Пилсемпе кӗлӗсем

259-мӗш кӗлӗ

Ырӑ Калӑм чысӗпе Ентимӗр асӑнать, витӗнет, тав тӑвать, пуҫҫапать. Пиҫнӗ ҫимӗҫне тунӑ хуҫипе, ачи-пӑчипе, кӳршӗ-аршипе, хурӑнташ-ӑрӑвӗпе тав тӑвать, пуҫҫапать. Ҫырлах! Аминь. Кала пӗлмест тесе ан кала, айван кӗлӗпе хуш курса хапӑл ил, мӗн ӗмӗтленнине ӗмӗте ҫитер, усалӗнчен-тӗселӗнчен, хаярӗнчен-хатарӗнчен Эс сыхла, Эс упра! Виҫ тӗслӗ тыррӑма-пуллӑма уя кӑларса сапсан тӗпне питлӗхне, тӑрне тутлӑхне пар. Хӑмӑлне хӑмӑш пек, пуҫне чакан пек, пӗрчине пӑрҫа пек парӑсинччӗ тесе Ентимӗр асӑнать, витӗнет. Ҫырлах! Ывӑҫласа сапнине ыталаса илес ту. Хӑнӑхланса ӳснӗ чух ирхи тӑмӗнчен, кӑнтӑр шӑрӑхӗнчен, шӑшийӗнчен-шӑрчӑкӗнчен, ҫилӗнчен-тӑвӑлӗнчен, курайман тӑшманӗнчен Эсӗ сыхла, Эсӗ упра. Ҫырлах! Вырса сурат тусан сурат перекетне пар; анкартине кӗртсен анкарти перекетне пар, пӗр вальне кӳршӗм-аршӑмпа, хурӑнташ-ӑрӑвӑмпа, пӗлӗш-тантӑшӑмпа ӗҫмешкӗн-ҫимешкӗн пар. Ҫырлах! Виҫ тӗслӗ выльӑхӑма-чӗрлӗхӗме пӗр вӗҫне шыва, тепӗр вӗҫне — ҫӗре.

Эй, пӗсмелле, ырӑ Турӑ. Ырӑ Турра асӑнатпӑр Калӑм ячӗпелен, Атам аттен ячӗпеле асӑнатпӑр, пиҫнӗ ҫимӗҫпелен, тунӑ хурҫӑпа, ҫичӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑ шерпечӗпе, кӳршӗ-аршӑпа, пӗлӗш-тантӑшпа, хурӑнташ-ӑрупа. Ырӑ Турӑ, тайӑлатпӑр, пуҫҫапатпӑр. Аминь. Ырӑ Турӑ, Санӑн сывлӑхна сӑнатпӑр. Каҫ выртма канлӗх пар, ир тӑма ҫӑмӑллӑх пар, усал-тӗселтен, усал-синкертен, Турӑ, сыхла. Курайман тӑшманран, усал чиртен, ырӑ Турӑ, Эс сыхласӑнччӗ. Вутран-кӑвартан, ырӑ Турӑ, Эсӗ сыхласа упрасӑнччӗ. Аминь.

Эй, ырӑ Турӑ! Ҫичӗ тӗслӗ тырра-пулла уя кӑларса акнӑ вӑхӑтра уй перекетне парӑсӑнччӗ, тӗпне — питлӗхне, пуҫне — тутлӑхне, хӑмӑлне хӑмӑш пек, пуҫне чакан пек, пӗрчӗшне пӑрҫа пек те пулин парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Ҫичӗ тӗслӗ тырра-пулла ывӑҫласа сапнине ытамласа пухма парӑсӑнччӗ. Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илме парӑсӑнччӗ. Аминь. Вӑл ҫичӗ тӗслӗ тырра-пулла тӗм ҫине тӗм, сурат ҫине сурат, ҫӗмел ҫине ҫӗмел лартма парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Вӑл капансене салатса йӗтем ҫинче ӗҫленӗ вӑхӑтра йӗтем перекетне парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Виҫӗ пайран икӗ пайне пӳлмере тытма парӑсӑнччӗ; пӗр пайне хурӑнташ-ӑрупа, ял-йышпа, килнӗ хӑна-вӗрлепе, пӗлӗш-тантӑшпа ӗҫмешкӗн-ҫимешкӗн парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Выҫса килекене тӑрантса яма, шӑнса килекене ӑшӑтса яма пар, панӑ ҫӗрте ан палӑртӑр, илнӗ ҫӗрте ан иксӗлтӗр. Иксӗлми тивлетне парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Виҫӗ тӗслӗ выльӑха-чӗрлӗхе виҫ картара тытма парӑсӑнччӗ. Пӗр вӗҫӗ картара, тепӗр вӗҫӗ шывра пулинччӗ. Лаша хыҫҫӑн тиха ертме парӑсӑнччӗ, ӗне хыҫҫӑн пӑру ертме парӑсӑнччӗ, сурӑх хыҫҫӑн путек ертме парӑсӑнччӗ. Аҫа хыҫҫӑн ывӑл ертме, ама хыҫҫӑн хӗр ертме парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Мӑнтӑртан мӑнтӑр кӳлме парӑсӑнччӗ, мӑнтӑртан мӑнтӑр сума парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Урай тулли путек-сурӑх парӑсӑнччӗ, сак ҫинче ачасем парӑсӑнччӗ. Алӑк патне кӗрӳ, тӗпеле кин парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Инҫе ҫула кайса ҫывӑх ҫавӑрӑнса килме парӑсӑнччӗ; тайлӑк кӗперӗнчен, путхах шывӗнчен, курас инкекрен сыхласа упрасӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Сутас тавара хакла сутма пар, илес тавара йӳнпе илме парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Ырӑ ҫын умне тӑрсан ырӑ пит, тутлӑ чӗлхе, юси-юсли пил парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Ҫухалатса тум тытма, хӑймалатса мул тытма, чӗреслетсе ҫу тытма, луткаласа пыл тытма парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ.

Улта ураллӑ хурта уя кӑларнӑ вӑхӑтра пӗр вӗҫӗ кӑчкӑра, тепӗр вӗҫӗ вӗллере пулинччӗ. Шерпечӗ — сана, йӳҫҫӗшӗ — пире. Йӳҫӗ ӗҫсе тутлӑ калаҫма парӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Кала пӗлместӗн, кӗлле пӗлместӗн темесӗнччӗ. Пирӗн айван ывӑл-хӗрӗн виҫ сӑмахран пӗр сӑмахне хуш хурса хапӑл тӑвӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ. Шӑрт — кас, тӗрен — хӑпарт, янавара хӑват пар. Ырӑ кӗлле хапӑл тӑвӑсӑнччӗ. Аминь, Турӑ.

Ҫӳлти Турӑ, ҫӳлти патша! Тур, Тур Амӑшӗ, ҫак куркасене, пур ҫӑкӑра-тӑвара та пиллесе пӑрах! Шерпечӗ — сире, йуҫҫи — пире! Ҫич-ҫич кӗлет, ҫич кӗлетре ҫич пӳлме, ҫич пӳлмере вун ик пай, виҫ пайӗ сире, пӗр пайӗ — ҫынна, юлашки — пире. Ҫӗр пуҫ сурӑх, пӗр кӗтӳ, пӗр пуҫ — шывра, тепӗр пуҫ — картара, акнӑ тырри хулӑм пултӑр, пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ пултӑр. Пур усал тӑшмантан та хӑтарса тӑр. Вӑрӑран-хурахран, аҫаран-ҫиҫӗмрен, вутран-хӗмрен, шывран-шуртан — пуринчен те ҫӑлса тӑр! Чипер чӗкеҫ пек чӗвӗлтетсе, шӑкӑлчи пек шӗкӗлтетсе пурӑнма пар! Сивӗре шӑнакана ӑшӑтса яма, выҫса килекене тӑрантарса яма пар! Тур, Тур Амӑш, пӑхса тӑрах!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр