҫапла сӑмахсем каласа кӗлтумӑ тытӑнаҫҫӗ:

Эй, Турӑ, ан пӑрахсам пире, сана асӑнатпӑр, сан ҫине витӗнетпӗр, сана кӗлтӑватпӑр, ҫырлах пире.

Эй, Турӑ Амӑшӗ, Пӳлӗхҫи Амӑшӗ, сан ҫине анчах шанса тӑратпӑр, пирӗн кил ӑш-чиккине пӗр-пӗринпе чипер лайӑх ҫураҫтарса лӑпкӑ усра тата выльӑх-чӗрлӗхсене лайӑх пӑхса усра.

Ҫил ашшӗпе ҫил амӑшне асӑнатпӑр, ҫырлах пире. Пирӗн ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ҫитер, мӗн ыйтнине памасӑр ан хӑвар.

Эй, Турӑ, самана хушшине чипер лӑплантарса усра, курайман тӑшмансенчен, вут-кӑвартан, вӑрӑ-хурахран астуса тӑр, ҫырлах. Эй, Турӑ Амӑшӗ, пире тепӗр ҫак вӑхӑтчен пур усал чиртен сыхласа хӑтарса тӑр, ҫырлах, Турӑ Амӑшӗ. Тата, Турӑ Амӑшӗ, ҫул ҫинче усал ҫын хирӗҫ пулас пулсан вӑл хӑй ҫулӗпе иртсе кайтӑр. Хирӗҫ тӑракан тӑшмансене ҫӗнтерме пар, Эсӗ вӗсене чарса тӑр. Усал тума шухӑшлакан ҫынсене чарса тӑр; тата темӗн тӑвас-тытас пур, ҫын элӗкӗнчен хӑтарса тӑр, ылханакан ҫыннӑн ылханне ан ҫитер, ҫырлах. Ах, Турӑ Амӑшӗ, тата эпӗ Сана калама маннӑ: айван ывӑлийӗн-хӗрийӗн кӗллине илтсе ҫырлах: тыр-пулсем ҫине чипер ырӑ сывлӑмлӑ ҫумӑр яр, хаяр ҫил-тӑвӑлсенчен, тискер пӑрлӑ ҫумӑрсенчен витсе сыхласа тӑр. Пире ӗҫкӗре ӗҫкӗ лайӑх ҫӳресе ирттерме пар, ҫырлах, перекетне пар. Пӗр пӗрчӗ тырӑран ҫитмӗл пилӗк пӗрчӗ пултӑр. Кӗлтине туса ҫыхсан кӗлте перекетне пар, ҫӗмелне тусан ҫӗмел перекетне пар, авӑн картине кӗрсен авӑн перекетне пар, кӗлете кӗртсен кӗлет перекетне пар, салатне тусан салат перекетне пар, сӑрине тусан сӑра перекетне пар, ҫырлах, Турӑ Амӑшӗ.

Эй, Турӑ Амӑшӗ, Мӑн Турӑ. Пӗлни пур, пӗлменни пур, мӗн пӗлнипе каҫар. Ҫуратманнине ҫуратса пар, ҫуратнине пит аллипе пар, тӗпеле кин пар, алӑк патне кӗрӳ пар, ҫырлах. Эпир, айван ывӑл-хӗрсем, нимӗн те пӗлместпӗр, каҫар пире мӗн пӗлнипе. Перекетне пар. Ҫырлах, ҫырлах, ҫырлах.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр