Пилсемпе кӗлӗсем

260-мӗш кӗлӗ

Ҫырлах! Ырӑ кӑмӑл чысӗпе асӑнатӑп, витӗнетӗп, тав тӑватӑп, пуҫҫапатӑп. Тунӑ ӗҫӗмпе, пиҫнӗ хурҫӑмпа (ӗҫкӗм-ҫикӗмпе), ачам-пӑчампа, кӳршӗ-аршӑмпа ҫырлах, Турӑ. Кала пӗлмест тесе ан кала, айван кӗллине хуш курса хапӑл ил. Мӗн ӗмӗтленнӗ ӗмӗте ҫитер. Усалӗнчен-тӗселӗнчен, хаярӗнчен-хатарӗнчен Эс сыхла, Эс упра. Кун кунлама кун пар, ҫул ҫуллама ҫул пар. Пит-куҫа уҫлӑх пар. Шӑм-шакка канлӗх пар, ырлӑх-сывлӑх пар. Виҫ тӗслӗ тыррӑма уя кӑларса сапсассӑн тӗпне питлӗхне, тӑрне тутлӑхне, хӑмӑлне хӑмӑш пек, пуҫне чакан пек, пӗрчӗшне пӑрҫа пек пар. Хӑяхланса ӳснӗ чух ирхи тӑмӗнчен, кӑнтӑр шӑрӑхӗнчен, ҫилӗнчен-тӑвӑлӗнчен Эс сыхласа Эс упра. Вырса сурат тусассӑн сурат перекетне пар, сурат пӑсса анкартне кӳртсессӗн анкарти перекетне пар. Капан пӑсса ӗҫлесен виҫ валлинчен ик валлине пӳлмене хывма пар, пӗр валлине хурӑнташ-ӑрӑвӑмпа, пӗлӗшӗм-тантӑшӑмпа ӗҫмешкӗн-ҫимешкӗн пар, ҫырлах. Виҫӗ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхӗме пӗр вӗҫне картана пар, пӗр вӗҫне шыва парӑсӑнччӗ. Кӗсре хыҫҫӑн тиха чупас ту, ӗне хыҫҫӑн пӑру ертес ту, сурӑх хыҫҫӑн пуран (путек) ертес ту. Ашшӗ хыҫҫӑн ывӑл чупас ту, амӑш хыҫҫӑн хӗр чупас ту. Алӑк патне кӗрӳ ҫӑкма пар, тӗпеле кин ҫӑкма пар. Ҫӳпҫелесе ҫу тытма пар, луткаласа пыл тытма пар, хӑймаланса мул тытма пар. Панӑ ҫӗрте ан палӑрт, илнӗ ҫӗре ан иксӗт. Выҫса килекенсене тӑрантарса яма пулин пар.

Шӑнса килекенсене ӑшӑтса яма пулин пар, ҫырлах, Турӑ. Уя тухсассӑн ултӑ лаши акара, икӗ кӗсри сӳрере, икӗ тихи хыҫалтан утса пыма пар. Шӑрт кас, тӗрен хӑпарт, янавара (лашана) хӑват пар, анкартине кӗлет пар, пӑтавккине манит пар. Аминь.

Аминь тесе пӳртрисем пурте калаҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр